Архив - 26 Сен, 2014 - Хыпар
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 38 /784/ №, 26. 09. 2014
Сливaпа чиене - тымартан
Хăш-пĕр пахчара ватăлса йывăçланнă чиене е сливăна курма пулать. Вĕсем çимĕç параççĕ-ха, анчах сĕре ватăлнă, вулли çуркаланнă, турачĕсем илемсĕрленнĕ, çĕнĕ туратсем ÿсмеççĕ. Паллах, çак тĕме çĕнетсен çимĕç кÿреслĕх чылай ÿсет, пахча та илемленет. Пахчаçă çĕнетме те хатĕр вĕсене, анчах ăна мĕнле тумаллине пĕлмест.