Конкурсы

«Хыпар» издательство çурчĕн «Эпĕ — паллă вырăнта» фотоконкурсĕ

«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ çамрăксем сăн ÿкерĕнме кăмăлланине шута илсе «Эпĕ — паллă вырăнта» çĕнĕ фотоконкурс пуçарчĕç.

Сăвă çыратпăр, сăвă вулатпăр

«Хыпар» Издательство çурчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Çут çанталăк — хавхалану çăл куçĕ» темăпа сăвă вулакансен тата «Спортра — сывлăх» темăпа хăйсем хайланă сăвăсен конкурсĕсене ирттереççĕ.

"СИМĔС ТАВРАЛĂХ" ("Природа вокруг меня")

"Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттерет. Унта 2-11-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнма пултараççĕ. Кашни ачан пĕрер ĕç сĕнме юрать.

«Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕ «Хурçă ут – хăватлăн ут!» викторина ирттерет

«Трактор» текен техника хатĕрне шухăшласа кăларни пĕтĕм Çĕр чăмăрĕшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланнине халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмĕнче, çав шутра литературăра та, çак ятпа тăтăш усă курма тытăнни те çирĕплетет. Паянхи «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕ те иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «Трактăр» ятпа тухма тытăннă. Кĕçех пĕтĕм тĕнче пĕрремĕш трактора ăсталанăранпа 250 çул çитнине паллă тăвĕ. Çак ырă ĕç 1769 çулта Франци инженерĕ Николя Кюньо тăрăшнипе пулса иртнĕ-мĕн.

«Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» ача-пăча пултарулăхĕн конкурсĕ

ЧНК вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» издательство çурчĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне пуçарнă.

ВИКТОРИНА: Тăван культура историйĕн управçи

«Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнĕ май

Хаçат тусĕсене мухтавлă çыннăмăр çинчен ытларах пĕлтерес тĕллевпе викторина ирттерес терĕмĕр.

Страницы