Комментировать

5 Окт, 2017

«Аннене аякран та пулин курасчĕ»

Утмăл çула çывхаракан Валентина Иванова 18-ти хĕрĕ ача кĕтнине пĕлсен питĕ савăннă. Вăл кукамай пулĕ-çке! Çав пĕлтерĕшлĕ кун çитессе чăтăмсăррăн кĕтекенскер хĕрача çут тĕнчене килсен чунран хĕпĕртенĕ. Çамрăк мăшăрпа пепки Шупашкарта Валентина Афанасьевнăпа пĕрле кун кунланă. Кукамăшĕ хĕрне мăнукне пăхма пулăшнă. Уйăх хыççăн уйăх иртнĕ. Эсмира, ашшĕ хĕрачана çапла ят панă, кунсерен çитĕннĕ, çывăх çыннисене савăнтарнă. Пĕррехинче амăшĕ вунă уйăхри хĕрĕпе уçăлма тухнă та... текех киле таврăнман. Йĕп пек çухалнă вăл. Валентина Афанасьевна вĕсене шыраса ăçта кăна çитмен-ши? Милицие кайса заявлени те çырнă, анчах усси пулман. Çĕрĕпе куç хупмасăр нушаланакан, канăçне çухатнă хĕрарăм икĕ уйăхран телевизорпа пĕчĕк хĕрача çухални пирки хыпарланине ăнсăртран курнă. Сăн ÿкерчĕкре вăл Эсмирăна палласа илнĕ те хăвăртрах хваттертен тухса чупнă.

Тантăшĕсене ăмсаннă

...Унтанпа çирĕм çул ытла иртнĕ. Эсмира Ивановăн ашшĕ те, амăшĕ те тупăнман. Вăл юратнă пĕртен- пĕр çывăх çыннипе, кукамăшĕпе, пурăнать. Ăçта çухалнă-ши унăн амăшĕ? Тĕпренчĕкне ют çынсем патне пăрахса хăварнă чухне мĕн пирки шухăшланă вăл? Çакна халĕ никам та уçăмлатаймĕ. Хĕр пĕрчине çитĕнтермешкĕн хатĕр маррипе е пĕчĕк чуншăн яваплă пуласси шиклентернипе çапла хăтланнă-ши?

«Мана анне урамри кинемейсене парса хăварнă та хăй таçта çухалнă. Хайхискерсем мана çырлапа сăйланă хыççăн эпĕ аптăраса ÿкнĕ. Аллерги пулнă-мĕн. Çапла эпĕ больницăна лекнĕ. Тухтăрсем ятăма та пĕлмен, çапах сипленĕ. Вĕсем çине тăнипе хаçатра Аня ятлă хĕрача çухални пирки пĕлтерÿ пичетленнĕ. Ман пата пирĕн республикăра палăрнă, Палестинăран куçса килнĕ Бассам тухтăр килсе çÿренĕ, теттесемпе тумтир туянса панă. Ăна чĕререн тав тăватăп. Кун пирки ăçтан пĕлетĕп-ха эпĕ? Пĕр хаçатри пĕлтерÿре Бассам тухтăрпа пĕрле ÿкернĕ сăн ÿкерчĕке вырнаçтарнă, çав кăларăм килте упранать», — йывăр шăпи пирки каласа кăтартрĕ Эсмира.

«Мĕншĕн ытти ачан амăшĕ пур, манăн вара çук?» — ыйтнă хĕр пĕрчи кукамăшĕнчен пысăк кăвак куçĕпе тимлĕн тинкерсе. Ача садне çÿренĕ чухне киле кайма вăхăт çитсен вăл: «Ой, анне килчĕ!» — хаваслăн кăшкăрса кукамăшĕн ытамне чăмнă. Ÿсерехпе хĕрача ватăскере «анне» тесе чĕнмелле маррине ăнланнă. Пĕчĕк чĕринче тунсăхпа куляну çуралнă, унăн та юлташĕсем пек ашшĕ-амăшĕпе мухтанас, вĕсемпе алăран тытăнса утас килнĕ-çке. Эсмира çерем çинче лăпкăн курăк çиекен лаша-семпе тихасене те ăмсаннă. Янаварсем «ачисем» çине пăхни, пуçĕпе çемçен тĕкни хĕрачан чунĕнче ăнланмалла мар ăшă туйăмсем çуратнă. Кукамăшĕн ытамĕнче кăна вăл хăйне хăтлă та канлĕ туйнă. «Мĕн тăвăн ĕнтĕ, мăнукăм? Шăпу çапла килсе тухрĕ-çке санăн», — пупленĕ Валентина Афанасьевна хĕрачана çупăрланă май.

