Республикăмăрти халăхсен портречĕ

13 Ноя, 2015

Чăваш Республикинче 100 ытла наци пурăнать: халăхăн 67,7% - чăвашсем, 26,9% - вырăссем, ыттисем - тутарсем, мордвасем, украинсем, марисем, белоруссем... Анчах та эпир Чăваш çĕрĕнчи халăхсен кун-çулне, йăли-йĕркине, ĕненĕвне пĕлетпĕр-и-ха? Çак пĕлменлĕхе пĕтерме Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярпа тухнă «Этнокультурный портрет Чувашской Республики» кăларăм пулăшатех.

Кĕнекере - историпе этнографи очеркĕсем. Авторĕсем - истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.П.Иванов тата истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г.Б.Матвеев.

Кĕнеке Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх Канашĕн йышăнăвĕпе тата Федерацин «Раççей культури /2012-2018 çулсем/» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Пичетпе массăллă коммуникацисен Федераци агентстви укçа-тенкĕ парса пулăшнипе тухнă.

О.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Автор: