Архив - 19 Фев, 2020 - Хыпар
Генералсен ăсталăхĕпе пархатарлăхĕ, е Канаш тăрăхĕнчи пĕрремĕш кăйкăр
Телей килет тилĕ пек
Рита хваттере кĕрсе тăнă-тăман ун патне улттăри ывăлĕ чупса пычĕ.
— Мĕн туянтăн? — амăшĕн сумкине ухтарма васкарĕ Максим.
— Тăхта, куçна хуп. Парне илсе килтĕм сан валли, — ывăлне йăпатма васкарĕ хĕрарăм.
— Мĕнле парне? Кăтарт хăвăртрах, — пушшех канăçсăрланчĕ чăтăмсăр ача.
— Куçна хуп терĕм.
Килĕшме тиврĕ Максимăн.
Амăшĕ сумкинчен кăларса ачине салтак пилотки тăхăнтартрĕ.
— Ура-а-а! — хĕпĕртенине пытараймасăр кăшкăрса ячĕ ача. — Ăçтан туп- рăн?
Анне çăкăрĕ йÿçĕхмест
Çурăм хыçĕнче алăк хыттăн шалтлатса хупăнни Надежда Ивановнăна шартах сиктерчĕ. Вăл урисен вăйĕсем пĕтнине туйса, тăрăнса каяс марччĕ тесе васкавлăн алăк хăлăпĕнчен ярса тытрĕ. Чĕркуççийĕсем чĕтрерĕç. Икĕ хăмăр пысăк куçĕнчен вĕри куççуль тумламĕсем йăрăлтатса шуса тухса кушăрханă çÿхе тутисене йĕпетрĕç. Аллă çултан иртнĕ хĕрарăм пĕтĕм вăйне пуçтарса тÿрленсе тăчĕ. Вăл никам та курмарĕ-ши тесе тавраналла хăраса, асăрханса, шикленсе пăхрĕ. Никам та курăнмарĕ.