Ĕç укçипе парăмлисемпе çирĕпрех пуласшăн
Чăваш Енре ĕç укçипе парăмлă предприятисемпе çине тăрса ĕçлесшĕн. Ку шухăша паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ Правительство ларăвĕнче палăртнă.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пулнă та, шалу ыйтăвне те кун пек чух асăнмасăр хăвараймăн. "Ĕç укçипе парăмлă предприятисене май пур таран витĕм кÿмелле. Министрсен Кабинечĕн членĕсен лару-тăрăва вĕçĕмех сăнаса тăмалла, тишкермелле, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулмалла", - тенĕ Михаил Васильевич. Предприятисемпе организацисен хуçисен шалупа вăхăтра татăлса пымаллине палăртнă май Михаил Игнатьев кирлех пулсан вĕсен пурлăхне, автотранспортне сутмалла тенĕ.
Комментировать