Аслă ăру пурнăçа лайăх ăнланать

20 Ноя, 2015

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов йыхравланипе пирĕн шанчăклă та сумлă Ваттисен канашĕн пайташĕсем уяв кĕрекине пуçтарăнчĕç.

Пурĕ çирĕм пиллĕкĕн вĕсем: чăваш халăхĕн чи хисеплĕ, аслă çыннисем. Сумлă çак йышра - хăй вăхăтĕнче министрта ĕçленĕ çынсем, ăсчахсем, çыравçăсем, таврапĕлÿçĕсем, профессорсем, халăх хисеплекен аксакалсем.

Уява Н.Угаслов уçрĕ: «Эпĕ сире питĕ хисеплетĕп, сирĕнтен кăшт именетĕп те. Сирĕн пуян пурнăç опычĕ конгресс ĕçĕнче усăллă пулассине шансах тăратăп». «Паян пирĕн хушăра тăхăрвунă çултан иртнĕ вăрçă ветеранĕсем - Петр Николаевич Тепловпа Дмитрий Егорович Егоров - лараççĕ. Вĕсем пирĕнпе юнашар пулни ят-сума çĕклет», - терĕ ЧНК Ваттисен канашĕн председателĕ Василий Шадриков. Вăл пурне те хастар пулма, пурнăç опытне халăх ĕçĕнче усă курма ыйтрĕ. Чăн та, Ваттисен Канашĕн пайташĕсене обществăра пулса иртекен пур пулăм та хумхантарать. Шур сухалсем чуна ыраттаракан кашни ыйтăва пĕрле сÿтсе явса сĕнÿсем пама тăрăшаççĕ.

Патшалăх ертÿлĕхĕнче чылай çул тăрăшнă Раиса Ерусланова, Порфирий Афанасьевпа Анатолий Кипеч çыравçăсем, Николай Егоров ăсчах, республикăри Пенсионерсен союзĕн ертÿçи Валерий Сапожников, сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулнă Николай Григорьев тата ытти хисеплĕ ватă тухса калаçрĕç. Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Елена Османова, Алексей Московский тата Олеся Никитина пухăннисене хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç.

Юлашкинчен сумлă ватăсем малашне те канашлусем ирттерме, республика Пуçлăхĕпе тĕл пулма калаçса татăлчĕç.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Рубрика: