Комментировать

25 Окт, 2014

Инкек тĕрĕслеве çаврăнчĕ

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Ене халĕччен пулман инкек пырса çапрĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунăран çут çанталăк та, халăх та пысăк инкек тÿсрĕ. Республикăра чрезвычайлă лару-тăру пĕлтерчĕç. Республикăн çурçĕр енчи районĕсем уйрăмах шар курчĕç. Темиçе çул ÿссе капмарланнă йывăçсен пăрланнă турачĕсем йăтаймасăр хуçăла-хуçăла анчĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх çеç Чăваш Ен вăрман фондĕнче 4,6 пин кубла метр йывăç пĕтнĕ. Сиен виçи 4,83 млн тенкĕпе танлашать. Электричество пралукĕсем те татăлчĕç, вырăн-вырăнпа юпасем те ÿкрĕç. Шупашкар хулипе районĕ, Муркаш, Етĕрне, Элĕк, Вăрнар, Красноармейски, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсем çутăсăр юлчĕç. Оперативлă штабсем, ĕç бригадисем йĕркелесе инкеке çийĕнчех сирме пуçларĕç пулин те тунти кун ирхине республикăра 235 ял-поселени /вĕсенче 15738 кил, 37 пине яхăн çын пурăнать/ çутăсăрччĕ-ха. Юсав ĕçĕсене çĕрĕн-кунĕн пурнăçлаççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер ирхи ултă сехет тĕлне Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕ çеç çутăсăрччĕ. Унта 766 çын пурăнать.

Чăваш гидрометеорологи центрĕн пай пуçлăхĕ Марина Китарьева синкере çапла ăнлантарать: «Юпа уйăхĕнче республикăра çумăр çусах тăчĕ, çавна май çĕр шÿсе кайрĕ. Пралуксем, йывăçсем йĕпенсе тăчĕç, типме пĕлмерĕç. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче атмосферăра ăшă сывлăш хуçаланчĕ. Çĕр çинче вара ун айĕпе сивĕ варкăш «юхрĕ». Çавна май температура ирех чакма тытăнчĕ. Ахаль те нÿрĕ пралуксем, йывăçсем пăрпа витĕнчĕç. Çумăр çунă май унăн сийĕ хулăнланса пычĕ».

Тĕп хулара çак сăлтавпах троллейбуссем те çÿреймерĕç. Пăртан тасатнă пралуксем çийĕнчех çĕнĕ сийпе витĕнчĕç.

Çутăсăр-ăшăсăр юлнă çĕр пине яхăн çын йышĕнче малтанхи кун 53 шкулпа 23 ача сачĕ те пурччĕ /ку цифрăна Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин тата оперативлă штабăн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларăвĕнче, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, пĕлтернĕ/. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа республикăри 3500 ачашăн вăхăтсăр каникул пуçланнăччĕ. Ĕнерхи кун тĕлне ача сачĕсемпе шкулсенче электроэнерги парассине пĕтĕмĕшле çĕнетнĕ. Муркаш районĕнчи Сосновка ялĕнчи 57 ачашăн çеç ăшă çителĕклĕ виçене çитейменнишĕн каникул тăсăлнăччĕ. Тунти кун вĕсем те парта хушшине вырнаçĕç.

Пралуксем татăлнипе çутăсăр юлнă объектсен йышĕнче 40 ферма та пурччĕ. Пĕчĕкреххисенче ĕнесене алăпах сунă. Пысăк комплекссенче пĕр-икĕ талăк сăвайман.

Инкеке май пур таран хăвăртрах сирме республика тулашĕнчи энергетиксем те килсе çитнĕ. Сарă ту, Чĕмпĕр, Самар, Пенза, Эрĕнпур, Чул хула, Владимир облаçĕсенчи тата Мордови республикинчи çăлавçăсем электричество тÿннĕ юписемпе пралуксене йĕркене кĕртме пулăшнă. Вĕсене пурăнмалли кĕтеспе, вĕри апатпа тивĕçтернĕ.

Çак кун çул-йĕр пăрланнăран аварисен шучĕ те пысăк пулчĕ темелле. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче кăна 107 авари пулнă. Çын вилнĕ тĕслĕх те пур. Улттăн аманнă. Унсăр пуçне йывăçсем ÿкнĕрен Шупашкарта 22 автомобиль лапчăннă. Юпа уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче республикăри çулсем çинче пурĕ 211 инкек сиксе тухнă. Вĕсенче 17 çын аманнă, иккĕн вилнĕ.

Çут çанталăкăн иртнĕ канмалли кунсенче килсе çапăннă синкерĕ республикăн кăнтăр районĕсене пырса тивмерĕ.

Сивĕ çумăр хыççăнхи инкеке сирме ĕлкĕреймерĕмĕр, республикăра чарăнмасăр юр вĕçтерме пуçларĕ. Чăн-чăн хĕл çитрĕ. Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче çеç республикăри çулсене юртан тасатма 322 техника единици ĕçлерĕ.

Электропередача линийĕсем татăлнипе ял хуçалăх организацийĕсенче 40 ферма çутăсăр юлнă. Ĕнесене пысăк комплекссенче пĕр-икĕ талăк сăваймасăр тăратнă тĕслĕхсем те пулнă. Энергетиксем фермăсенче дизель-генератор хута ярса ĕçе йĕркеленĕ. Çут çанталăк инкекĕ хуçалăхсене пысăк тăкак кăтартнă. Çак тапхăрта сĕт суса илесси палăрмаллах чакнă.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне фермăсене çутă çитернĕ. Халĕ малтанхи пекех ĕçлеççĕ, ĕнесене вăхăтра сăваççĕ.

- Лару-тăру йĕркеллех темелле. Хĕл каçакан калча уй-хирте ытлашшиех сиенленмен, тымарĕсем çирĕп. Пăрлă çумăрпа йĕпе юр уйрăм çынсен пахчисенчи улма-çырла йывăçĕсене самаях сиен кÿчĕ. Пăрланса ларнă туратсем шатăрах хуçăлса анчĕç. Аманнă туратсене çанталăк пăртак ăшăтсанах касма тивет, - терĕ ЧР ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Владимир Васильев.

«Атăл çинчи МРСК» АУОн «Чăвашэнерго» филиалĕ республикăри кашни подстанцие сăнаса тăрать. Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи ирхи 7 сехет тĕлне республикăри синкер курнă районсенче лару-тăру йĕркеленнĕ, пурне те электроэнергипе тивĕçтернĕ. Энергетиксем çак кун тĕлне Муркаш районĕнчи пĕртен пĕр ял кăна çутăсăр пулни, анчах та эрне кун ĕçе вĕçне çитересси пирки пĕлтерчĕç.

Сывлăх сыхлавĕ тытăмĕнчен ĕнерхи 8 сехет те 30 минут тĕлне пĕлтернĕ тăрăх, Муркаш районĕнчи шар курнă ФАПсене çутăпа тивĕçтерме май килнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче кăна кулленхи ĕç йĕркеленсе çитеймен. Унта икĕ ФАПра - çутă, вĕсенчен пĕринче ăшă çук.

Культура тытăмĕнче ĕнерхи 12 сехет тĕлне çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă: республикăри культура учрежденийĕнче çутă та, ăшă та пур. Унта çирĕпленнĕ йĕркепе ĕçлеççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА,

Татьяна НАУМОВА.

Елена ГЛУХОВА.

 

ВЫРĂНТАН ПĔЛТЕРЕÇÇĔ

МУРКАШ РАЙОНĔ

Çут çанталăк синкерĕ республикăри 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче пулнă, анчах Муркашсем ытларах шар курнă. Ку тăрăхра малтанхи вăхăтра Шетмĕпуç тата Çатракасси ял тăрăхĕсенче кăна пысăк вольтлă линисен 6 юпи тÿннĕ. Каярахпа, пралуксем çинчи пăр хулăнланса пынă май, вĕсен шучĕ 11 хут ытла ÿснĕ. Ку чылай яла, вĕсенчи социаллă обьектсене, вĕренÿ учрежденийĕсене тата пысăкрах йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ.

