Комментировать

14 Янв, 2014

Коммуналлă пулăшу хакланать-и?

"Хыпар" ыйтăвĕсене Чăваш Республикин конкуренци политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина ЕГОРОВА хуравлать.
- Пурăнмалли çурта пăхса тăрассипе, коммуналлă пулăшупа çыхăннă хаксем тĕлĕшпе пĕлтĕр кăларнă йышăнусенчен хăшне уйăрса палăртатăр?
- Патшалăх служби тарифсене улшăну кĕртесси пирки - 321, вăл шутра çурта газ, çĕр кăмрăкĕ, мазут çунтарса ăшăтассипе - 91, ăна вĕри шыв парса тăрассипе - 26, сивĕ шывпа тивĕçтерессипе тата шĕвĕ каяша çуртран юхтарса кăларассипе - 132, йăлари хытă каяша сиенсĕрлетессипе - 12, объекта электричество çитерессипе - 40, вĕсене кирлĕ тĕрлĕ çыхăну йĕркелессипе - 18, продукци сутнă чух хушма хак лартассипе 2 йышăну кăларнă, - терĕ Альбина Егоровна. - Тарифсене йĕркелесе тăнă пирки курнă экономика пайталăхĕ /эффекчĕ/ - 2,6 млрд тенкĕлĕх. Ку - 2012 çулхинчен 23,8% нумайрах.
Çуртра пурăнакансен хваттер тулашĕнчи пĕрлехи пулăшу ĕçĕсен нормативне пысăклатнă пирки 2013 çул пуçламăшĕнче çынсем çăхав нумай çырчĕç. Раççей Правительствин 2013 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республика çуртра пурăнакансем хваттер тулашĕнче усă куракан сивĕ тата вĕри шыв нормативне пăхса тухса пĕчĕклетрĕ. Çуртран, унăн тулашĕнче юхтаракан шĕвĕ каяшшăн тÿлеттермеллине пачах пăрахăçларăмăр.
Çапла вара нормативсем самаях пĕчĕкленчĕç - çынсем коммуналлă пулăшушăн сахалрах тÿлерĕç. Çапах та çĕнĕ нормативсемпе килĕшÿллĕн утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 18 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи пĕрлехи газ хуранĕпе ăшăтакан çуртсенче пурăнакансен тарифĕ иккĕмĕш çур çулта республика нормативĕсен мĕн пур ÿсĕмĕ 12%-ран та пысăкрах пуласси палăрчĕ. Çавна шута илсе çуртсене микрорайонти пĕрлехи газ хуранĕпе ăшăтакан 12 организацишĕн тарифсене пĕчĕклетрĕмĕр. Вĕсене Раççей Тарифсен службипе килĕштертĕмĕр. Нормативсене катнă пирки çав организацисем малтан палăртнă чухлĕ тупăш илейменни палăрчĕ. Тăкака саплаштармашкăн республика хыснинчен вĕсене 1,8 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.
- 2014 çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсене мĕнле йĕркепе ÿстерĕç?
- Федерацин Тарифсен служби кашни регионта çурта газпа ăшăтассипе, хваттере сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерессипе, çуртран шĕвĕ каяш юхтарса кăларассипе тарифсем кăçал мĕн чухлĕ нумайрах пысăкланассине палăртрĕ. Вĕсем пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи иккĕмĕш çур çулхи шайрах юлĕç.
Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурта газпа ăшăтакан организацисем тивĕçтерекен ăшă энергийĕн /хăвачĕн/ тарифĕсем республикăра чи нумай вăтамран - 5,2%, çурта сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерессипе, хваттерсенчен шĕвек каяш юхтарса кăларассипе 4,7% ÿсĕç. Федерацин Тарифсен служби кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен регионсенче, çав шутра республикăра пурăнакансем, вĕсемпе танлаштарнă потребительсем валли электроэнерги тарифĕсен чи пысăк тата чи пĕчĕк шайне палăртрĕ. Федерацин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи тата çитес çулсенчи пуласлăх тĕллевĕпе килĕшÿллĕн çут çанталăк газĕпе электричество кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчипе танлаштарсан 4,2% хакланĕç. Вĕсен хакĕ пĕрремĕш çур çулта хăпармĕ, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ÿсĕ.
- Пассажирсене илсе çÿрекен автотранспорт предприятийĕсен тарифĕсем пысăкланĕç-и?
- Пĕлтĕр общество транспорчĕн тарифĕсене пуçласа уйăрса пайăррăн çирĕплетнĕ. Нумай вăхăтлăх билет хулара пĕр тенкĕ хакланчĕ, унăн таврашĕнче çÿрекен автотранспортра хакланмарĕ. Автомобиль тата хулари электричество транспорчĕн билет хакĕ кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ÿсмерĕ.
- Иртнĕ çул кулленхи пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ, ятарлă йышăнупа списока кĕртнĕ таварсен хушма хакĕ мĕнле улшăнса тăчĕ тата вăл кăçал хакланĕ-и?
- Вĕсен хакне хушса тата ÿстерсе хăпартман. Сăмахран, çын сывлăхĕшĕн сĕре кирлĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ эмелсен, пепкесен ятарлă апачĕн, шкулта, техника училищинче, аслă вĕренÿ заведенийĕнче сутнă апат-çимĕçĕн ваккăн тата курттăммăн сутнă чухнехи хушма хакĕ пĕр шайрах юлнă. Кăçал та ăна хушма, ÿстерме палăртман.
- Тарифсене йĕркелес тĕлĕшпе мĕнле улшăнусем пулĕç?
- Вĕсене регионсенче шайлаштарса тăракан тытăмсен умне ик тĕллев лартнă: пĕрремĕшĕ - тарифсене уççăн йĕркелесси* иккĕмĕшĕ - çак ĕç мĕнле пынипе тата çĕнĕ тарифсемпе халăха вăхăтра паллаштарасси. Раççей Правительстви çынсене хÿтĕлес тĕллевпе кăçал коммуналлă пулăшу тÿлевĕсене инфляци хисепĕнчен 30% пĕчĕкрех тума - вĕсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 4,2%-ран ытла мар пысăклатма йышăннă. Ку - юлашки çулсенчи чи пĕчĕк ÿсĕм. Регионсен ĕç тăвакан влаçне тÿлевсене çирĕп тытса тăма хушнă. Çапах та кашни субъектшăн вĕсем тĕрлĕрен пулĕç. Пĕрисемшĕн 4,2%-ран кăшт сахалрах, теприсемшĕн кăльт ытларах ÿсĕç.
Çапла вара федераци Правительстви Чăваш Енри тÿлевсене вăтамран мĕн чухлĕ индексацилемеллине палăртĕ. Республикăн ĕç тăвакан органĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче вĕсене Чăваш Енĕн вăтам ÿсĕмĕнчен 1,5 хутран ытла ÿстерме памасть. Район-хулан халăх суйлакан органĕ ятарлă йышăну кăларсан çеç çакăнтан нумайрах ÿстерме май пур. Ыйтăва депутатсен Пухăвĕпе килĕштермесен тÿлевсене 1,5 хута яхăн ÿстерессине субсидисене пайăррăн уйăрса, çăмăллăхлă тарифсем çирĕплетсе, нормативсене улшăну кĕртсе индексацилемелле.
- Патшалăх нушисем валли тавар туянасси мĕнле хаксемпе пулса пычĕ?
Патшалăх служби ку ĕçе йĕркелес тĕллевпе 2010 çултанпа саккассем вырнаçтарать. Тупăшса ĕçлесе продукци сутма-туянма май тăвассишĕн, патшалăх саккасĕсем тăвас йĕркене аталантарассишĕн нумай ĕçлет. Пĕлтĕр таварпа тивĕçтерме, патшалăх нушисем валли пулăшу ĕçĕ йĕркелеме 3220 хаклашу - 2012 çулхинчен 33% нумайрах - ирттерчĕ. 7,6 млрд тенкĕлĕх саккас - 2012 çулхинчен 6% çеç сахалрах - вырнаçтарчĕ.
Тÿрĕ те ырă тупăшу, саккассене пурнăçланă чух ĕçе уççăн йĕркелени хысна укçине перекетлеме май пачĕ. 2011 çулта - 246 млн, 2012 çулта 607 млн тенкĕ, 2013 çулта виçĕм çулхинчен - 1,2, 2011 çулхинчен 3 хут ытларах перекетлерĕмĕр.

Михаил СЕРЕГИН калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.