«Аннене тăван тĕпренчĕкне пăрахса хăвармашкăн мĕн хистенине талăкĕпе шухăшласан та пĕлей-местĕп. Унăн ăссăрла хăтланăвне тÿрре кăлараймăн. Çынна пурнăç парнелетĕн пулсан ăна пăхмал-лах, ура çине тăратмаллах. Эпĕ унпа юнашар çитĕнейменшĕн кулянатăп. Тăлăх ÿснĕ кашни ачан чĕрере суран пур-тăр. Çапах аннене мана кун çути кăтартнăшăн тав тăватăп», — малалла калаçрĕ пике.

Укçа çитмен вăхăтра кĕмĕл тенкĕсене сутнă

Вăл амăшĕпе тĕл пулса калаçма ăнтăлмасть. Хăйне кун çути парнеленĕ хĕрарăма айккинчен çеç пăхас килет унăн.

«Эпĕ ăна пурпĕрех «анне» тееймĕп, вăл маншăн ют çын пекех- çке. Аннене альбомри сăн ÿкерчĕксенче кăна курнă, эпир пĕр сăнлах, куç тĕсĕ кăна урăхла. Пĕчĕк чухне «Жди меня» кăларăма çыру яма ĕмĕтленеттĕм. Ахăртнех, анне тупăнасса шаннă. Кукамайран ун пирки тăтăшах ыйтаттăмччĕ, анне çинчен япăх калаçмастчĕ вăл, унăн ачалăхĕ еплерех иртнине каласа кăтартатчĕ. Чи интересли вара акă мĕн: эпĕ анне вĕреннĕ шкулах çÿреттĕм. Учительсем вăл хастар, спортпа туслă пулнине аса илетчĕç. Эпĕ анне пекех ырă кăмăллă иккен. Ÿсерехпе кукамайпа та пурăнма лайăххине, тек никам та кирлĕ маррине ăнлантăм. Вăл пĕртен-пĕр мăнукне тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн питĕ нумай тăрăшрĕ, ун умĕнче эпĕ ĕмĕрлĕх парăмра. Укçа çитмен вăхăтра вăл арчинче типтерлĕ упраннă чăваш наци тумĕ çинчи кĕмĕл тенкĕсене сутнă. Çакна тумашкăн ăна çăмăл пулман. «Кашни тенке чун çумĕнчен уйăрнăнах туйăнатчĕ», — тетчĕ вăл. Уншăн эпĕ пĕрремĕш вырăнта пулнă, яланах тутă, лайăх тумпа çÿрессишĕн тăрăшнă. Кукамай манран çĕршыва юрăхлă çын турĕ, чун ăшшине парса çитĕнтерчĕ. Килте яланах вăл хатĕрленĕ вĕри те тутлă апат пăсланса ларатчĕ. Эпĕ ача çуртне лекменшĕн, кукамай хăйĕн хÿттине илнĕшĕн чунран хĕпĕртетĕп. Интернатри ачасенчен чылайăшĕ çывăх çын юратăвне туйса çитĕнменрен хытă чĕреллĕ ÿсеççĕ, пурнăçа юратмаççĕ», — чунне уçрĕ 20 çулти хĕр.

Тăлăх тесе йĕкĕлтешнĕ

Медицина енĕпе специальноç илме ĕмĕтленнĕ Эсмира 9-мĕш класс хыççăн професси пĕлĕвĕ паракан заведенисене çул тытнă. Анчах чылайăшĕнче тăлăха йышăнма хирĕçленĕ. Хĕр Шупашкарти коммерципе апатлану технологийĕн техникумне вĕренме кĕнĕ, кондитер профессине алла илнĕ. «Шкулта вĕреннĕ чухне тантăшсенчен хăшĕ-пĕри эпĕ тăлăх пулнине аса илтерме, йĕкĕлтешме юрататчĕ. Çакă чуна амантатчĕ, анчах вĕсен сăмахĕсене хăлхана чикме тăрăшмастăм. Кулянни пурпĕ-рех усă кÿмĕччĕ, лару-тăрăва улăштармĕччĕ. Мана яланах хÿтĕлекен кукамай пуçтахсене ăс кĕртме пултаратчĕ. Студент чухне вара хамшăн тăма хăнăхрăм, сăмах илме кивçене каймастăп. Тен, çавăнпах шкулта та, техникумра та мана староста тивĕçĕсене шанса пачĕç», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.