Пайтаçăсене мĕн кулянтарать?

17 Апр, 2015

ЧР предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов иртнĕ эрнекун Шупашкарти пайтаçăсене республикăн бизнес-инкубаторĕнче пухрĕ.

- Пĕлтĕр ман ятпа усламçăсенчен 199 çыру килчĕ, - терĕ вăл. - Вĕсен 56,7% предпринимательсене майлă татса панă. Çырусен çурри ытла çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсемпе, 15% пайтаçăсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнипе, 6% хырçă-марçă йĕркипе çыхăннă. Налук органĕсем пĕлтернĕ тăрăх - куланайçăсем çулталăкра усламçăсен 3% çеç тĕрĕслеççĕ. Çапах та вĕсен ĕç-хĕлĕ, тĕрĕслев пахалăхĕ тĕлĕшпе ыйту нумай.

Уполномоченнăй предпринимательсене тĕревлес тĕлĕшпе нумай вăй хунине кашни хулапа районтах пĕлеççĕ. Чылайăшĕн саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлесе хăварать вăл. Арбитраж сучĕн ларăвне час-часах хутшăнса пайтаçăсем майлă сăмах калать. Патшалăхпа муниципалитет влаçне усламçăсемпе тĕл пулма май туса парать. Иртнинче вĕсен вун-вун ыйтăвне тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хуравларĕ. Виçĕ сехете тăсăлчĕ хĕрÿ калаçу. "Шупашкар Электроникипе Автоматики" общество директорĕн заместителĕ Наталья Кузина предприятипе юнашар çĕр лаптăкне харпăрлăха илессипе, "Викинг-Люксор" общество директорĕ Наталья Яранцева кинотеатр çурчĕ вырнаçнă лаптăкпа, Владимир Бахматов предприниматель Шупашкар влаçĕ Гагарин урамĕнчи реклама хатĕрне сÿтме хушнипе, "Союз-4", "Фидес" обществăсен ертÿçисем Анастасия Зубковăпа Денис Суринов, ытти бизнесмен харпăр хăй умĕнчи чăрмавпа çыхăннă ыйтусен хуравне шырарĕç. А.Ладыков "хула администрацийĕ хальхи вăхăтра пайтаçăсемпе "уçă" хутшăнусем йĕркелет, вĕсем муниципалитет кăларакан йышăнусемпе кирек хăçан та паллашаççĕ, çĕр тата пурлăх уйăрассине лайăх пĕлсе тăраççĕ" терĕ. Малалла вулас...

Рубрика: 
Теги: