Комментировать

28 Июн, 2017

Вăрманти хăрăк туратшăн кам яваплă?

«Хĕвел ансан Хĕветĕр, эсир ăна пĕлетĕр, хĕвне çăкăр чикрĕ те тухса кайрĕ вăрмана хăрăк турат пуçтарма…» — Михаил Федоровăн «Арçури» балладинчи çак йĕркесене чунĕ-юнĕпе хăйне чăваш тесе шухăшлакан çынран кашниех ăса хывнă. Халăхăмăра мĕн авалтанпах вăрман хÿтĕлесе пурăннă: тăрантарнă, тумлантарнă, ăшăтнă.

Аманнăскерсем вăй илеймерĕç…

Шетмĕпе Çавал тăрăхĕ сĕм вăрмансемпе мухтанма пултараймасть паллах. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче ялти ятлă-сумлă çынсенчен пĕри — Лука Алексеев — йĕркелесе пынипе аслă çул хĕррипе лартнă тирексем вăхăт иртнĕ май вăрманлăх пулса тăчĕç. Вăхăт малаллах шурĕ: «санитарсем» автансăр яла куçрĕç, пÿрт-çурта газпа ăшăтса тăма тытăннă май хăрăк турат пуçтарма пăрахрĕç. Тирек — йăмра пекех патрак йывăç, турачĕ кăна мар, хавшама пуçланă вулли те çил-тăвăл алхас-санах хуçăлать. 2013 çулхи çĕртме уйăхĕнче çунă юра тата тепĕр çулхи чÿк уйăхĕнче алхаснă пăрлă çумăра пула çамрăк хурăн вуллисем те авăннăччĕ, тĕреклĕреххисен тăррисем хуçăлнăччĕ. Аман-нăскерсем вăй илеймерĕç, хăрчĕç. Красноармейски-Шупашкар çулăн икĕ енĕпе тăсăлакан хÿтлĕх тă-рăхĕнче унашкаллисем çĕркуннехи- хĕллехи вăхăтра куçран кайма пĕлмеççĕ. Тĕрĕссипе, çурхи- çуллахи кунсенче те çăра çулçăсем вĕсене хуплаймаççĕ.

Красноармейски-Чатукасси- Шупашкар автоçул хĕррипе ÿсекен чылай чăрăша нăрă тĕп тунă. Сăтăрçăсем сывă йывăç çине куçма пултарасси никама та — район ертÿлĕхне те, чĕртнĕ вăрман йышăнакан çĕрсен хуçалăхĕсен ертÿçисене те, вĕренÿ учрежденийĕсен çамрăк вăрманçисене те — канăçсăрлантармасть.

Каялла тухаятăр-и?

Чăваш Республикин тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри — вăрман, вăл пирĕн тăрăхăн виççĕмĕш пайне йышăнать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри вăрман лаптăкĕ 632,3 пин гектарпа е пĕтĕмĕшле лаптăкăн 32,1 проценчĕпе танлашнă, çав шутра 596,5 пинĕшĕ — ЧР Çут çанталăк тата эко-логи министерствин аллинче.

Асăннă ведомство сайтĕнче каснă, çуннă, хăрнă вырăнсенчи лаптăксенче вăрман чĕртессишĕн тăван тавралăхшăн яваплă çынсем тăрăшнине, хальхи вăхăтра хунавсене 13 питомникра 207 гектар çинче çитĕнтернине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах вĕсене тасатса-тирпейлесе тăрасси çинчен асăнман… Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.