Тĕнче шайĕнчи конференци ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ

9 Июн, 2015

Раççей коопераци университечĕн /филиалĕнче/ Шупашкарти коопераци институтĕнче июнĕн 4-5-мĕшĕсенче В.Н.Кудрявцев академика асăнса «Раççейри саккун кăларас ĕçри çитменлĕхсем» ятпа Пĕтĕм тĕнчери VIII наука-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата Беларуçри, Казахстанпа Узбекистанри наука-педагогика ĕçченĕсемпе аспирантсем, магистрантсемпе студентсем, çавăн пекех патшалăх влаçĕн органĕсен, бизнес сферин представителĕсем хутшăнчĕç.

Конференцин тĕп тĕллевĕ - Раççей патшалăхĕпе правине аталантарас ыйтусене сÿтсе явасси, хальхи саккунсене лайăхлатас тата вĕсен çитменлĕхĕсене тĕпчес ĕçре пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, ăслăлăх çитĕнĕвĕсене тĕрĕслесе çирĕплетесси.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие уçнă май Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, истори наукисен докторĕ, профессор Валерий Андреев çакнашкал конференци аслă шкулта иккĕмĕш хут иртнине пĕлтерчĕ. «Шупашкарти коопераци институтĕнче «Юр-ВАК» Издательство çурчĕпе пĕрле паллă академика Владимир Николаевич Кудрявцева асăнса наука-практика конференцийĕ йĕркелесси йăлана кĕнине палăртма кăмăллă. Пĕрремĕш хут конференци кунта 2010 çулта иртрĕ, вăл питĕ курăмлă та ăнăçлă пулчĕ. Унăн ĕç кăтартăвĕсем тăрăх рецензилекен журналсенче статьясем пичетленчĕç, конференци материалĕсен пуххине кăлартăмăр, Раççейри тата чикĕ леш енчи ертсе пыракан наука центрĕсемпе ăслăлăх çыхăнăвĕсем лайăхланчĕç», - терĕ Валерий Витальевич. Вăл кăçалхи конференци программине 147 авторăн 122 докладне кĕртнине пĕлтерчĕ, вĕсем - Мускав, Чулхула, Пермь, Саранск, Саратов тата ытти хулари ертсе пыракан юридици ăслăлăх шкулĕсен представителĕсем. Ректор Владимир Кудрявцевăн - ученăйăн тата патшалăх деятелĕн - ĕçĕсене тĕнчипех лайăх пĕлнине аса илтерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сăмах май, вăл хăй вăхăтĕнче Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă, çак конференцие преподавательсемшĕн те, студентсемшĕн те историллĕ паллă пулăм тесе хакларĕ. «Пĕтĕм тĕнчери наука-практика конференцийĕ коопераци институчĕн историне те, Чăваш Республикин историне те ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлать. Юристсемпе правоведсен хушшинче тавлашусем яланах пулнă: патша вăхăтĕнче те, совет тапхăрĕнче те, хальхи Раççейре те. Пурнăç питĕ хăвăрт улшăнать, саккун кăларакансем право нормисене - вĕсем чăн практикăри улшăнусемпе килĕшсе тăмалла - çĕнетсе ĕлкĕреймеççĕ. Совет Союзĕ аркансан Раççей Федерацийĕн саккун кăларас ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме тиврĕ. Паян Раççей - пасар экономикиллĕ право патшалăхĕ, пĕтĕм регион хăйсен саккунĕсене, норма-право докуменчĕсене федераци саккунĕсемпе шайлаштарнă. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Паянхи конференци ăнăçлă сĕнÿсем хатĕрлеме пулăшасса, вĕсемпе саккун нормисене тÿрлетес тĕллевпе практикăра усă курма май килессе шанатăп», - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ хăй ученăйсемпе калаçнине пĕлтерчĕ. «Кунта «Пуласлăха хăвăн аллуна ил», - тесе çырнине асăрхарăм, ăна чи малтан çамрăксен шута илмелле. Çак аслă шкулта тата ытти учрежденире вĕренекен студентсен халĕ чи лайăх тапхăр. Эсир пĕлÿ илнипе пĕрлех тĕрлĕ площадкăна, канашлăва хутшăнатăр, практика тухса ăсталăхăра ÿстеретĕр. Сирĕн институтра вĕренсе патшалăх тата общество деятелĕсем пулса тăнă, суд, право хуралĕн, прокуратура органĕсенче ĕçлекен çынсен хушамачĕсене чылай асăнма пулать. Çавăнпа ан ÿркенĕр, ытларах тăрăшăр. Пурнăçăр мĕнле йĕрпе чупасси чи малтан хăвăртан килет. Коопераци институтĕнче йăлтах тĕрĕс йĕркеленĕ», - терĕ Михаил Васильевич.

