Тÿлевсем ÿснĕ

9 Фев, 2016

2016 çулхи нарăс уйă­хĕн 1-мĕшĕнче федераци çă­­мăл­лăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕн виçине тата соцпакет хакне ÿстернĕ.

Пирĕн республикăра асăннă ушкăна 105,5 пин çын кĕрет, вĕсен 80 проценчĕ - инвалидсем. Уйăхри укçа тÿлевĕ вăтамран 140 тенкĕ хăпарса 2,2 пине çитнĕ. Федераци çăмăллăхçисене тÿлемешкĕн кăçал 2,7 млрд тенкĕ тăкаклаççĕ.

Соцпакет хакĕ уйăхра 995,23 тенкĕпе танлашать, çав шутра: эмел пайĕ - 766,55, санаторипе курорт пайĕ - 118,59, транспорт пайĕ /хула çум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿресси тата санатори сиплевĕн вырăнне кайса килесси/ - 110,09 тенкĕ.

Федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак виçепе танлашать:

Федераци çăмăллăхçисен шутне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе инваличĕсем, çар ĕç ветеранĕсем, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем, радиаци катастрофине пĕтернĕ çĕрте пулнисем тата граждансен ытти категорийĕ кĕреççĕ.