Архив - Мар 2017 - Хыпар

март 24th

24 Мар, 2017

Кун йĕркинче – бюджет, çураки

Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕ умĕн Финанс министерствин представителĕсем Правительство членĕсене... кроссворд валеçсе пачĕç. Çук, ларура пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе мар ĕнтĕ. Кроссворчĕ — бюджетпа çыхăннăскер. Ларăвăн кун йĕркине 2016 çулта республика бюджетне мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетессипе çыхăннă ыйтăва та кĕртнĕ те — финанс министрĕ Светлана Енилина çак ĕç уççăнлăхне тĕпе хунине палăртрĕ. Хайхи кроссворд та — çав уççăнлăхăн пĕр пайĕ.

24 Мар, 2017

Усăллă пахчаçимĕç – хамăрăн теплицăсенче

"Раççей теплицисем" ассоциаци Раççей тата Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствисем пулăшнипе пуш уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Шупашкарта канашлу ирттерчĕ. Унта ютран илсе килекен пахчаçимĕçе хамăр патри теплицăсенче çитĕнтерекеннипе улăштарасси çинчен пычĕ сăмах.

24 Мар, 2017

Эпир мар тăк – никам та!

Кăкăр тулли награда пулин те Юрий Григорьев вĕсем пирки сăмах ваклама юратмасть. Çине тăрса ыйтсан тин патшалăхăн темиçе награди пирки каларĕ. Чи малтан «Хăюлăхшăн» медале асăнчĕ: «Салтак награди. Ăна 1985 çулта тивĕçнĕ — Афганистаншăн». Унтан — Паттăрлăх орденĕ: 1995 çулта — Чечняшăн. Тепĕр Паттăрлăх орденĕ те пур — унпа 2001 çулта наградăланă. Чăваш Ен ШĔМĕн СОБР ветеранĕн аса илмелли нумаййине çак наградăсем те çирĕплетеççĕ.

24 Мар, 2017

Левина çырлахтартăм-ши – ĕçрен кăларса ямарĕ

«Хыпар» тĕпелĕнче паян — хресчен çемйинче çитĕнсе правительствăра карьера тунă, хĕвĕшÿллĕ 1991 çулта политикăпа экономика реформисем пуçлансанах унтан кайнă Петр МИТРОФАНОВ. Унпа калаçатпăр.

ГЭС — чĕререх

— Петр Митрофанович, эсир Чăваш АССР Министрсен Канашĕнче 23 çул ĕçленĕ. Унта мĕнле лекрĕр?

— Вырнаçма ĕмĕтленмен те — Министрсен Канашĕн Председателĕн промышленноçпа строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Петр Левин хăйĕн пÿлĕмне чĕнчĕ. Манпа çур сехет калаçсан пулăшуçинче ĕçлеме ыйтрĕ.

24 Мар, 2017

Ял – театра вăй-хал паракан çăлкуç

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Республикăри профессионал ултă театрта ĕçлекенсем çеç мар, пĕтĕм халăх паллă тăвĕ ăна, мĕншĕн тесен эпир пурте куракансем.

Ĕмĕтсем çуратакан вырăн

март 23rd

23 Мар, 2017

Парăма кĕмесĕр, хăйсен вăйĕпе

"Пирĕн хуçалăх çурхи акана тухма хатĕр. Топливо, удобрени туяннă. Мĕнпур вăрлăх кондициллĕ. Вăл сутмалăх та пур", – тет Комсомольски районĕнчи "Асаново" ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров.

Чăн сăмахăн суйи çук. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕ акара çулсерен элита, пĕрремĕш тата иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăхпа кăна усă курма тăрăшать. Çавна кура тухăçа та ÿстерсе пырать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 27% ытларах тырă пуçтарса илнĕ, гектарти вăтам тухăç 33,4 центнерпа танлашнă. Уйрăм лаптăксенче кăтарту 40 центнертан та иртнĕ.

23 Мар, 2017

Пуçра - ăс, алăра - ĕç

Çулла вĕсен хапха умĕ те чечек ăшне путать. Картиш, пахча тĕрлĕ тĕслĕ кавирпе витĕнеççĕ тейĕн. Садра касса сайралатнă улмуççи туратне те сăрласа куçа илĕртмелле капăрлатаççĕ Канаш районĕнчи Сителте пурăнакан Кирилловсем.

23 Мар, 2017

Юратнă ĕç ывăнтармасть

Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ мухтавлă, ĕçчен те сатур ентешсен йышĕнче Федор Петрович Петрянкин та пур. Вăл 1937 çулта колхозниксен çемйинче çуралнă.

Пăвана çуран çÿренĕ

Ялти тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ Хĕветĕре выльăх-чĕрлĕх час-часах чирлени, ăна сыватакан пĕлÿ илнĕ ветеринар çукки пăшăрхантарнă. Çавна пулах 7-мĕш класа Хисеп грамотипе пĕтернĕ вăтам пÿллĕ яш Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумне вĕренме кайнă.

Страницы