«Юр-ВАК» Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ, тĕп редакторĕ Владимир Чистяков профессор Владимир Кудрявцев академик ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Вăл наука-практика конференцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Раççей Наукăсен Академийĕн Президенчĕ ячĕпе В.Н.Кудрявцев ячĕллĕ медаль çирĕплетмешкĕн ыйтса çыру хатĕрлессе пĕлтерчĕ.

Конференцие хутшăнакансене ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи Анатолий Ухтияров та саламларĕ, вĕсене тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Чăваш Енри 12 вĕренÿ учрежденийĕнче юристсене хатĕрленине пĕлтерчĕ, ку енĕпе чи лайăххи Шупашкарти коопераци институчĕ терĕ. Чăн та, çак аслă шкулти преподавательсен 73% наука степенĕ пур.

Пленарлă ларура РФ ШĔМĕн Мускав университечĕн профессорĕ Виктор Григорьев, РФ ШĔМĕн Чулхулари академийĕн профессорĕ, РФ наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РФ тава тивĕçлĕ юрисчĕ Александр Кузнецов, О.Е.Кутафин ячĕллĕ Мускав патшалăх юридици университечĕн профессорĕ Любовь Андреева, Шупашкарти коопераци институчĕн кафедра ертÿçи, профессор Михаил Кириллов, РФ Ют çĕршывсен ĕçĕсен министерствин Мускав патшалăх университечĕн профессорĕ Галина Петрова /пурте юридици наукисен докторĕсем/, РФ генеральнăй прокуратурин НИИ Академийĕн пай заведующийĕ, юридици наукисен кандидачĕ Елена Карабанова саккун кăларас ĕçе лайăхлатассипе тата çак тытăмри çитменлĕхсене пĕтерессипе çыхăннă докладсем турĕç. Вĕсем наука-практика конференцине Чăваш Ен Пуçлăхĕ хутшăнни ку форумăн ят-сумне питех те ÿстернине палăртрĕç.

Çакăн хыççăн секцисен ларăвĕсем иртрĕç. 6 секци ĕçне хутшăнакансем патшалăхпа право историйĕпе теорийĕн çивĕч ыйтăвĕсене, правăн тĕрлĕ отраслĕнчи - конституци, муниципалитет, граждан, çемье, уголовлă, финанс, çавăн пекех прокурор надзорĕн сферинчи, суд тата право хÿтĕлевĕн ĕç-хĕлĕнчи çитменлĕхсене сÿтсе яврĕç. Докладсен тематики тĕрлĕ енлĕ пулчĕ, наука çĕнĕлĕхĕпе палăрса тăчĕ. Институт ректорĕ Валерий Андреев çак конференци студентсене çĕршыври ертсе пыракан аслă шкулсенчи ученăйсем тухса калаçнине итлемелли лайăх мел пулнине палăртрĕ.

Форум хыççăн унăн ĕçне хутшăннисем институт ректорĕпе Валерий Андреевпа пĕрле СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн Шуршăлти мемориал комплексне çитсе курнă, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн бюсчĕ умне чечексем хунă.

 

Рубрика: