Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!

20 Ноя, 2015

Чăваш Енре ĕнер Пĕтĕм Раççейри «Ăçта вилĕм стунине пĕлтер» акци пуçланнă. Вăл чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕччен пырĕ.

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби палăртнă тăрăх - профилактика, сиплев тата реабилитаци ыйтăвĕсемпе çыхăннă информацие халăх патне çитересси, çавăн пекех регион территорийĕнче наркопреступленисен шутне чакарасси акцин тĕп тĕллевĕ шутланать. «Çынсем çак инкеке курмăш туса ан иртчĕр, саккунсăр ĕçсем çинчен право хуралĕн органĕсене пĕлтерччĕр, вăхăтра психологсемпе наркологсенчен пулăшу ыйтма пултарччăр», - теççĕ наркополицейскисем.

Акцие ирттерекенсем наркопритонсем, наркотик сутакан вырăнсем ăçта вырнаçнине пĕлсен, наркопреступленисем тунине асăрхасан «шанăç телефонĕпе» - 8/8352/ 23-01-00 - шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ. Лини талăкĕпех ĕçлет, аноним пĕлтерÿсене те йышăнаççĕ. Çавăн пекех управленин электрон почти урлă та - info@21.fskn.gov.ru - çыхăнма май пур.

И.СЕРГЕЕВА.

Теги: 
Автор: