Етĕрне тăрăхне халалланă кăларăм

12 Янв, 2016

Нумаях пулмасть Чăваш кĕ­не­­­­­­ке издательствинче «Етĕр­не энциклопедийĕ» /Ядринская энциклопедия/ кăларăм пичетленсе тухрĕ. Ăна 2016 çула кĕрес умĕн Етĕрне район администрацийĕнче пахаларĕç.

Энциклопедин пĕрремĕш то­­мĕ район экономикинчи, ял ху­çалăхĕнчи, промышленноçри, культурăри, вĕрентÿри, сывлăха сыхлас ĕçри тата ытти отрасльти ыйтусене çутатать. 1700 статья, 540 хура-шурă тата алла яхăн тĕрлĕ тĕслĕ сăнÿкерчĕк вырнаçтарнă кăларăмра Етĕрне тăрăхĕн мухтавĕ шутланакан çынсен кĕске биографийĕсене те тупса вулама пулать.

Çĕнĕ энциклопедие пахаланă уява район пуçлăхĕ В.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ В.Алексеев, район пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Энциклопедие кăларас ĕçе пысăк тÿпе хываканнисенчен пĕри - тăван тăрăха чунтан юратакан таврапĕлÿçĕ В.Муравьев, ыттисемпе пĕрле вăл та Хисеп хучĕпе тав сăмахĕсене тивĕçрĕ.

Рубрика: