Комментировать

16 Янв, 2020

«Ку таранччен ырă куртăн, халĕ пире пурăнтар!»

«Качча илекен пур чухне — кай! Эпир общежитири пÿлĕме ытараймасăр ватта юлтăмăр», — хĕр тусĕсем çапла ăс панă манăн аннене. Çак статьяна çырас умĕн вăл каласа пани аса килчĕ темшĕн. Хальхи общежитисенче ытармалли темех çук пулин те янтă кĕтес кÿршĕсене вăрçăнтарать.

Упăшкине пропискăна тăратнă

Патăрьел районĕнчи Ишлĕре çуралса ÿснĕ Нина Павлова редакцие Çĕнĕ çул умĕн килчĕ. «Никама та шанмастăп, ăçта кайса тĕрĕслĕх тупмаллине те пĕлместĕп. Кунта килмешкĕн пирĕн ялти пĕлĕшĕм сĕнчĕ. Эсир вĕсем пирки статья çырнăччĕ», — ăнлантарчĕ вăл иртсе ларнă май. Малалла хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа пачĕ.
Нина çамрăк чухне Шупашкара килсе çăкăр заводне тирпейлÿçе вырнаçнă. Кривов урамĕнчи общежитире койка-вырăн панă ăна. 1995 çултанпа паянхи кунччен çавăнта пурăнать вăл. Халĕ 4-мĕш çăкăр заводĕнче пекарьте ĕçлет. Малтанах пÿлĕмре 3 хĕр пурăннă. Ун чухне вĕсем нихăшĕ те качча кайман, ача çуратман. «Ыттисем çемье çавăрса тухса кайрĕç. Эпĕ кăна юлтăм. 2004 çулта пирĕн общежити хула администрацине куçнă, пÿлĕме приватизацилеме ирĕк пачĕç. Анчах, эпĕ илтнĕ тăрăх, ун пек туни тĕрĕсех мар. Малтан унта пурăнманнисене пропискăран кăлармалла пулнă. Эпĕ 2000 çултанпа пĕччен пурăнтăм. 2007 çулта пĕрле кун кунланă хĕрсенчен пĕри Светлана Черноярова /хĕр чухнехи Петрова/ каялла таврăнчĕ. Унпа эпир çăкăр заводĕнче пĕрле ĕçленĕ. Килме килчĕ те, анчах упăшкипе… Ăна вăл мана каламасăрах пирĕн пÿлĕме пропискăна тăратнă. Мĕнле майпа çапла тума пултарнă? Ку саккуна хирĕçле-çке. «Çÿлте» ăна хута кĕрекен пĕлĕшĕсем пур пуль тетĕп. Пуçăмра вырнаçмасть: пĕр пÿлĕмре качча кайман хĕрпе çемьеллĕ мăшăрăн мĕнле пурăнмалла? Вĕсен ача пуррине эпĕ малтан пĕлмен, вĕсем хĕрпе каччă пекчĕ. «Эсĕ ку таранччен пурăнтăн, халĕ тухса кай, пире пурăнтар», — хăваларĕç мана. Света упăшкине юриех манпа пĕрле хăваратчĕ. Пирĕн килте арçынсем пулман. 7 ачана пире анне пĕччен пăхса ÿстернĕ. Эпĕ 4-ра чухне атте вилнĕ. 18 тăваткал метра арçынпа пайлама тивни маншăн ăнланма çук хăрушă пулăмччĕ. Кунта пурăннă вăхăтра арçын ниçта та ĕçлемерĕ. Сменăран килнĕ хыççăн унпа кун ирттерес мар тесе кÿршĕсем патне тухса каяттăм, тăвансем патне çÿреттĕм, çывăрма кăна таврăнаттăм.
Светăн упăшкине пропискăран кăларасси пирки эпĕ хулари Мускав районĕн администрацине кайрăм. Мана ку ыйтăва суд урлă кăна татса пама пулать терĕç. «Пропискăна судсăр-мĕнсĕрех тăратнă-çке. Мĕнле апла?» — тĕлĕнтĕм эпĕ. Пуçлăх пуçне çĕклемерĕ, ман çине пăхмарĕ, калаçмарĕ. Пÿлĕмрен пÿлĕме çÿресе пуçлăхăн заместителĕ патне кĕтĕм. Документсене тĕрĕслесен Чернояровсен 2003 çулта çуралнă ача та пуррине пĕлтĕм. Ăна ялта кукамăшĕ пăхнă. Заместитель пулăшнипе 1 кун хушшинче арçынна пропискăран кăларчĕç. Тухса кайнă чухне вăл мана хĕнесе хăварчĕ. Кун пекки пĕрре мар пулнă. Такам вĕсене: «Хĕнĕр-хĕнĕр, тухса кайтăр!» — тесе юри хĕтĕртнĕ пуль. Полицие кайса заявлени çыртăм, судпа медицина экспертизи витĕр тухрăм. Пуç мими чĕтренни палăрчĕ. Тепĕр хутĕнче тапнăран пĕçĕсем йăлт кăн-кăвакчĕ. Анчах вĕçне-хĕрне çитесси пулмарĕ. Пĕррехинче Света 4 çулти ачине килте хăварса ĕçе тухса кайрĕ. «Манăн яла каймалла. Ывăлу пĕчченех юлать-им?» — тесе ыйтнă хыççăн мĕнле тапрĕ, çапрĕ! Аран тарса ÿкрĕм.
Вăл халĕ те манăн чăтăмлăх пĕтессе, эпĕ тухса каясса кĕтет. Света 2008 çултанпа унта пурăнмасть. «Çамрăк çемье» программăпа субсиди илсе хваттер туяннă вĕсем. Çапах хулари койка-вырăна тытса тăрать. Халĕ Светăн икĕ ача, упăшкинчен уйрăлнă тенине илтрĕм. Пÿлĕме эпир приватизаци туман. Светăпа ниепле те калаçса татăлаймастпăр.
Пуçлăхсем патне пÿлĕмрен пÿлĕме çÿрерĕм. Хула администрацийĕн ЖКХ енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ патне пĕлтĕрхи раштавăн 3-мĕшĕнче кĕмешкĕн çырăнтăм. Унччен маларах ман пата шăнкăравласа эпĕ мĕнле ыйтупа пыма палăртнине ыйтса пĕлчĕç.
— 9 тăваткал метр лаптăкра пурăнатăп, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕпе, — терĕм.
— Эсир пĕрех пĕччен пурăнатăр вĕт-ха, — хуравларĕ телефон тепĕр вĕçĕнчи хĕрарăм сасси.
— Кÿршĕ кирек хăш вăхăтра та пырса кĕме пултарать. Уçă манра кăна мар вĕт-ха. Администрацие йышăнăва памалла мар тесшĕн мар пулĕ те?
— Сахал тупăшлисене кăна çурт- йĕрпе тивĕçтереççĕ.
— Эпĕ сахал тупăшлă мар-им?» — каласа кăтартрĕ Нина.
«Тăхта-ха, эсĕ сахал тупăшлă шутланатăн-им? Шалу пĕчĕк-и? — ыйтрăм Нинăна пÿлсех. «Шалу пысăк-и, пĕчĕк-и — 9 тăваткал метр вырăнта çын пурăнаять-и? Ун пек саккун пур-и вара?» — çине тăчĕ вăл.
«Палăртнă кун сменăран улшăнсах килтĕм, пуçлăхăн заместителĕ патне кĕтĕм. Мана хампа паллаштарма ыйтрĕç, хăйсен ячĕ-шывне каламарĕç. Сăнран кăна вăл кам пулнине пĕлтĕм. Тепĕр иккĕшĕ хăйсемпе паллаштармарĕç те. Пĕр хĕрарăмĕ мана вăрçма тытăнчĕ: «Сире телефонпа каларăм вĕт- ха…» «Апла манăн кунта килме те юрамасть-и? Мĕншĕн манпа ун пек калаçатăр?» — терĕм. Заместитель ман çине пăхмарĕ те. Пĕр ыйтăва та хурав памарĕç. Ĕсĕклесе макăрсах тухса утрăм. Тÿррĕнех ЧР прокуратурине çул тытрăм. Эпĕ йĕнине кура мана йышăнăва çырчĕç. Администрацие тепĕр хут кайса заявление шута илнине çирĕплетсе алă пусса килме каларĕç. Чиновниксем хурава вăхăтра парасса тĕрĕслеме шантарчĕç.
Мана хама уйрăм кĕтес памашкăн Мускав районĕн администрацийĕ пÿлĕмсем çук тесе ăнлантарать. Мĕнле çук пултăр! «Хĕрлĕ кĕтес» 100 тăваткал метр ытла йышăнать, пушах тăрать», — терĕ Нина.
— Санăн пĕртен-пĕр çăлăнăç — качча каймалла! — пĕртте шÿтлемерĕм эпĕ.
— Кăна пĕр çын çеç каламан ĕнтĕ. Çамрăкла каяйманнине халь тин-и? 46-ра ĕнтĕ...

Каялла чакасшăн мар

Администраци икĕ кÿрше судпа уйрăлса тухма сĕннĕ. Тĕрĕссипе, ку та усă паман, мĕншĕн тесен пÿлĕм вĕсен харпăрлăхĕ мар. Суд нихăшне те кăларса яраймасть. Çавăнпа та ку ыйтăва администрацин татса памалла. «Пÿлĕме уйăрасси е иксĕмĕртен пĕрне кăларса ярасси пирки 2017 çулта судлашрăмăр. Çулталăка яхăн пычĕ вăл. Усси çуккине пĕлсе тăрсах ваккат манран 20 пин тенкĕ илчĕ. Хам ун хыççăн çÿрерĕм, шăнкăравларăм. Вăл манпа йĕркеллĕн калаçмарĕ те. «Светăна пÿлĕмĕн çур хакне сĕнсе пăх, тен, тухса кайĕ», — сĕнчĕ ваккат. «Эпĕ нумай ĕçлесе илетĕп тесе шухăшлатăр-и? Сире тÿленĕ укçашăн та манăн уйăх çурă ĕçлемелле», — терĕм.
Светланăн койка-вырăнсăр пуçне те пурăнмалли кĕтес пур. Манăн ниçта каймалли çук. Илме пултарайнă тăк тахçанах тухса кайăттăм.
— Ку ыйтăва мирлĕ майпа татса памалли майсем çук-и вара? — ыйтрăм эпĕ.
— Мана миçе хутчен хĕнерĕç, мĕн кăна тÿсмерĕм? Çакăн хыççăн вĕсемпе лайăх та, япăх та калаçаймастăп. Судра мĕн кăна каламарĕ пуль? Çын çинчен темĕн те суйма пулать иккен. Эпĕ Светăн ачине темĕнле те кÿрентернĕ имĕш. Хальччен пĕр ачана та, çынна та пÿрнепе тĕкĕнсе курман. Мĕнле çапмаллине те пĕлместĕп.
— Миçе çул çапăçса нервăна, сывлăха пĕтерсе пурăнатăн.
— Мĕн тăвас-ха манăн?
— Хваттер тара тытса лăпкă пурăнма шухăшламан-и?
— Ытла кÿренмелле пулса тухать-çке! Мĕн чухлĕ кĕрешрĕм те халĕ каялла чакас-и? Хула администрацине йышăнăва килсен пĕр хĕрарăмпа паллашрăм: «Эсĕ кунта тĕрĕслĕх тупаймастăн. Мускава кай! Ман ыйтăва татса пачĕç», — терĕ. Ăçта каймаллине, мĕнле çырмаллине пулăшма шантарчĕ.
Пÿлĕмре утма вырăн çук. Сĕтел-пукана Света юри çавăн пек лартса тултарчĕ. Пÿлĕмре нихăçан та юсав ирттермен. Чÿрече патне диван лартнăран сăрлама та, çума та пыраймастăп. Хам пата çынна хăнана чĕнейместĕп.
Хĕр чухне пĕр çемьери пек питĕ лайăх пурăннă эпир. Чирлесен укол та тунă, апат та пĕçерсе çитернĕ ăна. 1998 çулта унăн шăллĕ салтакран таврăнчĕ. Чечняра пулнăскер юлташĕсемпе пирĕн пата килчĕ. Манăн ĕçе каймаллаччĕ. Каччăсем пÿлĕмрен кăларса ямарĕç, хистесех эрех ĕçтересшĕнччĕ. Эпĕ хирĕçлерĕм. Светăн шăллĕ мана пăвма пуçларĕ. Юрать-ха, пĕр юлташĕ хута кĕчĕ. Эпĕ сумкăна йăтса каçхи сменăна чупса тухса кайрăм. Çавăн хыççăн тусăмпа хутшăнусем пăсăлчĕç. Хăнисемшĕн унăнах явап тытмалла пуль. Манăн тăвансем Светăна нихăçан та сивĕ сăмах каласа курман. Анчах ун енчен çавăн пек пулмарĕ: упăшки хĕнерĕ, хунямăшĕпе амăшĕ те каламан сăмах хăвармарĕç. Амăшĕ больницăна килсен кунта пурăнчĕ, хĕвел çаврăнăш хуппине урайне сурса ларатчĕ. Пĕр эрне пурăннă хыççăн ыйтрăм: «Эсир нумайлăха килнĕ-и?» Вара тем те пĕр каласа пĕтерчĕ.
Çав пÿлĕме эпĕ хам аран-аран чупа-чупа илтĕм. Светăна вара тăванĕ ман пата вырнаçтарчĕ. Ун чухнех асăрхаттарчĕ çав: «Вăл усал», — терĕ. Света ăçта каймаллине те, хăш пÿлĕме кĕрсе ыйтмаллине те пĕлмен.
Хула администрацийĕнче манран каçару ыйтмарĕç. /Светăн упăшкине пропискăна тăратса саккуна пăснăран эпĕ уншăн мĕн чухлĕ шар куртăм?/ Пĕр чиновник: «Качча каймасăр ача мĕншĕн тумастăн? Вара пулăшăттăмăр», — терĕ. Ыйтуран пăрăнса шÿтлесе ирттерсе яраççĕ. «Эсир мана ача тума пулăшатăр-и?» — терĕм. Вăл ман çине пăхмарĕ те. Урамра ача çуратмалли арçын курмастăп. Пур-и вĕсем?
Эпĕ ĕçлетĕп, çав тери сахал тупăшлă мар. Анчах хваттер илмешкĕн пĕрех укçа пухăнмасть. /Яла каймашкăн çул укçи те мĕн чухлĕ кирлĕ/. Сахал тупăшлă пулас тесе ĕçрен пăрахса килте ларас-и? Ун пеккисем пирĕн общежитире те сахал мар. Пĕри 20 çул ĕçлемест. Черетре тăраканскер ыран-паян хваттер илет. Эпĕ ун пек лараймастăп. Пĕр кун ĕçе каймасан та «дезертир» пек туятăп», — чунне уçрĕ Нина Павлова.
Тĕрĕссипе, кÿршипе пÿлĕме пайласа вăрçăнса пурăнса хăйĕн çамрăклăхне сая янăшăн шеллес килчĕ ăна. Тÿлевсĕр кĕтес кашнине тивĕçмест. Çакна темшĕн ăнланасшăн мар вăл.

