Унăн юррисене радиора иртекен хит-парадсенче пĕрре мар илтнĕ, вĕсемпе социаллă сетьсенче те паллашнă. Кăçал Шупашкарта иртнĕ «Кĕмĕл сасă» фестивальте Вера Кожеманова Тутарстанран пулнине пĕлтĕм. Ун чухне чăваш халăх юррине шăрантараканскер çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ.
Павел Никитинăн пурнăçĕ икке пайланнă: унччен телейлĕ мăшăр тата ашшĕ пулнăскер паян — асамлă майпа сывă юлма пултарнă кÿмепе çÿрекен çамрăк. Унăн пурăнас, ĕçлес, çынсене пулăшас туртăмĕ тĕлĕнмелле вăйлă. Хăй тĕллĕн хускалайманни те яшшăн тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн чăрмав мар.