Хуплашкари чиперккене палларăр-и? Вăл пирĕн ĕçтеш — Ирина Кошкина. Çак статьяна çыртарасшăн марччĕ вăл, мĕншĕн тесен çав тери сăпайлă. «Çамрăксен хаçатĕнче» ун пирки çырса кăтартмашкăн сумлă сăлтав пур — Ирина кăçал ЧР Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксене чыслакан стипендине тивĕçрĕ.
«Качча илекен пур чухне — кай! Эпир общежитири пÿлĕме ытараймасăр ватта юлтăмăр», — хĕр тусĕсем çапла ăс панă манăн аннене. Çак статьяна çырас умĕн вăл каласа пани аса килчĕ темшĕн.