Çеçпĕл мĕнле вилнĕ?
Эпĕ Юхма Мишшин «Ултавпа Чăнлăх» романĕ çинче кăна кĕскен чарăнса тăрасшăн. Çыравçăн çĕнĕ ĕçĕ хамăрăн кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕ, вăл хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче туса хăварнă ырă та пархатарлă ĕç-хĕле пĕр хитрелетсе-эрешлемесĕр çырса кăтартнипе çыхăннă. Тÿрех ыйту тухса тăрать: «Ара, кун пирки Юхмачченех нумай çырнă-çке? Нивушлĕ халăх писателĕ Юрий Збанацкин «Çеçпĕл», Петр Чичкановăн «Кăвар чĕре» романĕсен сюжечĕсене кĕмесĕр юлнă çĕнĕ материалсем шыраса тупнă? Çак ыйтăва паратех вулакан, мĕншĕн тесен сарăмсăр вилнĕ хыççăн та хăй çинчен нумай калаçтаракан поэт паян та пире çак калаçу ÿлĕмрен те малалла тăсăласси пирки ас тутарсах тăнăн туйăнать. Çеçпĕл Мишши 20 çултах Шупашкарта Революци трибуналĕн пуçлăхĕ пулнă, Чăваш автономи облаçне туса хурсан, ăна облаçăн Ĕç тăвакан комитечĕн членне суйлани, вăл кайран çав комитетăн юстици пайĕнче ĕçлени, халăх тăшманĕсем çĕнĕ саманан çĕнĕ юрăçне темĕн тĕрлĕ «ярлăк» çакса айăплама тăни «Ултавпа Чăнлăх» романчченех паллăччĕ ĕнтĕ пирĕншĕн. 1921 çулхи утă уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши Крыма, Евпаторири санаторие сывалма кайнине, унта Украина сăвăçĕпе, Федор Пакрышеньпе паллашнине, Крымран Киев хулине пынине, çакăнтах Хĕрлĕ Çар салтакĕн тумне тăхăннине, чире пула хăйне çартан хăтарнине, çакăн хыççăн 1922 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Киевран çуранах Кашкăр сăрчĕ ялне - Крымра туслашнă сăвăç патне çул тытнине Юхма çыричченех пĕлнĕ эпир. Чăваш халăх писателĕ вара Çеçпĕл вилĕмне çĕнĕлле сăнлать /романăн «Юлашки хĕл» сыпăкĕ/. Тăван тăрăхран аякра хÿтлĕх тупнă сăвăçа пĕр шухăш канăç памасăр асаплантарать. Хăйне çуратса ÿстернĕ Чăваш çĕр-шывĕнче - хăрушă выçлăх. Мĕнле пулăшмалла тăван халăха, мĕн тумалла? Михаил Кузьмин, Остер хулинче уесри çĕр ĕç пайне ĕçе кĕнĕскер, тÿрех Атăл тăрăхĕнчи çынсене пулăшма тĕллев тытать. Çав вăхăтра Рубис профессорăн хĕрĕпе, аслă шкултан вĕренсе тухнă Наталия Николаевнăпа калаçма ăна уйрăмах кăмăллă. Вĕсем иккĕшĕ алăпа çырса литература журналĕ кăларасшăн... Анчах самани лăпкă мар-çке. Коммунизм, революци идейисене пĕтĕм чунĕпе парăннă кăварлă поэт ыттисене те хăй пекех таса тесе шухăшланă-мĕн. Юнашарах Савченко пек сĕмсĕрсем çÿренĕ. 1922 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишшишĕн кăвак тÿпене хĕвел юлашки хут ярăнса тухнă. Ăна Кирихеево ялне /унăн ун чухне çав яла каймалла та пулман, анчах Савченко хушнипе çула улăштарнă/ тырă хатĕрлес ыйтупа лашапа кайма тухсан Савченко «йыттисем» вилмеллех хĕнесе пĕтернĕ. «Халь мĕн тумалла кунпа? - хăйсем вĕлернĕ Çеçпĕле тепре пырса тапрĕ хура сухалли. - Кунтах вырттăр-и?» - «Эс мĕн? - тĕлĕннĕ пек пулчĕ ут çинче лараканни. - Пĕтĕм милицие каллех ура çине тăратасшăн-и? Лав çине хурăр та пĕр-пĕр аçампа витĕр. Çын ан куртăр... Каç пулсан вара çак сад пахчи варринех илсе килĕр те çÿллĕ йывăçран çакăр... Хăй çакăннă тесе калаччăр. Милицие те çăмăллăх пулать», - вулатпăр романăн 279-мĕш страницинче. Çеçпĕл пурнăçĕн юлашки сехечĕсенче Савченко пек сăтăрçăсен совет влаçне хирĕç тунă ĕçĕсем çинчен Чрезвычайлă Комитета пĕлтерсе çырнă-мĕн. Паллах, «Чăнлăхпа Ултав» романра мĕн çырнине пĕтĕмпех чăнлăх вырăнне хурса йышăнма çук. Манăн шухăшăмпа - Çеçпĕл Мишшин вилĕмĕпе çыхăннă ĕç те вĕçленнĕ теме иртерех-ха: «Çеçпĕле хĕнесе вĕлернĕ» текен шухăш чăнлăхпа килĕшсе тăнине çирĕплетсе паракан уголовлă ĕçе те никам та пуçарман. Çавна Юхма хăй те хирĕçлемест. «Кун пек роман çырнă чухне писателĕн тĕпчевçĕ кăна мар, философ та, психоаналитик та, пÿлев те пулмалла», - тет вăл. Геннадий КУЗНЕЦОВ
Комментировать