Соцпакет-и е укçа-и?

23 Сен, 2015

Федераци çăмăллăхçисен 2016 çулта социаллă пулăшу пуххине мĕнле майпа тивĕçессине кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен уçăмлатмалла: е тÿлевсĕр эмеле, санаторипе курорт сиплевĕн путевкине, хулаçум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿрессине, е вĕсен укçа эквивалентне суйласа илмелле.

Социаллă пулăшу пуххине е ăна укçан илессине палăртни çинчен çуллен заявлени памалли йĕркене темиçе çул каяллах пăрахăçланă. Çăмăллăхçă ку енĕпе халичченхи лару-тăрăва улăштарма тĕв тусан кăна Пенси фондне çырса пĕлтермелле. Тĕслĕхрен, кăçал вăл тÿлевсĕр эмел илсе тăрать, çитес çул ун вырăнне укçана тивĕçесшĕн е тепĕр майлă.

Тĕпрен илсен, Пенси фондне соцпакет ыйтăвĕпе уйăхри укçа тÿлевне 2014 çулта е кăçал памалла тунă çăмăллăхçăсем заявлени çыраççĕ. Пулăшу пуххине пĕтĕмпех е унăн уйрăм пайне хирĕçленĕ пирки çулталăк пуçланнăранпа - 3,4 пин, соцпакетпа тепĕр хут усă курма тытăнасси çинчен 370 çын пĕлтернĕ. Заявление Пенси фончĕн территори органĕсенче кăна мар, нумай функциллĕ центрсенче /МФЦ/ те йышăнаççĕ. Соцпакетпа хуçаланмалли йĕркепе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /www..osuslu.i.ru/ тĕплĕнрех паллашма пулать. Паллах, малтан унта регистрациленмелле.

Социаллă пулăшу пуххи виçĕ пайран - эмел, санаторипе курорт, транспорт - тăрать. Вĕсемпе пуринпе те е уйрăм пайĕпе усă курма юрать.

Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ уйăхра 930,12 тенкĕпе танлашать, çав шутра: эмел пайĕ /врач рецепчĕпе тÿлевсĕр эмел/ - 716,40, санаторипе курорт пайĕ /тухтăр сĕннипе санатори путевкипе тивĕçтерни/ - 110,83, транспорт пайĕ /хулаçум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿресси тата санаторие кайса килесси/ - 102,89 тенкĕ. Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче федерацин 105 пин çăмăллăхçи пурăнать /вĕсенчен 84 пинĕшĕ - инвалид/. Асăннă ушкăна çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, çарĕç ветеранĕсем, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем, радиаци катастрофине пĕтерме хутшăннисем тата граждансен уйрăм категорийĕсем кĕреççĕ.