Нумаях пулмасть Республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе Ашшĕсен канашĕ Ашшĕ-амăшĕн пысăк пухăвне йĕркелерĕç. «Çемье - кашни çын пурнăçĕнче чи кирли» ятпа иртрĕ вăл.
Иртнĕ шăмат кун «Кăнтăр» культура керменĕнче пиллĕкмĕш хут «Пултарулăх фейерверкĕ» фестиваль иртрĕ. Ăна куçсăр тата япăх куракан ачасем валли йĕркеленĕ.
Арсений ТАРАСОВ: “Ман пирки инке /аттен шăллĕн арăмĕ/: “Турă айĕнче çÿремелли çын пулатăн пуль,” - тетчĕ... Мĕншĕн эпĕ сăпайлă? Халăх çапла курать пек туйăнать хама. Малашне те курасшăн тен. Имиджа пăхăнатăп. Анне çав тери сăпайлăччĕ... Халăх шухăшне питĕ шута илетчĕ - çын мĕн калĕ?
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев 75 çул тултарчĕ. Кашни тĕл пулмассерен чĕлхе пуянлăхĕпе, анлă тавра курăмĕпе, чун илемĕпе тыткăнлать вăл. Унпа калаçса тăранма çук.
“Хыпарăн” черетлĕ номерĕнче палланă çын сăн ÿкерчĕкне куртăм та, кăсăклă пулса кайрĕ - мĕнпе чапа тухнă-ха 10 çул шкул сукмакне пĕрле такăрлатнă тантăшăм? Ара, хаçатра пули-пулми çырмаççĕ вĕт - е лайăххипе палăрнисене мухтаççĕ, е начарришĕн тиркеççĕ. Чăн та, пĕччен марччĕ-ха хайхи, ушкăнпаччĕ. Шел, лайăххи мар-мĕн... Çивĕч ыйту хускатнă Элĕк районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем - малашне ачасем тăван сăмах пуянлăхне эрнере пĕр е икĕ сехет кăна шĕкĕлчĕç.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Ене халĕччен пулман инкек пырса çапрĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунăран çут çанталăк та, халăх та пысăк инкек тÿсрĕ. Республикăра чрезвычайлă лару-тăру пĕлтерчĕç. Республикăн çурçĕр енчи районĕсем уйрăмах шар курчĕç.
Мароккона çитсе Марракеш хулинче курса çÿремесен çак çĕр-шывра пулнă пек те туйăнмасть. Тĕп хула - Рабат. Экономика тĕп хули - Касабланка. Тĕрĕссипе, чи çитсе курас килнĕ хула, паллах, Фес. Марокко аваллăхĕ шăпах унта упранать.