Пĕлĕт алăкне шыракансем е "Эпир кунта ним çукран пур пулатпăр..."

9 Июл, 2015
Çĕр çаврăнать - çаврăнтăр, кун таврăнать - таврăнтăр.
Эпир тăрса юлмăпăр, малтан мала кайăпăр.
Иван ТЕНЮШЕВ

"Пепке мĕнлерех ÿссе аталанасси ашшĕ-амăшĕнчен килет, ÿссен тĕрĕс çул çине тăрасси - хăйĕнчен", - çапла çырать Иван Тенюшев "Йăпăр-йăпăр шăванка тата кăлтăр-кăлтăр кульăк" çĕнĕ кĕнекинче. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă çак кăларăмăн алçырăвĕ чăвашла çырнă произведенисен 2014 çулхи конкурсĕнче "Вăтам классенче пĕлÿ илекенсем валли хайланă произведени" номинацире çĕнтернĕ. 1000 экземплярпа кун çути курнăскерĕн редакторĕ - В.Г.Кошкин-Кервен, художникĕ - П.Н.Сергеев.

Кĕнеке икĕ пайран тăрать. "Халап та, чăнлăх та" ятлинчи хайлавсене кĕçĕнрех çулхи ачасем валли çырнă. Шăпăрлансем темпе те кăсăкланнăран вĕсен ыйтăвĕсем чăн пурнăçра та путишле пулса тухаççĕ, Иван Тенюшев çырнисенче вара - пушшех те. Çав айванла кăсăкланусенченех калавсен ячĕсем йĕркеленмен-и-ха? "Пĕлĕт алă-кĕ ăçта-ши?", "Хитре тени мĕн тени?", "Пасара хăш çулпа каймалла?" тата ыттисем те. Кĕнекен иккĕмĕш пайне аслăрах çултисем валли хатĕрлени унăн ятĕнчех, "Ансатран - кăткăсси" тенинчех, палăрать. Кунта чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе ăнăçлă усă курни тăван чĕлхен хăйнеевĕрлĕ илемĕпе, унăн чуна çывăх кĕввипе туллин киленме май парать.

Паллă çыравçă евĕрлев сăмахĕсемпе пĕлсе усă курни халапĕсемпе калавĕсене чĕ-рĕлĕх кĕртет: хур чĕпписем унăн - шĕмпĕл-шĕмпĕл, тепĕр çĕрте тата - тăнкăлтăк... Пĕсехине каçăртса çÿрекен кăркка та апатне хăй чĕлхипех ыйтма пĕлет иккен: "Кăльт пар-ха! Кăльт пар-ха..." Асăрхаттарусемпе тата ваттисен сăмахĕсемпе чи меллĕ самантсенче питĕ ăнăçлă усă курать И.Я.Тенюшев. "Тухатмăшпа вăрра Турă çул памасть теççĕ", "Тăрăшсан тем тума та пулать ик-кен" тенисемех мĕне тăраççĕ!

Этемĕн хăйшĕн кăна пурăнмалла маррине те питĕ лайăх ăнлантарса панă Иван Яковлевич "Пăн-пан Çтаппан тата маттур Якур" калавра. "Хамшăн кăна тăрăшни ытла та сахал. Аттепе аннешĕн, тăван кил-çемьепе ялйышшăн вăй хурасчĕ, çĕршыв чысне ÿстересчĕ!" - тет маттур Якур. Ашшĕ ăна çакăншăн ырлать, çурăмĕнчен темччен çупăрлать. Тăван çĕршывран хаклăраххи ним те çуккине вара "Атăлпи кăмăлĕпе мухтавлă" халапа вуласа тепĕр хут ĕненетĕн. Акă унти пысăках мар сыпăк: "Атăл тĕнчен чи лайăх кĕтесĕнче - Раççейре çуралнă. Ăна кунта чăнласах ырă, ăшă. Тĕнчере Раççейрен хăтлăрах вырăн çуках. Вăл вĕри хĕвеллĕ, çутă уйăхлă. Тутлă çăкăр çитерет, сиплĕ шыв ĕçтерет. Вăрманĕнче симĕс çулçă илĕртет, садĕнче сарă чечек хăй патне чĕнет. Вĕçенкайăк юрри пур çĕрте те янăрать. Ăçталла пăхсан та кăмăл çĕкленет, пурăнас та ĕмĕтленес килет. Эпир кунта ним çукран пур пулатпăр..."

Çак кĕнекене кашни чăваш ачине вулаттарасчĕ те... Ачасем вуласшăнах мар-и? Анчах та хамăртанах килмест-и ку? Çакна çирĕплетме Иван Тенюшевăн çĕнĕ кĕнекинчи "Санашкал валли ваканси çук!" шÿтлĕ калав вĕçне илсе кăтартар-ха. "Тĕнчере вăл пĕлмен япала çукки пирки иккĕленес те мар: эрудицийĕ - пĕлÿ анлăшĕ - таçтан курăнса тăрать. Питĕ нумай вулать пулмалла. Çакăн пирки хăй те çирĕплетсех каларĕ.

- Юлашки вăхăтра вара мĕн вуларăр? - хăюсăррăн ыйтрăм унран. Вăл пĕр такăнмасăр хăвăрт хуравлать:

- Пушкинăн "Капитанская бочка" романне...

- "Капитанская дочка" повеçне мар-и? - аптратăп эпĕ. Вăл мана вырăсла асăрхаттарать:

- Не придирайтесь. Сами знаете: иная дочка бывает совсем как бочка.

- Тата мĕн вуларăр? - кăсăкланатăп малалла.

- Гоголĕн "Тарас Бульба" повеçне.

- Аса илтерĕр-ха: мĕнпе вĕçленет вăл?

- Телейпе вĕçленет, телейпе... Паттăр Тарас хитре Бульбăна качча илет!

Тек калаçса тăрас темерĕм: ытла нумай пĕлекен пуласран шиклентĕм".

Нумай пĕлекен пуласран ан шикленсемĕр, кĕнеке вулама ан пăрахсамăр. Тăван чĕлхепе тухнă вĕр çĕнĕ кĕнекене ачăрсемпе пĕрле ларса вулассинчен савăкрах самант çуккине хăвăр туйса илсемĕр.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: