Архив - 28 Июн, 2017 - Хыпар

28 Июн, 2017

Чăваш Ене килсе курма мĕнле илĕртмелле?

Çак ыйтăвăн хуравне Улатăрта шырарăмăр

Улатăрта пире — журналистсене, ЧР Культура министерствин, истори архивĕн, Чăвашкино, наци музейĕн, вырăс драма театрĕн ĕçченĕсене — хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Вероника Исаева тата экскурси йĕркелекен Лидия Мохова кĕтсе илчĕç.

Сăмавар музейĕ кирлĕ

28 Июн, 2017

Вăрманти хăрăк туратшăн кам яваплă?

«Хĕвел ансан Хĕветĕр, эсир ăна пĕлетĕр, хĕвне çăкăр чикрĕ те тухса кайрĕ вăрмана хăрăк турат пуçтарма…» — Михаил Федоровăн «Арçури» балладинчи çак йĕркесене чунĕ-юнĕпе хăйне чăваш тесе шухăшлакан çынран кашниех ăса хывнă.

28 Июн, 2017

Тутар çĕрĕ çинче – хăнара

Сăмах — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем çинчен. Нумаях пулмасть вĕсем Тутарстана çитсе курнă.

Чăваш ăсчахĕсем пăлхар халăхĕн еткерлĕхне упракан паллă вырăнсемпе паллашнă. Пирĕн ентешсене Пÿлер историпе археологи музейĕ уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Çавăн пекех наука çыннисем Суварти музейпе «Пăлхар» комплексăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

28 Июн, 2017

Конкурсра çĕнтернĕ

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн студентки Пĕтĕм Раççейри «Манăн çĕршыв — манăн Раççей» конкурсра çĕнтернĕ.

Пĕрремĕш курсра вĕренекен Анастасия Тимофеева конкурса «Шупашкарти ботаника сачĕ — экологи туризмĕн лапамĕ» проект /наука ертÿçи — биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Н.В.Смирнова/ тăратнă. Федераци экспертизин анлă тĕрĕслевĕ витĕр тухса унăн ĕçĕ чи лайăххисен йышне кĕнĕ. Хăйĕн проектне вăл Владимир хулинче иртекен форумра хÿтĕлĕ.