Вĕрентекенĕн те пĕлĕве куллен тарăнлатмалла

26 Авг, 2016

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн республикăри вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ пекех конференцие пухăнчĕç. Унта педагогика пĕрлĕхĕ иртнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех кăтартусемпе вĕçленине тишкерчĕ, тĕллевсем палăртрĕ.

Яланхиллех çак ĕçе педагогсемсĕр пуçне районсемпе хуласен администраци пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Вĕрентекенсен анлă пухăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ. Раççей шайĕнчи сумлă хăнасем те пулчĕç: РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕ-пе ĕçлекен комитечĕн Председателĕ Вячеслав Никонов, унăн заместителĕ Алена Аршинова, РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин Пĕтĕмĕшле вĕренÿ хутлăхĕнчи патшалăх политикин департаменчĕн ертÿçин заместителĕ Ирина Петрунина.

Конференци икĕ пайпа иртрĕ. Кăнтăрлаччен тĕп хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче 16 секци ĕçлерĕ, вĕсене 1200 вĕрентекен, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ. Дискусси лапамĕсенче шкулчченхи вĕренÿ тытăмне кадрсемпе тивĕçтерессине, педагогăн професси стандартне, ОВЗ ФГОСне хута янă май педагог тĕлĕшпе çирĕпленнĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Модераторсем — малта пыракан шкулсен ертÿçисем, ăсчахсем, вĕрентÿ ĕç-хĕлне йĕркелекен ăста специалистсем.

Конференцире ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова 2016 çулта вĕренÿ сферине Чăваш Ен бюджетĕнчен 14 миллиард та 758 миллион тенкĕ уйăрма палăртнине асăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен — бюджета перекетлеме тăрăшни сисĕнет пулсан ку тытăмри расхутсем валли 3 процент ытларах пăхса хăварнă.

Ырă улшăнусем пурлăх тĕлĕшпе кăна мар. Шкулчченхи, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреж-денисенче ФГОС вăя кĕрет, професси компетенцийĕсен центрĕсем уçăлаççĕ. Паллах, çакнашкал çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пынă чухне педагогсем хăйсем пуçаруллă пулмасан, аталанмасан вĕренÿ пахалăхĕ ÿсмĕ. Çавна май республика ертÿлĕхĕ пултаруллă вĕрентекенсене хавхалантарма хушма мел йышăнчĕ. Раççей шайĕнче иртекен предмет олимпиадисенче çĕнтернĕ çамрăка вĕрентсе хатĕрлекене — 250 пин тенкĕлĕх, призера хатĕрленĕ педагога 150 пин тенкĕлĕх премипе хавхалантараççĕ.

Олимпиада тенĕрен, юлашки çулсенче предмет ăмăртăвĕсен Раççейри тапхăрĕнче пирĕн республика вĕренекенĕсем йышлăнрах çĕнтерме, малтисен ретне кĕме пуçланă. Кăçал Чăваш Ен ку енĕпе Раççейре — улттăмĕш вырăнта! Темиçе çул каялла кăна малти вунă регион йышне те лекейменччĕ.

Ырă улшăну кирек хăш енĕпе пăхсан та — чылай. Çапах лайăххин чикки çуккине пурте пĕлетпĕр. Вĕрентекенсен умне паян мĕнле тĕллев лартмалла? Вăл яланхиллех конференци теминче палăрать. «Чăваш Республикинчи педагогсене професси пĕлÿлĕхне кура аталанма майсем туса парасси» ят панă кăçалхи пухăва.

— Ача мĕнле пĕлÿ, хăнăху илесси пуринчен ытла вĕрентекен ăсталăхĕнчен килет. Мĕнле çитменлĕхсем пур-ха пирĕн, педагогсен? Çак ыйтăва тарăннăн тĕпчеме вĕрентекенсем аталанма чăрмантаракан йывăрлăхсем çинчен тÿррĕн калани кирлĕ. Вĕсене палăртнă хыççăн çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе ĕçлĕпĕр, — терĕ тĕп докладçă Светлана Петрова.

Вăл вĕрентекенсене пулăшас тĕллевпе темиçе уйрăм сĕнÿ пачĕ. Сăмахран, мĕншĕн муниципалитетсенчи методпĕрлешÿсен тахçанхи статусне тавăрас, пĕлÿ парас опыта алла илме пулăшакан пĕрлĕх туса хурас мар? Светлана Владимировна çавăн пекех кашни муниципалитетрах педагогсене практика пулăшăвĕ паракан центр йĕркелеме сĕнчĕ.

Вырăнти влаçпа хутшăнса пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче вăл çамрăк специалистсене хавхалантармалли мелсем шухăшласа кăлармаллине палăртрĕ. Республикăри хăш- пĕр районта ун пек пуçарусем тунă та ĕнтĕ.

Татса памалли ыйтусенчен хăшĕ-пĕри конференцие хутшăннă сумлă ханасене, депу-татсене, пырса тиврĕ. Вĕренÿ тытăмĕнче бюрократи çав тери алхасса кайни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çĕр-çĕр хут çырса темĕнле инстанци валли те отчет хатĕрленипе вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекен специалист çитĕнекен ăрăва паха пĕлÿ пама епле пултартăр-ха?

Телее, ку ыйтăва татса парас енĕпе пăр тапраннă. Çакна Новосибирскра иртнĕ педагогсен форумĕ çирĕплетсе пачĕ. Вячеслав Никонов унти сĕнÿсене Раççей Правительствинче пăхса тухасси çинчен пĕлтерчĕ.

Сăмах май, Вячеслав Алексеевич хăйĕн калаçăвĕнче Чăваш Енре чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕсем пулнине, кунта пурнăçланакан пысăк проектсем пирĕн ăс-тăн пурлăхĕ пуяннине çирĕплетнине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев вĕренÿ тытăмĕнчи ыйтусене республика ертÿлĕхĕ малашне те приоритетлисен вырăнне хурса татса парасса шантарчĕ. 2025 çулччен Чăваш Енре 32 шкул хăпартма палăртнине, шкулсенчи спортзалсенче 100 проценчĕпех юсассине, вĕрентекенсен шалăвне ÿстерессине асăнчĕ. Çитĕнÿсем тăвакан вĕренÿ учрежденийĕсемпе уйрăм педагогсене малашне те укçан хавхалантарма шантарнă май республика Пуçлăхĕ кăмăллă миссие пуçăнчĕ: наградăсем пачĕ.

Ирина ИВАНОВА
 
Рубрика: