Дачăна - канма мар, вăрлама

12 Фев, 2016

Унта çĕр лаптăкĕ пур та - иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче полици майорĕ Алексей Иванов /сăнÿкерчĕкре/ Çĕрпÿ районĕнчи Виçпÿрт Салине кайнă. Унта çывхарнă май сăрталла хăпарнă çĕрте район полицийĕн участковăйĕ «Газель» автомобиль чарăннине асăрхаса сисчĕвленнĕ. Машинăран виçĕ каччă тухнă та ял çумĕнчи «Çавал» коллективлă садри дачăсен еннелле утнă...

Ку çамрăксем дачăна ĕçлеме е канма килнĕ çынсем пек курăнмаççĕ. Тин çеç юр çуса кайнă та - пушшех... Мĕн туса çÿреççĕ? Полицейски вĕт - хăнăхнă йăлапа Алексей грузовик номерне астуса юлнă та хăй яла кайнă. Пĕр 15 минут иртнĕ-и - хайхи çамрăксем машинăна металл листсем тиенине курнă. Майор служба машинине çул урлă лартнă - грузовике пÿлнĕ. Унăн кузовне тĕрĕсленĕ.

Каччăсем вăхăта сая яман иккен. Кĕске вăхăтрах кузова çурри таран тĕрлĕ металпа тултарма ĕлкĕрнĕ. Хайхи тимĕр листсемсĕр пуçне - тирĕк-кашăкпа, ытти ăпăр-тапăрпа тултарнă михĕсем. Участковăй кĕтмен çĕртен килсе тухнă май «хăнасем» самантлăха çухалса кайнă. Вырăнти Анискин кузоври пурлăх пирки ыйтнине те хуравлайман. Пĕри çеç мăкăртатма мехел çитернĕ: кунта унăн амăшĕн çĕр лаптăкĕ вырнаçнă-мĕн - тимĕр картана унтан сÿтнĕ имĕш. Ĕç-пуçа ăнлантарса парайманнине кура полицейски иккĕленĕвĕ пушшех çирĕпленнĕ. Вăл телефонпа шăнкăравласа ĕçтешĕсене чĕнсе илнĕ.

Тепĕр самантран килсе çитнĕ оперативлă следстви ушкăнĕ тăваттăмĕш «ăнăçу джентльменне» те тытса чарнă. Вăл маларах пытанма ĕлкĕрнĕ иккен. Пакунлисем тĕпчев ирттернĕ май çак ушкăн темиçе дачăна тустарма ĕлкĕрнине çирĕплетнĕ. Пурте - Шупашкартан, пĕри маларах темиçе хут судпа айăпланнă.

Уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсене район территорийĕнче тунă тăхăр преступленишĕн айăплаççĕ. Сыхă участковăя вара ЧР шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев хушăвĕпе укçан преми парса хавхалантарнă.

Телее, Иванов пеккисем чăваш полицийĕнче сахал мар. Шупашкарти 5-мĕш полици пайĕн уголовлă шырав пуçлăхĕ Денис Яичников та тимлĕ пулнипе палăрнă. Вăл оперативлă следстви ушкăнĕпе тĕп хулари Чернышевский урамĕнчи коллективлă садра пулнă преступление тĕпчеме кайнă. Дачăсенчен пĕрин хуçи унта пынă та - çурт чÿречине ватнă, такамсем унтан 7 пин ытла тенкĕлĕх инструментсене вăрласа кайнă иккен. Преступлени пулнă вырăна пăхса çаврăннă май оперативник юр çинчи атă йĕрĕсене асăрханă. Çакнашкал йĕрсем татах çук-и тесе малалла утнă. Вĕсене темиçе çурт урлă тупнă - йĕрсем хуçисем усă курман дача хыçне илсе çитернĕ. Вăрланă япаласене тултарнă михĕсем çавăнта иккен.

Полици засада йĕркеленĕ. Çĕрле «трофейсене» илме килнĕ арçынна, унччен те судпа айăпланнăскере, тытса чарнă. 40 çулти арçын виçĕ дачăран пурлăх вăрлани çирĕпленнĕ.

Ольга ПАВЛОВА.

Рубрика: