Сивĕ сăмах каласа ĕçрен пистермен

16 Янв, 2020

Хуплашкари чиперккене палларăр-и? Вăл пирĕн ĕçтеш — Ирина Кошкина. Çак статьяна çыртарасшăн марччĕ вăл, мĕншĕн тесен çав тери сăпайлă. «Çамрăксен хаçатĕнче» ун пирки çырса кăтартмашкăн сумлă сăлтав пур — Ирина кăçал ЧР Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксене чыслакан стипендине тивĕçрĕ. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль пики ултă çул ытла «Хыпар» Издательство çуртĕнче журналистра ĕçлет. 25 çултискер ÿсĕмне кура мар çивĕч, тарăн шухăшлă статьясем çырас ăсталăхне эсир асăрханă ĕнтĕ. Ăна тÿрĕ те çирĕп кăмăллă, яваплă журналист пек пĕлетпĕр. Анчах кулленхи пурнăçра мĕнле çын-ши вăл Ирина Кошкина?

— Ирина, пĕлетĕп: сана тĕрлĕ професси кăсăклантарнă. Вĕрентекен, тухтăр, историк, юрăç... Халĕ тата акăлчан чĕлхин учителĕ пуласшăн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра иккĕмĕш аслă пĕлÿ илетĕн. Хаçатра ĕçлесси ача чухнехи ĕмĕт пулман-и вара?
— Çук, ытларах вĕрентекен специальноçĕ илĕртетчĕ. Вăл çав тери пархатарлă тесе шухăшланă. Ача чухне шкулла вылянă чухне эпĕ ялан вĕрентекен е директорччĕ. /Кулать/. Пĕрле выляса ÿснĕ тус-юлташ халĕ те çакна аса илсе шÿтлет. Тавра курăма аталантарас, çĕннине пĕлес тĕллевпе хушма пĕлÿ илетĕп. Вĕренни пуласлăха инвестици хывни теççĕ. Ют чĕлхе пĕлни ытлашши мар.
— Журналистика çулĕ çине мĕнле майпа тăтăн?
— Сочинени, калав çырма, кĕнеке вулама кăмăллаттăм. Библиотекăран пĕрре кайса пилĕк кĕнекерен сахал мар йăтса тухаттăм. Чи нумай кĕнеке вулакан ятне тивĕçни те пулнă. Чăваш чĕлхи учителĕ Нина Павлова «Малтанхи утăмсем» пултарулăх кружокне явăçтарчĕ, унта калав-заметка çырма вĕрентĕмĕр. Вĕсем шкул хаçатĕнче кун çути курчĕç. Пĕрремĕш вĕрентекен, ку профессире тăрăшакансен йывăрлăхĕсем пирки шăрçалаттăм. Каярахпа район хаçачĕпе «Авангардпа» çыхăну тытрăм. Паспорт илсен те хавхаланса заметка çыртăм.
— Апла журналистика та кăсăклантарнă сана.
— Унсăрăн мар ĕнтĕ. Калав-заметка хаçатра кун çути курни пысăкран-пысăк савăнăç вĕт. Тус-пĕлĕш: «Хаçатра сан ятна куртăмăр-ха», — тени пушшех хавхалантарнă. Çавах малашне калем ăстисен йышĕнче хама курасси пирки шухăшламан. Професси суйлама вăхăт çитсе пырать ĕнтĕ, эпĕ иккĕлентĕм: медицина е журналистика? Медсестрара вăй хунă анне эпĕ унăн çулĕпе каясса шаннă ахăртнех. Эпĕ вара журналистика факультетне сукмак хыврăм...
— Çĕнĕ тапхăра — студент çулĕсене — куçсан тавра курăм улшăнчĕ-и?
— Çур çул çеç çĕнĕлĕхе хăнăхмашкăн кирлĕ пулчĕ. Маншăн, ялтан тухнăскершĕн, йăлтах ютчĕ. Пĕрле вĕренекенсене сăнаттăм, пурте калама çук пултаруллă туйăнчĕç: пĕри музыка шкулне пĕтернĕ, тепри урăх енĕпе ăста, виççĕмĕшĕсем — колледж хыççăн… Вĕсен професси те пур! Хула ачи нумайччĕ, йышра хама хăтлă туймарăм. Пĕррехинче сочинени çырма хушрĕç. Преподаватель манăнне вуларĕ те: «Лайăх çырнă. Кун пек пулсан эсĕ кĕçех хаçатра ĕçлеме пуçлăн», — терĕ. Вăл каланă пекех пулчĕ. 2-мĕш курсра шăпа мана «Çамрăксен хаçатне» илсе çитерчĕ. Практика унта тухрăм. Ăна юратса вулаттăм, килте яланах çырăнса илеттĕмĕр. Практика вĕçленчĕ, сесси те хыçа юлчĕ, çуллахи каникул пуçланчĕ. Эх, ялта виçĕ уйăх ирттерĕп тесе хавхалантăм, сумкăсене пуçтарса тăван киле вĕçтертĕм. Унта кашни канмалли кун каяттăм, пушă вăхăта çывăх çынсемпе ирттерессишĕн туртăнаттăм. Унччен те пулмарĕ — редакцирен шăнкăрав килчĕ, корреспондентсем отпускра чухне мана «Çамрăксен хаçатĕнче» çур ставкăпа ĕçлеме сĕнчĕç. «Май пур чухне унпа усă курмалла», — терĕ анне. Шухăшларăм, шухăшларăм та шăла çыртса тенĕ пек хулана таврăнтăм.
— Малтанхи ĕç кунĕсем мĕнле иртрĕç?
— Тĕтрери пек. /Кулать/. Пĕрремĕш хушу пачĕç: универсиадăна хутшăннă волонтерсемпе тĕл пулмалла, статья çырмалла. Универсиада маншăн пысăк пулăмччĕ, çавăнпа хастарсемпе хавхаланса курнăçрăм. Пĕчĕккĕн калем ĕçне хăнăхрăм. Кĕркунне «Тантăш» хаçата куçарчĕç. Кăнтăрлаччен вĕренеттĕм, кайран ĕçе васкаттăм. Çур çултан вара каллех «Çамрăксен хаçатĕнче» тăрăшрăм, хальхинче — тулли ставкăпа.
— Çамрăк специалист тесе çирĕп ыйтрĕç-и?
— Вĕренни вăл пĕрре, ĕçе шалтан курни пачах урăх. Шăпах «Çамрăксен хаçатĕнче» журналистикăра пĕрремĕш утăмсем турăм, интереслĕ статьясем çырма хăнăхрăм. Пытармастăп: малтанхи вăхăтра редактор тÿрлетмелли сахал мар тупатчĕ. Хавхалантармалли сăмах та хĕрхенместчĕ, опытлă ĕçтешсем нумай пулăшрĕç. Вăрçман, сивĕ сăмах каласа ĕçрен пистермен.
Кашкăрпа журналист хушшинче пĕр пеклĕх пур — иккĕшне те ури тăрантарать. Пĕр вырăнта ларса статья çыраймăн. Тăтăшах командировкăна кайма тивни, тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçасси — професси хăйне евĕрлĕхĕсем. Вĕсене мĕнле йышăнатăн?
— Ку журналист ĕçĕн лайăх енĕсем мар-и-ха? Пĕр вăхăт министерствăсене пресс-конференцисене çÿресе министрсемпе куçа-куçăн курнăçрăм, ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕр пÿлĕмре ларнă... Кун пирки шухăшлама пултарнă-и эпĕ? Çук паллах! Сумлă çынпа тĕл пулнă самантсем хама пĕлтерĕшлĕ çын пек туйма, специальноçе ытларах хаклама май параççĕ. Чăвашри çеç мар, çĕршывĕпе паллă çынсемпе курнăçрăм. Асăмрах-ха 2014 çул. Ун чухне Канашра иртекен фестивале Раççей поэчĕ Юрий Энтин килсе çитрĕ. Чылай совет мультфильмĕсенче вăл çырнă юрăсене шăрантараççĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă ачасем тĕлпулăва хумханса кĕтрĕç. Паллă çынпа нумайăшĕ, çав шутра эпĕ те, асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Геннадий Гладков композиторпа тĕл пулни те асра. Вăл кĕвĕленĕ юрăсене илтмен çын çук-тăр. «Пластилиновая ворона» мультфильма, «Дог-шоу» телекăларăма пурте пăхнă пулĕ. Турецкий хорĕн ертÿçипе Михаил Турецкипе, «Поле чудес» телекăларăм ертÿçипе Леонид Якубовичпа калаçса ларма май килчĕ! Ĕненес те килмест. Çавнашкал чăнкă, калама çук пултаруллă çынсемпе тĕл пулни вышкайсăр паха, ĕмĕрлĕхех палăрса юлать. Журналистшăн кирек ăçта кĕмешкĕн, кирек кампа калаçмашкăн çул уçă. Ача чухне «Шевле» кăларăма кăмăллаттăм, ăна ертсе пыракан Марина Карягинăна хăçан та пулсан чăн пурнăçра курасси пирки ĕмĕтленме те пултарайман эпĕ. Халĕ республикăри нумай-нумай паллă çынпа курса калаçатăп. Хамăр районтан тухнисем те сахал мар. Тĕслĕхрен, Раиса Сарпи сăвăçпа эпĕ пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Унăн ячĕпе пирĕн шкулта çулсерен сăвă конкурсĕ иртет. Ăна чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Раиса Сарпипе Альбина Юратуна куç хĕррипе курассишĕнех! Халĕ авă Альбина Васильевнăпа кашни эрнерех курнăçатпăр, пĕр лава туртатпăр. Тĕслĕх илмелли çынсем юнашарах.