Виçĕм кун Шетмĕпуç ял тăрăхĕпе çыхăнтăмăр.

- Ял çыннисем питĕ савăнăçлă. Юн кун каçхине пире çутăпа тивĕçтерчĕç. Пирĕн тăрăхри 8 ялта сÿннĕччĕ вăл. Пилĕк талăк çурта çутипех пурăнтăмăр. Аякран килнĕ бригадăсем тăрăшса ĕçлерĕç, ял çыннисем те айккинче юлмарĕç, йывăçсене татса тирпейлерĕç, пралуксене пăртан тасатрĕç. Çутăсăр кăна мар, ăшăсăр тăрса юлакансем те пулчĕç ялта. Çавна май хутса ăшăтмалли генераторсем туянчĕç. 5-6 пин тенкĕ тăраканнисене 20-40 пин тенкĕ таранах ÿстерсе ячĕç çак ик-виç кун хушшинче. Шел, çын хуйхипе укçа тăвакансем те пур, - терĕ ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ Галина Яковлева.

Çутă çук тесе аптрасах ÿкмен ял халăхĕ. Сивĕтмĕшсемпе шăнтмăшсене чарса апат-çимĕçе сивĕ çĕре кăларса хунă. Интернетпа çыхăнма, телевизор курма май çуккишĕн те ытлашши пăшăрханман.

- Ĕлĕк çурта, хăйă çутипех пурăннă. Çĕрĕпех тĕрленĕ, пир тĕртнĕ. Эпир те вăхăта ахаль ирттермерĕмĕр, компьютера пула манса кайнă вăйăсене çĕнĕрен аса илтĕмĕр, шашка-шахмат, домино вылярăмăр. Ал ĕç те турăмăр, вăхăта мĕнле те пулин ирттермелле-çке, - терĕ Галина Демьяновна.

Йывăрăша чăтайманнипе çурăла-çурăла аннă улма йывăççисем Шетмĕпуçĕнчи кашни хуçалăхрах пур. Ял паркĕнчи тирексемпе хурăнсен, йăмрасен тăррисем хуçăлнă. "Ачасем виçĕ кун каннă хушăра учительсем шкул çумĕнчи лаптăка йăлтах тасатрĕç, эпир те çак кунсенче субботнике тухатпăр", - пĕлтерчĕç ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем.

- Чи кирли - халăх йывăрлăха парăнманни, ăна хăвăртрах пĕтерме пире пур енлĕн пулăшни, - терĕ Галина Яковлева.

ШУПАШКАР РАЙОНĔ

- Икĕ кун çеç çутăсăр лартăмăр. Халь çăтмахри пекех пурăнатпăр. Пирĕн патра йăлтах йĕркеллĕ. Апаш ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем тата вырăнти хуçалăх ертÿçи чылай тăрăшнипе йывăрлăхран хăвăрт тухрăмăр. Кунашкаллине урăх курас марччĕ. Ял халăхĕ йывăрлăха парăнмарĕ, ăна хăвăртрах пĕтерме тăрăшрĕ, - терĕ Шупашкар районĕнчи Шăнкас ял тăрăхĕн депутачĕ Василий Егоров.

Хĕл ларас умĕн пăрлă çумăр та, йĕпе юр та çуни пулнă, анчах та çут çанталăк пĕр кĕтмен çĕртен çакнашкал хăрушлăх кăларса тăратнине Шăнкасри ватăсем те ас тумаççĕ ял тăрăхĕнче.

Ял халăхĕ улма-çырлапа пахча çимĕçе пуçтарса кĕртме ĕлкĕрнĕ. Йывăç-курăка хуçса пĕтерни шел паллах. Тепĕр çул çимĕç кĕтсе илейĕпĕр-и-ха? Хальлĕхе йывăрăша чăтайманнипе тÿннĕ хурăнсемпе йăмрасене пуçтармалла, таврана тирпей-илем кĕртмелле. Çуркунне йывăçсем ытларах лартсан аван.

Елена АТАМАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.