Пурнăçăн кашни саманчĕпе киленессишĕн
«Анне, паян эсир шкултан таврăнсан йĕлтĕрпе ярăнма тухатпăр-и? Аттепе калаçрăм - вăл килĕшрĕ», - чĕвĕлтетет ирхине садикелле утнă май пиллĕкри Маша. «Ĕçре каçченех тытăнса тăмасан - тухăпăр. Çанталăк лăпкă, пит-куçа сивĕ чĕпĕтмест» , - çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕç кунне пуçлама хатĕр Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Адюковсем. Хĕл ларасса кĕтсе ывăннă та - чун каниччен йĕлтĕрпе чупса ĕлкĕреймен-ха. Спорт тусĕсем вĕсем ку тăрăхра. Тепĕр тесен епле унран ютшăнччăр - кил хуçи Александр Андреевич физкультура вĕрентекенĕ-çке.