Геннадий Большаков артист вилнĕ

23 Апр, 2017

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пысăк çухату тÿснĕ - чăваш сценин хальхи вăхăтри çутă çăлтăрĕсенчен пĕри, куракансен юратакан артисчĕ Геннадий Большаков вилнĕ.

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ 1961 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Хĕрлĕ Васан ялĕнче çуралнă. Мускаври М.С. Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине вĕренсе тухнăскершĕн академи драма театрĕ тăван сцена пулса тăнă. Геннадий Большаков калăпланă сăнарсене асăнса та пĕтереймĕн. Кашнинех ĕнентерÿллĕ калăпланă вăл. Арсений Тарасов пьеси тăрăх лартнă "Инçет телей çути" спектакльти Миккуль сăнарĕшĕн ăна Раççей Федерацийĕн театр ÿнерĕнчи патшалăх премине те панă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать