Архив

январь 30th

30 Янв, 2014

Влаç органĕсен ыйтăвĕсемпе

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров федерацин территори тата Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

30 Янв, 2014

Ӳсĕм пур. Пурнăçламалли те пайтах

Иртнĕ çул Куславккасемшĕн те çăмăл килмен. Пур пĕрех алă усман халăх: чылай отрасльпе сферăри ӳсĕм республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те пысăкрах. Хăш-пĕр енĕпе район лайăххисен шутĕнче те. Анчах вăраха ямасăр татса памалли те сахал мар кунта.

30 Янв, 2014

Тĕллев тÿрре тухнă

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицина каяшĕсене централизациленĕ майпа тирпейлекен участока хута яма хутшăнчĕ. Сăмах май, унашкалли Раççейре халĕччен пулманччĕ-ха.

30 Янв, 2014

Çĕр-çĕр çын тупăшĕ

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри спорт тата оборона-массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ.

Кăшарни хыççăн çанталăк самаях сивĕтрĕ пулин те Вăрнар районĕнче календарлă планпа палăртнă пур мероприятие те вăхăтра тата йĕркеллĕ ирттереççĕ. Çакăн çинчен пире район администрацийĕн социаллă пайĕн ертÿçин çумĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Политов пĕлтерчĕ.

30 Янв, 2014

Ятлă çынна ял савать

«Çĕр çинче çĕр çул пурăнасчĕ», - такмакланă ваттисем. Çĕрпÿ районĕнчи Хурамал Туçа ялĕнчи Перасковья Захарова кĕçех 95 çул тултарать. Турра шĕкĕр, хăйне аванах туять-ха вăл. «Атте, Захар Терентьев 70 çул пурăнчĕ, анне Екатерина Афанасьева утмăла çитсен вилчĕ. Эпĕ вĕсенчен ирттертĕм.

30 Янв, 2014

Абхазин кĕрхи сăнĕсем

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Анатолий Даниловăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Кунта юмахри пек: çутă сăрăсем, илемлĕ сăнсем чуна тыткăнлаççĕ. Кашни картина - хăйне уйрăм тĕнче.

30 Янв, 2014

Шурă Олимпиада - тăхăр вуннăра

3. Ырă ята тивĕçлисем

Сумлă юбилей çулне çитнĕ хĕллехи Олимп вăййисен историне малалла тишкерĕпĕр. Кашнин ăмăртăвăн хăйĕн уйрăмлăхĕ, палли пур. Илер-ха, сăмахран, 20 çул каярах Норвегири Лиллехаммерта иртнĕ XVII Олимпиадăна. Мĕнпе палăрнă-ха вăл? Чи малтан - командăсемпе олимпиецсен йышĕпе. Çĕр-шывсен хисепĕ 67 çитнĕ, спортсменсен йышĕ - 1923! Аса илтеретпĕр: 1924 çулхи пĕрремĕш Олимпиадăна 16 çĕр-шыври 258 спортсмен кăна хутшăннă.

январь 29th

29 Янв, 2014

Выльăх усраканăн тути çуллă

Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕпе Ирина Горшковăпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пĕлтĕр мĕнле аталанни çинчен калаçатпăр. Çулталăк вĕçленнĕ, пĕтĕмлетÿ тума вăхăт-çке. Итлетĕп те тĕлĕнетĕп: ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕсем ÿснĕ, темиçе инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ... Пурте аван. "Уксахлакан хуçалăхсем çук-им районта?" – тĕпчетĕп эпĕ. Кăсăкланма сăлтав пур: ара, хальччен хам ĕçлесе пурăннă тăрăхра чипер, йĕркеллĕ хуçалăхсен шучĕ иккĕ-виççĕрен иртместчĕ, ыттисем аран кăна "сывлатчĕç". "Экономика тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем пур-ха.

29 Янв, 2014

АХ, АНЧАХ...

Хыт кукар ертÿçĕ

Хăш-пĕр ертÿçĕ çынсене тÿлевсĕр ĕçлеттерсе тупăш илесшĕн.

Тăвай районĕнчи «Сельхозхими» пĕрлешÿ директорĕ Решит Галимзянов укçи пур çĕртех 14 ĕçчене икĕ уйăх пĕр пус та тÿлемен. Парăм 250 пин тенке çитнĕ. Унсăр пуçне ертÿçĕ пурлăх сутса тунă тупăша хăйĕн кĕсйине чикме те вăтанман.

Судра вăл хăйĕн айăпне йышăннă. Çапах та чавса çывăх пулсан та çыртаймăн халĕ. Пуçлăха условлă майпа 4 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, 110 пин тенкĕлĕх штрафланă.

 

Полицие хирĕç тăнă

Страницы