Шурă Олимпиада - тăхăр вуннăра

30 Янв, 2014

3. Ырă ята тивĕçлисем

Сумлă юбилей çулне çитнĕ хĕллехи Олимп вăййисен историне малалла тишкерĕпĕр. Кашнин ăмăртăвăн хăйĕн уйрăмлăхĕ, палли пур. Илер-ха, сăмахран, 20 çул каярах Норвегири Лиллехаммерта иртнĕ XVII Олимпиадăна. Мĕнпе палăрнă-ха вăл? Чи малтан - командăсемпе олимпиецсен йышĕпе. Çĕр-шывсен хисепĕ 67 çитнĕ, спортсменсен йышĕ - 1923! Аса илтеретпĕр: 1924 çулхи пĕрремĕш Олимпиадăна 16 çĕр-шыври 258 спортсмен кăна хутшăннă.

Олимпиада протоколĕсенче спортсмен хăш çĕр-шыв командинчен пулнине палăртаççĕ. Шел, 1994 çулхи протоколсенче СССР çук. Мĕншĕн? Совет Союзĕ арканнăран. Республикăсем уйрăм çĕр-шывсем пулса тăнă, Олимпиадăна та хăйсен командисене тăратнă. Биатлон чемпионĕсем Сергей Тарасов, Сергей Чепиков тата Анфиса Резцова, йĕлтĕрпе чупса виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Любовь Егорова, фигуристсен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ Екатерина Гордеевăпа Сергей Гриньков, чи хăюллă та ăста хоккеистсем Раççей чысне хÿтĕленĕ. Лиллехаммерта Раççей иккĕмĕш вырăн йышăннă, мала тухнă Норвегие 4 очко кăна çитеймен.

1992 çулччен çуллахи тата хĕллехи Олимп вăййисем пĕр килнĕ. Тепĕр икĕ çултан вĕсене уйăрас тенĕ, çавăнпа 1994 çулхи Шурă Олимпиадăна маларах ирттерĕ. Çав çул çуллахи вăйăсем пулман. Часах йĕрке çирĕпленнĕ, халĕ тăватă çулта пĕрре старта тухаççĕ.

1998 çулта олимпиецсен иккĕмĕш хут Японире ăмăртма тивет. Нагано хулинче 72 çĕр-шывăн 2338 атлечĕ спортăн 14 енĕпе тупăшать. Германипе Норвеги командисенчен каярах юлса Раççей чысне хÿтĕлекенсем виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Чемпионсем - вун пĕрĕн. Чи пултарулли - Лариса Лазутина йĕлтĕрçĕ. Виçĕ ылтăн, кĕмĕлпе бронза «хуçине» тăван çĕр-шыва таврăнсанах «Раççей Федерацийĕн Геройĕ» ят параççĕ. Наганори чемпионсен хушшинче Ольга Данилова, Юлия Чепалова, Елена Вяльбе, Нина Гаврылюк йĕлтĕрçĕсем, Илья Кулик, Оксана Грищукпа Евгений Платов фигуристсем те пур.

Сисмесĕрех XXI ĕмĕре те кĕтĕмĕр. Эппин, 2002 çулхи Олимпиадăра пулса курар. АПШн Солт-Лейк-Сити хулинче ирттернĕрен унта ытларах американсем пулнă - 211 спортсмен. Раççей Олимпиадăна 161 спортсмен янă. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри - хĕрарăмсен хоккей турнирĕ. Ăмăртура Канада команди çĕнтернĕ, Раççей хоккеисткисем пиллĕкмĕш, арçынсем - виççĕмĕш. Ытти ăмăртура Ольга Пылева, Галина Куклева, Светлана Ишмуратова, Альбина Ахатова биотлонисткăсем, Михаил Ивановпа Ольга Данилова, Лариса Лазутина йĕлтĕрçĕсем, Алексей Ягудинпа Евгений Плющенко фигуристсем хисеп пьедесталĕ çинче тăрса медальсем илме тивĕçнĕ. Ăнăçупа Виктор Майгуров биатлонист та палăрнă /виççĕмĕш вырăн/, Павел Ростовцев япăх мар ăмăртнă. Биатлонистсен командинче пирĕн ентеш Сергей Башкиров та пулнă. Анчах çамрăкрах чухне Европăри тата тĕнчери чемпионатсенче палăрнă биатлонистăн саппасра ларма тивнĕ.

Тепĕр тăватă çултан Туринти /Итали/ ХХ Олимпиадăра Шупашкарта ăста биатлонистка пулса çитĕннĕ Лилия Ефремова хăйĕн спортри «шăпине» тĕрĕслесе пăхнă. Вăл та Башкиров пекех Г.Салдимиров тренерăн вĕренекенĕ пулнă, пысăк чемпионатсенчен сахал мар наградăпа таврăннă. Теме пула-çке спортра ăнăçусем тунă Башкировпа Ефремова каярахпа тăван хуларан урăх çĕре куçса кайнă. Лилия - Украинăна. Кÿршĕллĕ, пирĕншĕн ютах мар çĕр-шыв чысне хÿтĕлесе вăл Туринта бронза медаль çĕнсе илнĕ. «Пирĕн Лилия Ефремова!» - халĕ те мухтанатпăр эпир Шупашкарти ăмăртусенче пулнă май. Биатлонистсем, йĕлтĕрçĕсем тата ытти спортсменсен хушшинче Олимп тÿпине хăпарма вăй-хал çитерекен çамрăксем пурах ĕнтĕ. Кăçалхи Шурă Олимпиада çывхарса çитнĕ кунсенче вĕсем хăйсене хăюллăрах туйччăр, ума пысăкрах тĕллевсем лартса чемпионсем пек пулма тăрăшчăр. Ырă ята тивĕçлĕ вĕсем, Олимп паттăрĕсем.

Юрий ПЛОТНИКОВ,

спорт журналисчĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.