Архив - Окт 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

октября 19th

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» йĕркелекен турнира Раççейри чылай регионтан килеççĕ. Самара хулинче пурăнакан Джанитăпа Олег Щербинсем çак ăмăртăва пĕрре те сиктермеççĕ. Вĕсем шăпах «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнирта паллашнă та çемье çавăрнă.

27-ри Евгений Кудряшов 6 ачаллă, хăйĕнчен 8 çул аслă Екатерина Ивановăпа пурнăçне çыхăнтарма хăраман. Кăçал мăшăрăн ывăл çуралнă.

Тарăнвар

октября 12th

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн 3-мĕш курс студентки Мария Игумнова малтан амăшĕпе тата кукамăшĕпе Шупашкарта пурăннă. Вăл тăхăр çулта чухне ĕçкĕçсем çывăх çыннине çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ.

«Алло! Ырă кун пултăр! Эпĕ сире тав тăвасшăн. Эсир хаçатра çырни пире питĕ пулăшрĕ. Çурта туртса илмерĕç, укçа тÿлеттермерĕç», — пĕр кунхине çакăн пек шăнкăрав йышăнтăм. Канаш районĕнчи Çеçпĕл ял тăрăхне кĕрекен Матьшÿ ялĕнчи Алевтина Макарова пулчĕ ку.

Вăрнар районĕнчи Калинино салинче çуралса ÿснĕ Ирина Львова мĕн пĕчĕкренех Африкăна кайса курма ĕмĕтленнĕ. Хĕрачана унта пурăнакан çынсен ÿт тĕсĕ хăйне евĕр пулни тĕлĕнтернĕ. Хура ÿтлĕ çынсем хĕвел пĕçертсе пăхакан çĕршывра мĕнле пурăнаççĕ-ха? Иринăна çак ыйту кăсăклантарнă.

октября 5th

Утмăл çула çывхаракан Валентина Иванова 18-ти хĕрĕ ача кĕтнине пĕлсен питĕ савăннă. Вăл кукамай пулĕ-çке! Çав пĕлтерĕшлĕ кун çитессе чăтăмсăррăн кĕтекенскер хĕрача çут тĕнчене килсен чунран хĕпĕртенĕ.

Вăт ку спортсмен тăк спортсмен! Пĕр талăк чупнă вĕт! Канаш хулинче çуралса ÿснĕ Василий Дюкин Череповец хулинче иртнĕ ăмăртура палăрнă.

Спортсменсем 1, 3, 6 тата 12 сехет чупнă. Хăшĕ-пĕри 100 метра парăнтарнă. Чи чăтăмлисем вара пĕр талăк чупнă. Шăпах çак тупăшура Василий Дюкин мала тухнă. 58 çулта теме те çук ăна! Вăл 24 сехетре 184 километра парăнтарнă.

 

Страницы