Вăхăтсăр татăлнă кĕвĕ

22 Апр, 2016
  Ытларикун, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Мускаври клиникăсенчен пĕринче пирĕн ентеш, "Любэ" ушкăн бас-гитарисч ĕ Павел Усанов вилнĕ.

Аса илтерер: Павела ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕрле Мускав çывăхĕнчи Дмитров хулинче хĕненĕ. Пуçне йывăр амантнăскере çийĕнчех реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă, тепĕр куннех операци тунă. Медиксем унăн пурнăçĕшĕн 17 талăк кĕрешнĕ, анчах музыкант комăран тухайман, икĕ эрнерен унăн чĕри тапма чарăннă.

Асăннă тĕслĕхпе пĕлсе тăрсах çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕшĕн Уголовлă кодексăн 111 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Айăплине, Солнечногорск районĕнче пурăнакан 39 çулти Максим Добрыя, тытса чарнă. Следстви мĕн пулса иртнине туллин уçăмлатĕ.

Павелпа туслă пулнă Захар Прилепин писатель социаллă сетьре пĕлтернĕ тăрăх — пăтăрмах Дмитроври ресторанра пулнă. Усанова кÿршĕ сĕтел хушшинче ларакан арçын тапăннă. Ăна музыкант Донбасс пирки калаçни килĕшмен имĕш, вăл Павел патне хыçалтан пынă та пуçĕнчен çапнă: "Куçа-куçăн тытăçнă пулсан унăн шанăç пулмастчĕ — Паша хăйĕншĕн тăма пултаратчĕ". Ку — тĕрĕсех. Павел кĕлеткипе тĕреклĕ пулнă, интервьюсенче алă вĕççĕн тытăçассин спорчĕпе тусли, тренажер залне çÿрени, ирсерен пĕрер сехет вăрманта чупни, кÿлĕре шыва кĕни çинчен калани те пур.

Преступление Донбасс темипе сăлтавлани те ăнсăртран мар. 2015 çулта Усанов "Тăван тăрăх" культурăпа çутĕç юхăмне йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш проекчĕ — Донбасра çапăçусем пынă вăхăтра ачасен хушшинче Донецкра йĕркеленĕ музыка конкурсĕ. Донбасс нушине вăл чăннипех çывăха илнĕ. "Донецк çыннисем — чăн-чăн паттăрсем, вĕсен пурнăçĕ халь блокадăри Ленинградри çынсенни пек. Юн юхать пулин те вĕсем мирлĕ пурнăçа йĕркелеме тăрăшаççĕ. Хулари транспорта хута янă, урамсене тасатаççĕ, арканнă хулана сăн кĕртеççĕ". Çавна май музыкант унта час-часах пулнă...

Павел Усанов 1975 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă, 5-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. "Любэ" ушкăнра — 1996 çултанпа. Бас-гитарист кăна мар — юрăсен авторĕ те, композитор та. Çавăн пекех хăйĕн ушкăнĕ те пулнă — "Встречный бой" ятлăскер. Шăпах çак ушкăнпа вăл кăçалхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче тăван Çĕнĕ Шупашкар хулинче уяв концерчĕ йĕркеленĕччĕ. Куракансем пурте пĕлекен тата юратакан хитсене итлерĕç, çĕнĕ хайлавсемпе те паллашрĕç. Музыкант зала пухăннă ентешĕсен нумай ыйтăвне хаваспах хуравларĕ.

Çак çын — текех çук... Мускав музыкантпа ĕнер сывпуллашрĕ. Хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх — паян, эрнекун, Павел Усанов ÿтне Çĕнĕ Шупашкара илсе килеççĕ. Ăна хулан кивĕ масарĕнче пытарĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Рубрика: 
Теги: