Комментировать

Сăвă çыратпăр, сăвă вулатпăр

«Хыпар» Издательство çурчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Çут çанталăк — хавхалану çăл куçĕ» темăпа сăвă вулакансен тата «Спортра — сывлăх» темăпа хăйсем хайланă сăвăсен конкурсĕсене ирттереççĕ.

Вĕсен тĕллевĕ ачасен çырас ăсталăхне, пултарулăх ĕçне калăплассине аталантарассипе, сăвва пăхмасăр вĕренессин ыйтăвĕсене ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене явăçтарассипе, çут çанталăка юратма, упрама, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарссипе çыхăннă.

Конкурссене 2-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. «Çут çанталăк —хавхалану çăл куçĕ» конкурс куçăн мар майпа чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 9-мĕшĕччен иртет. Хутшăнакансен кашни номинацире пĕрер сăвăран ытла вулама юрамасть.

Конкурс номинацийĕсем:

1. Хăйсем çырнă сăвăсем.

2. Паллă поэтсен сăввисем.

— 2-5-мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче;

— 6-8-мĕшсен хушшинче;

— 9-11-мĕш классен ачисен хушшинче.

Конкурса хутшăнма раштавăн 9-мĕшĕччен ĕçсене редакцин электрон почтине çак адреспа /tantas@list.ru/ пĕр папкăпа ямалла:

— ача кирлĕ темăпа сăвă вуланă видео;

— анкета-ыйту /ăна пирĕн сайтра тупма пулать/;

— «Тантăш» хаçата, «Тетте» е «Самант» журналсене çырăннине ĕнентерекен квитанцисен пĕр копине.

Электрон почтăна яма май килмесен флешкартăпа ача-пăча редакцине илсе килме юрать. Адресĕ: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 7-мĕш хут.

«Çут çанталăк — хавхалану çăл куçĕ» ĕçĕн йĕрки:

— Суйланă хайлав конкурс темипе çыхăнмалла;

— сăвă чăвашла кăна пулмалла;

— интонаци, дикци, чĕлхе илемĕ пулмалла;

— мимика, хускану усă курма юрать;

— конкурса хутшăнаканăн хăйĕнпе паллаштарма пĕлмелле.

Конкурс жюрийĕсĕр пуçне «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Самант-Тетте» ушкăнра интернет-сасăлав пулĕ.

«Спортра — сывлăх» конкурса хутшăнакансен икĕ сăвăран мала тăратмалла мар. Вăл та чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 9-мĕшĕччен иртет. Пичетленĕ сăвăсене «Тантăш» хаçат редакцине почтăпа /428019, Шупашкар, И.Яковле проспекчĕ, 13 çурт/ е электрон почтăна /tantas@list.ru/ ярса памалла. Хутшăнаканăн «Тантăш» хаçата, «Тетте» е «Самант» журналсене çырăннине ĕнентерекен квитанцисен пĕр копине хайланă сăвăпа пĕрле ямалла.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене 2018 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн официаллă сайтĕнче, «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Самант-Тетте» ушкăнра тата «Тантăш» хаçатра раштавăн 13-мĕшĕнче пичетлеççĕ.

«Спортра — сывлăх» ĕçĕн йĕрки:

— сăвă содержанийĕ темăпа килĕшсе тăмалла;

— шкул ачисен хушшинче спорт сывă пурнăç йĕрки пулнине сăвăра палăртмалла;

— урăх авторсенне е интернетран илме юрамасть;

— ĕçсене тăратнă чухне авторăн ятне, хушаматне, ашшĕн ятне, класа, района, шкула, телефон номерне кăтартмалла.

Ĕçсене «Хыпар» Издательство çурчĕн йĕркелÿ комитечĕн пайташĕсем хаклĕç.

Çĕнтерÿçĕсене раштавăн 14-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн акт залĕнче чыслаççĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисем /1-3-мĕш вырăнсем — ÿсĕмĕсене кура/ «Тантăш» хаçатпа «Хыпар» Издательство çурчĕн хисеп хучĕсене, «Спорттовары» лавккасен парнисене тивĕçĕç. Чи лайăх хайланă сăвăсене «Тантăш» хаçатра пичетлеççĕ. Ыттисем /вырăн йышăнайманнисем/ конкурса хутшăнни çинчен калакан сертификатлă пулĕç.

Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8-961-345-65-53.

РЕДАКЦИ.

*        *       *

ПОЛОЖЕНИЕ о республиканском конкурсе стихотворений собственного сочинения на тему: «Здоровье в спорте»

ПОЛОЖЕНИЕ о республиканском конкурсе чтецов на чувашском языке «Природа – источник вдохновения»

*         *        *

ÇĔНТЕРŸÇĔСЕМ ПАЛЛĂ

«ÇУТ ÇАНТАЛĂК – ХАВХАЛАНУ ÇĂЛ КУÇĔ» темăпа сăвă вулакансен конкурсĕ вĕçленчĕ.

