ФОТОКОНКУРС: Çут çанталăка юратса упрар
«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Симĕс тавралăх» фотоконкурс ирттерет. Унăн тĕллевĕ ачасен пултарулăхне аталантарассипе, информаци технологийĕсемпе усă курса сăн ÿкерчĕксем тума хăнăхтарассипе, ырă шухăшсене палăртма, çут çанталăка, этемлĕхе юратма вĕрентессипе çыхăннă.
Конкурса 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.
Кашни шкул ачин 1 сăн ÿкерчĕк тăратма юрать.
Ăмăрту акан 20-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен тăсăлĕ.
Конкурса хутшăнакансен хăйсен ĕçне /20х30 форматпа /А4/ «Тантăш» хаçат редакцине илсе çитермелле е почтăпа конвертпа ярса памалла /428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, «Тантăш» хаçат редакцийĕ/.
— Сăн ÿкерчĕксен пахалăхĕ уçăмлă пулмалла;
— Конкурс темипе çыхăнмалла;
— Хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăмалла;
Авторăн хăйĕн ĕçĕнче хушаматне, ятне, ашшĕ ятне /туллин/, хула е районне, шкулне, класне, ÿсĕмне палăртмалла, сăн ÿкерчĕк ятне çырмалла. Ăна 3х7 см хут çине Times New Roman Chuv шрифтпа 18-мĕш кегльпе пичетлесе ĕç çумне çыпăçтармалла.
Ĕçсене редакцие илсе çитернĕ чухне авторсен ача-пăча кăларăмĕсенчен / «Тантăш», «Тетте», «Самант»/ хăшне те пулин çырăннине ĕнентерекен квитанци копине пĕрле тăратмалла.
Пур ĕçшĕн те «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра лайк лартса сасăлама май пур.
Чи лайăх сăн ÿкерчĕксем куçса çÿрекен куравра вырăн тупĕç.
Интернетран илнĕ сăн ÿкерчĕксене йышăнмастпăр.
Конкурс пĕтĕмлетĕвне, çĕнтерÿçĕсене ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн официаллă сайтĕнче тата «Контактра» соцсетьре «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра палăртăпăр. Çĕнтерÿçĕсене «Хыпар» издательство çурчĕн акт залĕнче çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче çамрăк журналистсен слетĕнче чыслăпăр. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8-961-345-65-53.
РЕДАКЦИ.