Архив - 3 Ноя, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

3 Ноя, 2016

Чăваш киновĕн малашлăхĕ пур

Унччен: «Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ», – тетчĕç. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ÿкернĕ чăвашла фильмсенчен темиçешне пăхнă хыççăн чăваш киновне те çав выльăхах тĕп туман-ши тесе аптăранине, И.Максимов-Кошкинские çитекен çук тесе тиркенине пытарам мар. Ун чухне манăн куç тĕлне лекнисен сценарийĕ те айванччĕ, чăн-чăн сцена ăстисем выляманран рольсене ĕнентерÿллĕ калăпламастчĕç, кадрсем пахалăхсăрччĕ, актерсен сасси начар илтĕнетчĕ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхрĕ, чăваш киновĕнче самай улшăну пулчĕ. Çакна Пĕтĕм чăвашсен «Асам» II кинофестивальне тăратнă фильмсем те çирĕплетрĕç.

Страницы