Ачасем, сирĕн ĕçсемпе питĕ хавхаланса паллашрăмăр. Сăвва илемлĕ вулассипе çеç мар, видеосюжетпа та тĕлĕнтертĕр-çке пире эсир! Пултаруллисенчен чи маттуррисене суйлама çăмăлах пулмарĕ. Апла пулин те çак ачасене эпир çĕнтерÿçĕсен йышне кĕртме тивĕçлĕ тесе суйларăмăр.
ПОЭТСЕН СĂВВИСЕНЕ ВУЛАКАНСЕМ:
Гран-при – Денис Орлов /Çĕнĕ Шупашкар, 18-мĕш лицей/
2-5-мĕш классен хушшинче:
1-мĕш вырăн – Ирина Мерзлова /Патăрьел районĕ, Çĕньял шкулĕ/
2-мĕш вырăн – Анастасия Ларшникова /Шупашкар, 41-мĕш шкул/
3-мĕш вырăн – Ксения Щербакова /Шупашкар районĕ, Çĕньял Покровски шкулĕ/
Номинацисем:
«Сăнарлăхшăн» - Иван Филиппов /Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ/
«Палăртуллă вулавшăн» - Елена Карзанова /Шăмăршă районĕ, Кивĕ Чукал шкулĕ/
«Хăйне евĕрлĕ сăвă» - Ярослава Митрошина /Çĕнĕ Шупашкар, 20-мĕш шкул/
«Илĕртÿллĕ вулавшăн» - Валерия Ширтанова /Патăрьел районĕ, Çĕньял шкулĕ/
«Ăста вулавшăн» - Аня Амаюкова /Шупашкар, 41-мĕш шкул/
«Туйăмлă вулавшăн» - Надежда Макарова /Шупашкар районĕ, Кÿкеç лицейĕ/
«Сăвва кăсăклă вуланăшăн» - Егор Иванов /Патăрьел районĕ, Çĕньял шкулĕ/
6-8-мĕш классен хушшинче:
1-мĕш вырăн – Ольга Никитина /Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ/
2-мĕш вырăн – Нина Албутова /Шăмăршă районĕ, Кивĕ Чукал шкулĕ/
3-мĕш вырăн – Анна Курицына /Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ/
9-мĕш класс:
«Сăвва илемлĕ вуланăшăн» номинацире – Анастасия Михайлова /Вăрмар районĕ, Вăрмар шкулĕ/
ХĂЙСЕМ ХАЙЛАНĂ СĂВĂСЕМ:
2-5-мĕш классем:
1-мĕш вырăн – Дарья Михайлова /Шупашкар, 36-мĕш шкул/
6-8-мĕш классем:
1-мĕш вырăн – Диана Мандрюкова /Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ/
2-мĕш вырăн – Дарья Тайрукова /Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ/
9-11-мĕш классем – çук.
Онлайн-сасăлав çĕнтерÿçи – Анастасия Карлинова /Патăрьел районĕ, Çĕньял шкулĕ/.

«СПОРТРА - СЫВЛĂХ» конкурс пĕтĕмлетевĕ 

ЧĂВАШЛА ÇЫРАКАНСЕМ
2-5-мĕш классен хушшинче:
1-мĕш вырăн — Карина Артемьева /Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ/
2-мĕш вырăн — Анастасия Карлинова /Патăрьел районĕ, Çăл Атăк шкулĕ/
3-мĕш вырăн — Любовь Ермошкина /Вăрнар районĕ, Санарпуç шкулĕ/

6-8-мĕш классен хушшинче:
1-мĕш вырăн — Нина Албутова /Шăмăршă районĕ, Кивĕ Чукал шкулĕ/
2-мĕш вырăн — Мария Грачева /Куславкка районĕ, Елчĕк шкулĕ/
3-мĕш вырăн — Ольга Никитина /Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ/

9-11-мĕш классен хушшинче:
1-мĕш вырăн — Елена Федорова /Вăрнар районĕ, 2-мĕш шкул/
2-мĕш вырăн — Елена Кириллова /Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ/
3-мĕш вырăн — Анастасия Лукина /Шупашкар, 24-мĕш шкул/.

ВЫРĂСЛА ÇЫРАКАНСЕМ
2-5-мĕш классен хушшинче:
1-мĕш вырăн — Данила Прохоров /Шупашкар, 62-мĕш шкул/
2-мĕш вырăн — Виктория Немцева /Шупашкар, 6-мĕш шкул/
3-мĕш вырăн — Матвей Карлинов /Патăрьел районĕ, Çăл Атăк шкулĕ/

6-8-мĕш классен хушшинче:
1-мĕш вырăн — Екатерина Чернова /Шупашкар, 38-мĕш шкул/

9-11 классен хушшинче:
1-мĕш вырăн — Карина Данилова /Шупашкар, 24-мĕш шкул/.
Çавăн пекех сăвăра спорт темине анлăн çутатнăшăн Софья Ястребова /Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ/, Кирилл Кириллов /Шăмăршă районĕ, Кивĕ Чукал шкулĕ/, Даниил Йулдашев /Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ/ ятарлă номинацисене тивĕçрĕç.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.