Комментировать

19 Фев, 2020

Генералсен ăсталăхĕпе пархатарлăхĕ, е Канаш тăрăхĕнчи пĕрремĕш кăйкăр

Сахал мар мухтавлă та пархатарлă çын тухнă пирĕн республикăн варринче вырнаçнă çак районтан. Çĕнĕ XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче пĕтĕм чăваш халăхне Канаш тăрăхĕнчи мухтавлă кăйкăр, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ, çĕршывăн хисеплĕ полярникĕ, рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕме тивĕçнĕ Н.Ф.Гаврилов генерал-лейтенант чапа кăларчĕ. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă яш пулса çитĕннĕ Янкăлч ялĕнчи Федор Гавриловичпа Мария Мироновнăн ывăлĕ. Вун виçĕ çулта чухнех ашшĕ ирĕк панипе вăл ГАЗ-51 груз турттаракан машина рулĕ умне ларса ĕççи вăхăтĕнче вырăнти «Восток» колхозра тырă турттарнă. Тепĕр çулхине комбайнерпа çуммăн ларса районта чи малтан тырă вырма тухнă. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ Кольăпа унăн шăллĕсене Сергейпе Сашăна, çавăн пекех вĕсемпе пĕр тăван Любăпа Ольăна яланах ĕçчен те пархатарлă, сăпайлă та таса чунлă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулса çитĕнме хавхалантарнă. Çур ĕмĕр каялла пилĕк ача амăшне, «Восток» колхозăн уй-хир бригадин ертÿçине,
М.М.Гавриловăна пĕтĕм район пĕлме пуçланă. Мария Мироновна нумай тăрăшнипе Янкăлчсем пысăк тухăçлă тыр-пул, çĕр улми тата пахча çимĕç çитĕнтернĕ. 1973 çулта Совет Союзĕн правительстви ăна пысăк çитĕнÿсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Федор Гавриловичпа Мария Мироновнăн ачисем пурте ачаранах килти хуçалăхра кăна мар, колхозра та тăрăшса ĕçленĕ. Кольăпа Сережа аслă классенче вĕреннĕ чух шкул чысне хĕлле йĕлтĕрпе чупса, хоккейла выляса, çулла вара çăмăл атлетика енĕпе ăмăртса хÿтĕленĕ. Янкăлчри вăтам шкулти физкультура учителĕ Валерий Филиппов аса илнĕ тăрăх, пĕртăван Гаврилов офицерсем отпуск вăхăтĕн- че тăван ялне килсен районти тĕрлĕ уявра кире пуканĕ йăтакансен турнирĕсене хаваспах хутшăннă.
1974 çулхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Союзри «Орленок» çарпа спорт вăййисен республикăри финал вăййисем иртнĕ. Канаш районĕн чысне унта Янкăлчри шкулта вĕренекенсем хÿтĕленĕ. Ăмăртусен иккĕмĕш кунĕнче вĕсем çак питĕ кирлĕ те яваплă вăйăсен пирĕн республикăри командующийĕпе, авиаци полковникĕпе А.Г.Буханецпа тата унăн юлташĕпе, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне иличчен пĕр çулталăкра хăйĕн отрячĕпе пĕр пин ытла фашиста, тăшманăн 93 самолетне, вун-вун танкĕпе боеприпассем тиенĕ эшелонсене тĕп тунă Ф.Н.Орловпа, тĕл пулнă. Çакăн пек историллĕ, ĕмĕрлĕхе асра юлнă пулăм хыççăн вун пилĕк çулти Коля Гаврилов çар летчикĕ пулма тĕллев лартать.
Паллах, ялти шкулта вĕреннĕ çулсенче хастар та хăюллă комсомолец пирĕн çĕршыври виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн Геройĕн ятне икĕ хут тивĕçнĕ А.Г. Николаев çинчен нумай вуланă. Андриян Григорьевич уншăн — пурнăç тăршшĕпех чи çутă идеал-паттăр. Унпа тĕл пулма Николай Гавриловăн 1990 çул пуçламăшĕнче Мускавра, Ю.А. Гагарин ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕнче вĕреннĕ чух, май килнĕ.
Академин чи пысăк та илемлĕ залĕнче космонавтсемпе иртнĕ савăнăçлă мероприяти хыççăн çамрăк капитан хăйĕн мухтавлă ентешĕ патне пырса честь панă та Канаш районĕнче çуралса ÿсни, академине вĕренме киличчен çичĕ çул ытла Афганистанри вăрçа хутшăнни çинчен пĕлтернĕ.
Миçе тĕрлĕ самолет çинче вĕçме тÿр килмен пулĕ Николай Гавриловăн. Сызраньти летчиксем хатĕрлекен аслă çар авиаци училищинче вăл вертолетсем çинче вĕçме хăнăхнă. Афганистан вăрçин çулĕсенче çамрăк офицер экипаж командирĕнчен пуçласа вертолетсен эскадрилйин командирĕ таран ÿснĕ. Сăртлă, ытларах икĕ-виçĕ çухрăм çÿллĕш тусен çÿллĕшĕнчен е вĕсен хутлăхĕсенче иртнĕ çапăçусене 1980 çулсен пуçламăшĕнче Николай Гаврилов Ми-8 вертолетпа хăпарнă. Тепĕр темиçе çултанах звено командирĕ мăнаçлă та хăватлă Ми-24 тата Ми-26 вертолетсем çинче хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. Çар тивĕçне пурнăçланă май Афганистан вăрçинче пирĕн ентеш тÿпене виçĕ пине яхăн çĕкленнĕ. Çакă — Раççей çарĕн хăйне евĕр рекорчĕ.
Вăтăр ытла çул каялла, яланлăхах Тăван çĕршыва таврăнсан, Николай Федорович пĕр эрнелĕхе Янкăлча канма килет. Паллах, кунта ăна нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухнă юратнă амăшĕ, ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри, Мария Мироновна, Любăпа Оля йăмăкĕсем, çавăн пекех кунти шкулăн пуçламăш класĕсенче вĕренекен хĕрĕсем Калиссăпа Ирина чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Сережăпа Александр çамрăк вертолетчиксем çав вăхăтра хăйсен таса тивĕçне Атăлçи çар округĕн авиаци полкĕнче пурнăçланă. Шел те, «Восток» хуçалăхра водительте ĕçленĕ çемье пуçĕ «кăйкăр» çунатлă сăмаха илтеймесĕрех вунă çул маларах çĕре кĕнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Петĕр ЛАШТАЙ хатĕрленĕ. 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.