Комментировать

26 Сен, 2014

Пахча çимĕç шашлăкĕ

Кĕрхи хĕвеллĕ кунсемпе усă курса тус-юлташпа, çемьепе пĕрле çут çанталăк ытамне тухса кĕрер-и. Уçă сывлăшра, паллах, шашлăкран тутлăраххи, техĕмлĕреххи нимĕн те çук пулĕ.

Улма-çырла шашлăкĕ

2 килограмм сысна ашĕ, 10 киви, 3-4 лимон, 100 грама яхăн соя соусĕ кирлĕ.

Лимонпа киви хуппине тасатмалла, блендерта вĕтетмелле, соя соусĕ ямалла. Савăта аш татăкĕсем хумалла, соус хушмалла. Лайăх пăтратмалла. Сивĕтмĕше 4 сехетлĕхе хумалла. Сухана уксусра кăштах вăхăт тытмалла, хатĕр шашлăкпа пĕрле çиме памалла.

Çапла майпа сысна, чăх, сурăх ашне хатĕрлеме пулать.

Пахча çимĕç шашлăкĕ

Мăн хăяра /1-2 сантиметр хулăнăш çаврашкасем туса турамалла/, чечеклĕ купăстана, баклажана /ăна та çаврашкан-çаврашкан турамалла/ маринадра тытмалла. Маринад рецепчĕсем, 1/ ÿсен-тăран çăвĕ, иçĕм эрехĕ, эрех уксусĕ, сахăр, тăварпа пăрăç тутине кура, симĕс сухан, ыхра* 2/ пĕр пек виçепе лимон сĕткенĕ, ÿсен-тăран çăвĕ, томат пасти е кетчуп, кăштах тăвар, сахăр.

Маринадра тытиччен баклажан йÿçекне кăлармалла. Çак тĕллевпе çаврашкасем çине тăвар сапмалла, сĕткенне тăкмалла. Мăн хăярпа чечеклĕ купăстана маринадра 1-2 сехет тытмалла, баклажана çĕрĕпех тытмалла.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.