Паян пĕринпе вырăн ăшăтать, ыран–тепринпе
Юлашки вăхăтра арçынсем айккине чупни çинчен уççăн калаçма тытăнчĕç. Ара, лешсем, алăра ылтăн çĕрĕ тăхăнса çÿрекенсем, çынсен умĕнчех ерĕшкисемпе çавăтăнса вăрттăн вырăнсене çул тытаççĕ. «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă», - тесе ахальтен каланă-им вара? Тем тесен те, ял халăхĕ веçех курать, веçех пĕлет. Халĕ вара хĕрарăмсем те арçынсене перчетке пек улăштараççĕ. Упăшка пур çĕрте юттин ытамне васкакансем кашни ялтах пур пулĕ.