Паллă çынсем тенĕрен... Эсĕ нумайăшне паллатăн, сцена е телеэкран урлă çеç мар, чăн пурнăçра курнă, илтнĕ. Вĕсен социаллă сетьри страницисене тишкерсех тăратăн. Пĕр хыпар та куçу умĕнчен асăрхаймасăр иртеймĕ. «Çалтăрсен Инстаграмри страници» рубрикăра паллă çынсене «тăрă шыв çине кăларатăн».
— Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук, йăлтах куç умĕнче вĕт. Интернета тав. Унта кĕретĕн çеç, кашни «çăлтăрăн» харпăр пурнăçĕ яр уçă. Пĕри пахчара çĕр улми кăларнă, тепри Таиландра хĕвелпе хĕртĕнет, виççĕмĕшĕн ача çуралнă... Веçех куратăп, йăлтах çыратăп.
Курнине кăна мар, хăвăн шухăшна та вирлĕн çавăрттарса хума пултаратăн эсĕ. Çакăншăн шăл хăйрамаççĕ-и?
— Ку ыйтусене мана туссем те панă. «Çăлтăрсен» çакна тума сăлтав çук. Нимĕн те шухăшласа кăлармастăп, пĕлĕтрен илсе çырмастăп. Тепĕр тесен, «çăлтăрсем» сăн ÿкерчĕксемпе видеосене ахальтен вырнаçтармаççĕ, вĕсене пин-пин çын пăхса хаклать. «Çăлтăрсен Инстаграмри страницине» ертсе пыма пуçланăранпа вăл е ку артистпа кăсăкланакансен йышĕ куç умĕнчех ÿсрĕ темелле. Унччен подписчиксен шучĕ 200 çын пулнă тăк, халĕ — 20000. Артистсен пурнăçĕ маншăн кăна мар, вулакансемшĕн те интереслĕ. Юратнă юрăç е артист мĕнпе сывлать, ăçта канать, каçсерен кампа çăлтăр шутлать — веçех пĕлетпĕр. Рубрикăна псевдонимпа тытса пыратăп та çавна май авторпа паллашас кăмăллисем пулнă.
«Контактра», «Инстаграмра» «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнĕсемпе те ĕçлетĕн. Района командировкăна каятпăр-и е мероприятире кăсăклă самант пулать-и — сăн ÿкерсе ушкăнсене пуянлататăн. Интереслĕ статья шыраса ăçта кăна çитместĕн. Тĕлĕнмелли пайтах пулĕ.
— Командировка — хăй пĕр истори. Хăшĕ-пĕри вăхăт иртсен те пуçран тухмасть. Пĕррехинче Муркаш районне çул тытрăмăр. Эпĕ пĕр ялта юлтăм, ĕçтеш кÿршĕллине вĕçтерчĕ. Кирлĕ çынсемпе курса калаçнă хыççăн ĕçтеше шăнкăравларăм. Вăл пушанма ĕлкĕрменччĕ-ха, кĕтме тиврĕ. Ял вĕçĕнчи транспорт чарăнăвĕнче лартăм. Унччен те пулмасть, пĕр арçын тайкаланса утса пычĕ. Шиклентĕм: ÿсĕрскер мĕнле шухăшпа çÿренине пĕлеймĕн. Пырса тăчĕ. Хыççăнах тепри тупăнчĕ те: «Не бойся. Здесь тебя никто не тронет», — терĕ вырăсла. Ку сăмахсем пушшех хăратрĕç пулин те шÿтлесе ирттерсе ятăм. Малтан çитсе тăнă арçын пăрăнса утрĕ, тепри юлчĕ. Нумай шухăшламасăр кÿршĕ яла ĕçтеш патне утрăм. Тепĕр чухне пĕчченшерĕн çÿреме тивет журналистăн, асăрханмалла. Тĕрлĕ çын пулать. Çĕрпÿ районĕнчи пĕчĕк яла вара ĕçтешсемпе пĕрле пырса кĕнĕччĕ. Кермен пек пысăк çурт хуçине шыраса хапхаран кĕтĕмĕр çеç, чупса та тухрĕ: «Эсир ма ку алăкран кĕтĕр?! Вилĕм илсе килтĕр!» — тесе тĕлĕнтерчĕ. Мĕн-мĕн те, кун пеккине кĕтменччĕ. Хĕвел ансан тепĕр алăкран кĕмелле имĕш. Хăй пĕр тумлам эрех ĕçменнине, пахча çимĕçпе çеç тăранса пурăннине ĕнентерчĕ. Тем те пĕр каласа хăртрĕ. Эпир журналистсем пулнине пĕлсен 5 пин тенкĕ тÿлесен çеç интервью парăп терĕ. Çавах чарăнми пакăлтатрĕ. Черетлĕ командировкăра темиçе киллĕ яла çитрĕмĕр. Унта икĕ арçын çеç хĕл каçма юлать, вĕсем те пулин пĕр-пĕринпе çăвар уçса калаçмаççĕ. Кÿршĕллĕ пурăнаççĕ тата. «Ку ялта мĕнле пурăнатăр?» — тесе ыйтрăмăр пĕринчен. «Без комментариев», — вырăсла шаплаттарса хучĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.