«Пирĕн ял старости» конкурс

Шăпах çак ятпа «Хыпар» хаçат редакцийĕ конкурс ирттерет. Унта кирек хăш ÿсĕмри çынсем те хутшăнма пултараççĕ. 

Сирĕн ялти староста лайăх ĕçлет-и? Яла аталантарас тĕллевпе мĕнлерех ĕçсем тума пултарнă вăл? Çывăх вăхăтра тата мĕн тума ĕмĕтленет? Вырăнти халăха ял старости мĕншĕн килĕшет? Çакăн пирки «Хыпар» хаçат редакцине çырса ярăр. Паллах, пуçаруллă старостăн сăн ÿкерчĕкне пĕрле хума ан манăр.

Çырусене çак адреспа кĕтетпĕр: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13, «Хыпар» хаçат редакцийĕ. Электронлă почтăпа та яма юрать: hypar1@mail.ru. «Пирĕн ял старости» конкурса тесе палăртма ан манăр.

Конкурса хутшăнакансене пурне те — сертификатпа, чи лайăх çыру авторне вара «Хыпар» ИÇ дипломĕпе тата хаçатра статья пичетлемешкĕн сертификатпа чыслăпăр.

*           *         *

ÇĔНТЕРŸÇĔ ПАЛЛĂ

«Хыпар» хаçатра ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе «Ял старости» социаллă пĕлтерĕшлĕ проект кун çути курчĕ. Унта «Пирĕн ял старости» конкурс иртрĕ.

тĕллевпе йĕркелерĕмĕр-ха ăна? Вырăнти халăха ял старости мĕншĕн килĕшет, эсир пурăнакан хутлăха аталантарас тĕллевпе мĕнлерех ĕçсем тăвать тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тенипе. Çак тапхăрта чылай районтан çыру илтĕмĕр, вăл е ку ял-салари пуçаруллă старостăсем пирки вуласа пĕлтĕмĕр. Çавăн пекех вырăна тухса çÿрерĕмĕр, унта пурăнакансем каласа панине итлерĕмĕр. Чăнахах та республикăра Чăваш Еншĕн кăна мар, ытти тăрăхра пурăнакансемшĕн те тĕслĕх пулма пултаракан староста чылай. Акă, сăмахран, Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçри Геннадий Тумановах илер. Ăна ял çыннисем 1995 çултах ял старостине суйланă, çавăнтанпах тÿлевсĕр çак тивĕçе пурнăçлать. Вăл хăй вăхăтĕнче яла газ кĕртес енĕпе ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсас тĕлĕшпе тăрăшнă... Геннадий Тимофеевич 2016 çулта «Чи лайăх староста» кубока тивĕçнĕ.
Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсен старостин Галина Новиковăн ĕçĕсем те мухтава тивĕç. Çĕнĕ Кипеçри шкула хупсан пĕлÿ çурчĕн музейне Галина Ивановна сыхласа-упраса хăварма вăй-хăват çитернĕ. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăка та староста пăхса-тирпейлесе тăрать, ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе нумай тăрăшать, ял кĕтĕвĕ валли кĕтÿçĕ тупассине те йĕркелет. Етĕрне районĕнчи Йўçпан старости çинчен çырса кăтартма çав ялта пурăнакан пĕр ватă ыйтнăччĕ. Çапла майпа çула тухрăмăр, Йўçпана çитрĕмĕр. Павел Терентьев çинчен Килтĕш ял тăрăхĕн эксперт специалисчĕ Арина Сергеева каласа кăтартрĕ. Павел Терентьева хушма çак ĕçе 2006 çулта шанса панă. Тепĕр икĕ çултан Павел Витальевич республикăри чи лайăх староста ятне тивĕçнĕ. Çавăнтанпа вăл ял-йышшăн «Пирĕн Павăл» пулса тăнă.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикассинчи староста Галина Чангайкина çынсене итлеттерме пĕлнипе палăрса тăрать, такамăн кăмăлне те çавăрать, çамрăкпа çамрăк пек, ватăпа — ватăлла. Çавăнпа ăна хисеплеççĕ те. «Çынна вĕрентни кирлĕ мар, тĕслĕх кăтарт çеç», — теççĕ. Галина Чангайкина тăван ял халăхĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
«Ял старости суйланă чухне унăн ырми-канми тăрăшулăхне, тăван яла чунтан юратнине шута илтĕмĕр, — каласа кăтартнă Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ял тăрăхĕн эксперт специалисчĕ Валентина Петрова Иван Арисов пирки. — Кăçал шыв пăрăхне çĕнĕрен хутăмăр. Тĕрĕссипе, тахçанах шыв кĕртнĕччĕ-ха, анчах башня кивелнипе юрăхсăра тухнă. Кăçал юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, староста тăрăшнипе халăхран укçа пуçтарса икĕ башньăна пĕрле сыпăнтартăмăр. Çĕннине лартрăмăр тата. Масар çинче халăхпа тăрăшса пÿрт турăмăр. Çак ĕçсене Иван Арисов хутшăнни пысăк пулăшу пулчĕ».
Ытти староста пирки те ырă сăмахсем илтрĕмĕр. Анчах çĕнтерÿçĕ пĕрре çеç, хальхинче çак ята Тăвай районĕнчи Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов тивĕçрĕ. Вăл Ураскасси ялĕн старости Владимир Никифоров пирки каласа кăтартнă.
«Ураскассинче хальхи вăхăтра 330 çын пурăнать, вĕсем халăх йăли-йĕркине хисеплеççĕ, тытса пыраççĕ. Староста яла хăтлăх тата тирпей-илем кĕртессишĕн нумай тăрăшать. Субботник ирттермелле-и, масар территорине е çăлсене тасатмалла-и, йывăç лартмалла-и — нихăш ĕç те староста хутшăнмасăр иртмест. Унăн пуçарăвĕпех Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн ялта смотр-конкурс йĕркелеççĕ, унта çуртне тултан кам лайăхрах хитрелетнине хаклаççĕ. 2018 çула кĕтсе илме хатĕрленнĕ май Ураскассисем «Чăваш Ен çутисем» конкурса хутшăнчĕç, 1-мĕш вырăн йышăнса ЧР Министрсен Кабинечĕн дипломне тивĕçрĕç, — каласа кăтартнă Александр Гаврилов. — Староста яла кĕнĕ çĕрте ялта пурăнакансен сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ баннер вырнаçтарнă. Вĕсем çак тăрăхри çынсемпе хăнасене йăл кулăпа «кĕтсе илеççĕ тата ăсатса яраççĕ». Владимир Никифорова районта кăна мар, республикăра та пĕлеççĕ. 2017 çулта вăл Чăваш Республикинче чи лайăх староста пулса тăчĕ».
Çапла, пĕтĕмлетÿ тăрăх, «Пирĕн ял старости» конкурса хутшăннă чи лайăх çыру авторĕ — Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов Тăвай районĕ . Вăл «Хыпар» Издательство çурчĕн дипломне тата хаçатра статья пичетленмешкĕн сертификата тивĕçрĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат парăпăр.
«Хыпар» хаçат малашне те ялти старостăсем çинчен, вĕсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусем пирки çырĕ. Унта, хисеплĕ вулакансем, эсир те хутшăнма пултаратăр.

Надежда СМИРНОВА.