Алена АРШИНОВА: “Эпĕ тĕлĕнтермĕшсене ĕненетĕп”
- Алена Игоревна, эсир 40 ытла саккун проектне хатĕрлеме хутшăннă. Вĕсене, чи малтан, паллах, вĕренÿ тытăмĕпе çыхăннисене, комитетра сÿтсе яватăр. Çав хушăра чăнласах та хĕрÿ тавлашусем иртеççĕ-тĕр?
- Пирĕн комитетра 15 çын. Чăн та, хушăран хĕрÿ тавлашусем иртеççĕ, çапах юлашкинчен питех те тĕрĕс йышăнусем пулса тухаççĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм фракци хушшинче - паритет. Паллах, эпир кашни проекта тĕплĕн сÿтсе яватпăр, хăшпĕрне улшăнусем кĕртетпĕр, юлашкинчен вара - консенсус. Вĕренÿ комитетĕнче кашниех хăй хăш фракцире пулнине аса илтересси çук: пурте вĕрентÿ пахалăхлă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Депутатсем тишкерекен ыйтусем çынсене пырса тивеççĕ вĕт. Малалла вулас...