Алена АРШИНОВА: “Эпĕ тĕлĕнтермĕшсене ĕненетĕп”

31 Дек, 2015

"Хыпар" Издательство çуртĕнче РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕпе Алена Аршиновăпа тĕлпулу иртни тата унта калаçу мĕн пирки пыни çинчен вулакансене пĕлтернĕччĕ. Нумайăшĕ Алена Игоревна Думăри чи хитре те илĕртÿллĕ депутатсенчен пĕри пулнине палăртать, çав хушăрах вăл - питĕ ăслă та анлă тавракурăмлă пике. Çакă тĕлпулура та аван сисĕнчĕ.

- Алена Игоревна, эсир 40 ытла саккун проектне хатĕрлеме хутшăннă. Вĕсене, чи малтан, паллах, вĕренÿ тытăмĕпе çыхăннисене, комитетра сÿтсе яватăр. Çав хушăра чăнласах та хĕрÿ тавлашусем иртеççĕ-тĕр?

- Пирĕн комитетра 15 çын. Чăн та, хушăран хĕрÿ тавлашусем иртеççĕ, çапах юлашкинчен питех те тĕрĕс йышăнусем пулса тухаççĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм фракци хушшинче - паритет. Паллах, эпир кашни проекта тĕплĕн сÿтсе яватпăр, хăшпĕрне улшăнусем кĕртетпĕр, юлашкинчен вара - консенсус. Вĕренÿ комитетĕнче кашниех хăй хăш фракцире пулнине аса илтересси çук: пурте вĕрентÿ пахалăхлă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Депутатсем тишкерекен ыйтусем çынсене пырса тивеççĕ вĕт. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.