«Хулара пурăнас килет»

Патăрьел районĕнчи Туçара пурăнакан Светлана Чернояровăпа та çыхăнтăмăр. «18,4 тăваткал метрлă пÿлĕмре эпир малтан 3-ĕн пурăннă. Ирина, икĕ ачаллăччĕ вăл, тухса кайсан унăн лицевой счетне Нина хуптарчĕ. Сăлтавĕ те пурччĕ: Ирина чылай вăхăт квартплата тÿлемен. Эпĕ качча кайрăм. Анчах упăшкапа лайăх пурăнманран общежитие таврăнмалла пулчĕ. Упăшка ман пата кĕрсе тухса кайнă, çывăрма юлман. Пропискăна ăна эпĕ тăратман. Хăш енчен манăн айăп пур кунта? Ирина кайнă хыççăн хам чупса çÿренипе 6 тăваткал метрне иксĕмĕр çине пайларăмăр. Унсăрăн пире тепĕр çын ярса пама пултаратчĕç. Приватизаци тумашкăн иксĕмĕрĕн килĕшÿ кăна кирлĕ. Эпĕ унта пырса кайкалатăп, квартплата тÿлетĕп, манпа Нина ку ыйтăва хускатман. Йĕркеллĕ калаçсан пÿлĕме харпăрлăха куçарса кайран хамăн пая ăна сутма хирĕç мар эпĕ. Ăна вăл хăй те пĕлет. Анчах «бесплат» илесшĕн, пÿлĕмĕн çур хакне парасшăн мар. Пысăк сумма ыйтман эпĕ унран. 3-ĕн пропискăра тăнă май квартплата та самаях тÿлетĕп. Вăл пÿлĕмре тăрас та килмест. Манăн, ачан япалисем унтах юлнă. Эпĕ нимсĕр тухса кайрăм.
Хулана килес шухăшсем пур, ачана лайăх садике çÿретес, шкула ярас килет. Анчах унчченхи пек вăрçăнса пурăнаймастăп. Аслă ачапа чухне курни те çителĕклĕ пулчĕ. Халĕ вăл ÿсрĕ, Мускавра вĕренет. Кĕçĕн хĕр кăçал шкула каймалла.
Эпĕ анне парнеленĕ çуртра пурăнатăп. Манăн нимĕнле хваттер те çук, ипотека та илмен. «Çамрăк çемье» программăпа эпир нимĕн те туянман. Упăшкапа ăнманран уйрăлтăм. Эрех ĕçетчĕ, наянччĕ. Ялти лавккара ĕçлесе 6 пин тенкĕ шалупа хваттер мĕнле илес? Мускава тухса кайăттăм, ача пĕчĕк. Пÿлĕм пулнă тăк хулара эпир унпа аванах пурăнăттăмăр.
Эпĕ ăна хĕненĕ тени тĕрĕс мар. Хăвăр шухăшласа пăхăр-ха: çав хĕрарăм çынна хĕнеттерет пек туйăнать-и? Пирĕн пата яла çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссирен те килсе кайнăччĕ. Каникулта хулана пырсан эпир Нинăн япалине вăрланă имĕш. Тĕлĕнсе хытса кайрăмăр. Вăл хĕрарăмран темĕн те кĕтсе илме пулать. Аслă суд витĕр те тухрăмăр унпа», — каласа пачĕ Светлана. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Алина ИЗМАН. Нина ПАВЛОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.