Çырав ирттермешкĕн – планшетлă компьютер

29 Мар, 2016

Росстат Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕнче кăтартусене тишкермешкĕн планшет компьютерĕсем туянас тĕллевпе ирттернĕ аукцион пĕтĕмлетĕвĕ паллă: çакăн йышши 20 пин техника илмелле. Çав шутран Чăваш Республикине 255 уйăрса параççĕ. Вĕсем валли ятарлă программа тата электронлă ыйтăм йĕркеленĕ, куçаруçăсен вĕренĕвĕн интерактивлă хушăмĕсене хатĕрленĕ.

Пирĕн хутлăхра çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие 565 çыруçă хутшăнмалла. Планшетлă компьютерсемпе усă курни информаци пухакансен йышне чакарма, çапла вара вĕсене вĕрентессипе тата пухнă кăтартусене тишкерессипе çыхăннă тăкаксене пĕчĕклетме пулăшать.

Ыйтăм хуравĕсене электронлă хатĕре кĕртни информаци илмелли тата ăна тĕпчемелли тапхăра кĕскетет. Кун пек чухне ĕç пахалăхне анкетăсем çырнинчен пуçласа вĕсене тишкернĕ таранах хаклама май килет. Ял хуçалăх çыравĕ вĕçленсен планшетсем патшалăх статистикин территори органĕсенче юлаççĕ. Вĕсемпе Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2020 çулхи çыравĕнче усă курĕç.