Комментировать

14 Янв, 2014

Культура вучахĕ ялан хĕмлентĕр

2014 çул - Культура çулталăкĕ - пуçланчĕ. Обществăна культура аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса пама явăçтарас, историпе культура еткерлĕхне упраса хăварас, Раççей культурин сумне тĕнче шайне çĕклес тĕллевпе пуçарнă юхăм çĕр-шыв, республика пурнăçне ырă енне улăштарасси иккĕлентермест. Çулталăк тăршшĕнче пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Паллă кунсене, юбилейсене халалланă мероприятисем йăлана кĕнĕ йĕркепе иртĕç. Библиотекăсем, музейсем, театрсем тулли хăватпа ĕçлĕç. Вĕсем Чăваш Республикин культура пурнăçне самай пуянлатĕç. Çак тата ытти ĕç-хĕл хушшинче культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне вăйлатасси, вĕсем кÿрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме майсем туса парасси тĕпре пуласси çинчен каланăччĕ культура министрĕ. Кăçал, сăмахран, оперăпа балет театрне, филармоние юсаса çĕнетме йышăннă. Шел те, республикăри ялсенчи клубсен шăпи питех те хурлăхлă. Вĕсен пысăк пайне çур ĕмĕр каяллах уçнă. Кирек мĕнле япала та вăхăт иртнĕ май япăхать, юхăнать. Чылайăшне вара ку таранччен тĕпрен мар, çиелтен те пулин пĕрре те юсаман. Нухрат çитменни ура хурать. Тĕпрен илсен, хальхи вăхăтра клубсем унта ĕçлекенсен ыр кăмăллăхĕ çинче тытăнса тăраççĕ. Мачча шăтнă-и, урай кашти хуçăлнă-и, чÿрече çĕмĕрĕлнĕ-и - никама та кĕтсе лармалли çук. Хăмине те, пăтине те, ыттине те хăйсенех тупмалла. Хаçат-журнал та çырăнса илеймеççĕ. «Вăл пулмасан пирĕн клуб тахçанах хупăнĕччĕ», - пултаруллă специалистсем пирки çапла каланине пĕрре мар илтнĕ. Ялсенче çавăн пек ĕçченсем пурри савăнтарать. Аптăраманнисем, клуб ĕçĕшĕн чунне пама хатĕррисем майне тупаççĕ: е спонсорсене явăçтараççĕ, е тĕрлĕ грант çĕнсе илеççĕ... Пĕлтĕр, сăмахран, ЧР Президенчĕн ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен калакан хушăвĕпе килĕшÿллĕн пуçарнă программăна лекме пултарнă 18 культурăпа кану центрĕ пурлăх никĕсне /çутă хатĕрĕсем, компьютер техники, ытти оборудовани, тумсем.../ пуянлатнă. Ултă çул ытла ĕçлекен çак проект культура учрежденийĕсене çĕнелме самай пулăшать. «Клуб - культура вучахĕ» тетчĕç. Çак каларăшăн пĕлтерĕшĕ ÿлĕмрен те сумне ан çухаттăрччĕ. Унта усăллă канма май пултăрччĕ. Пĕчĕк ялсенче клубсем уйрăмах хисепре. Çамрăксене çеç мар, аслăрах ÿсĕмрисене те илĕртет вăл. Ватăсем пĕрле пухăнса иртнине аса илеççĕ, хальхине сÿтсе яваççĕ, малашлăх пирки шухăшлаççĕ... Шел те, пурте республикăра тухса тăракан мĕн пур хаçат-журнала çырăнса илеймест. Кÿршĕ-аршă пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлнă пек пĕри - пĕрне, тепри теприне çырăнать, вара клуба илсе пырса ыттисене паллаштарать е улăштарать. Пĕчĕк ялсенче тем тесен те çынсем пĕр-пĕрне çывăхрах, туслăрах пурăнаççĕ. Савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлаççĕ темелле. Нумай çĕрте пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем арканчĕç. Чылай ялта шкул, больница, ытти учреждени хупăнчĕ. Çынсене тĕл пулса калаçмалли, хутшăнмалли вырăнсем сахалланчĕç. Çавăнпах-тăр ял-йыш пĕр-пĕринчен ютшăнса, сивĕнсе пырать. Çакă уйрăмах пысăк ялсенче вăйлă сисĕнет. Клубсем халăха пухакан, пĕтĕçтерекен вырăн шутланнă. Малашне те çак ĕç-хĕле туллин пурнăçлама пултарччăр вĕсем. Пуррине сыхласа хăварма та май тупасчĕ. «Пирĕн ялта клуб тата пĕчĕк лавкка çеç тăрса юлчĕ, - тенĕччĕ Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнчи пенсионер. - Ăна та хупасшăн. Çурчĕ кивĕ паллах. Пирĕн аттесем вăрçă хыççăн тунăскерех. Шухăшлатăп та - чĕрем хĕссе ыратса каять. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче культура учрежденийĕсем уçассишĕн тăрăшнă. Паян вара? Пирĕн яла уйăхра пĕрре медицина ĕçченĕ халăх сывлăхне тĕрĕслеме килет. Чирлисене вăл клубри пĕр пÿлĕмре йышăнатчĕ. Культура çуртне хупсан лавккара е урамра лармалла пулать-ши унăн?» Пратьякас Енĕшре - утмăл ытла хуçалăх. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ хуларан ашшĕ-амăшĕн тăван килне куçса килекен те йышланнă иккен. Çуллахи вăхăтра кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне ача-пăча, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пухăнать. Çавăнпах культура ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне чухлакан, ĕмĕрне халăх театрĕнче выляса ирттернĕ ватă çынна ялти клуба епле майпа сыхласа хăварасси вăйлах шухăшлаттарать. Çак ыйтупа таçта та çитнĕ. Çурта юсама та, ыттине тума та хатĕр вăл. Ял халăхне культура çурчĕ е клуб кирли куç кĕрет. Халăх çÿлтен пăрахса парасса кĕтни ырлăх кÿрес çуккине ăнланнăран ĕмĕт-тĕллевне чылай чухне хăйĕн вăйĕпе пурнăçа кĕртме ăнтăлать. Акă Элĕк районĕнчи кинемей пуçарăвĕ питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Кивĕ çурта юсаса çĕнетсе клуб уçассишĕн банкран кивçен илме те шикленмен вăл. Çакна тÿрре кăларакан сăлтавĕ пулнă-ха ĕнтĕ: ашшĕ-амăшĕн çуртне юхăнтарни никама та сăвап тумĕ. Анчах вăл унпа урăх тĕллевпе усă курманни, халăх валли клуб уçни ăна мухтама хистет. Шупашкар районĕнчи Атăльялта та çакăн йышши тĕслĕх пулнăччĕ. Ялсенче çакăн пек пуçаруллă çынсем пурри чăннипех те мăнаçлантарать. Патшалăх ялсенчи культура учрежденийĕсен çивĕч ыйтăвĕсене мала кăларни питех те аван. Анчах пур çĕрте те пĕр харăс йĕрке тăваймăн. Черетпе, майĕпен-майĕпен... Шанас килет. Чи малтан тĕп ялсенчи культурăпа кану центрĕсене юсаса çĕнетме палăртаççĕ, унтан, тен, пĕчĕк ялсенчисем патне те черет çитĕ. Пуррине упраса хăварасчĕ. Вĕсен тивлечĕпе çĕр пичĕ çинчен ялсене çухалма парас марччĕ. Валентина БАГАДЕРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.