Сливaпа чиене - тымартан

26 Сен, 2014

Хăш-пĕр пахчара ватăлса йывăçланнă чиене е сливăна курма пулать. Вĕсем çимĕç параççĕ-ха, анчах сĕре ватăлнă, вулли çуркаланнă, турачĕсем илемсĕрленнĕ, çĕнĕ туратсем ÿсмеççĕ. Паллах, çак тĕме çĕнетсен çимĕç кÿреслĕх чылай ÿсет, пахча та илемленет. Пахчаçă çĕнетме те хатĕр вĕсене, анчах ăна мĕнле тумаллине пĕлмест.

Çакнашкал тĕмсене тымартан ĕрчетме пулать. Хура кĕркунне е çуркунне /çĕр ăшăнсанах/ тĕп тĕмĕн тымарне асăрханса кăлармалла. Вăл йывăç вуллинчен метр çурă таврашĕнче пулать. Чавса кăларнă тымартан 50-70 сантиметр вăрăмăш 4-5 татăк касмалла. Кĕркунне кăларнă тымарсене нÿхрепре е пахчарах шăтăк чавса упрамалла. Тымарсене сарлакарах вĕçĕсене пĕр енне туса çыхмалла та шăтăка çÿлелле май тăратмалла. Çиелтен хăйăр, тăпра сапмалла. Нÿхрепре упранă чухне хăйăрпа витсен те çителĕклĕ. Çуркунне кăларнă тымарсене тÿрех лартмалла.

Çĕр ăшăнсанах кĕркунне хатĕрленĕ тымар татăкĕсене кăлармалла, 12 см сапансем туса касмалла. Ас тăвăр, хунав сапан пуçĕнчен тухать, вĕçĕ тымарланать. Çавăнпа пуçĕпе вĕçне пăтраштарасран сапан пуçне тÿрĕ, вĕçне чалăшла касăр. Сапансене пулăхлă тăпрана çÿлелле е кăшт чалăштарса лартмалла. Вĕсен хушши 7-10 см пулмалла, çиелтен 2-3 см тăпрапа хупламалла. Шăвармалла. Икĕ эрне хушши лаптăка кунсеренех ирхине е каçхине шăвармалла. Тепĕр икĕ эрне - 2-3 кунра пĕрре. Шăварнă чухне, паллах, çанталăк мĕнле тăнине шута илмелле. Çум курăкран тасатса тăмалла, 1 тăваткăл метра пĕр витре пуçне 30 г нитроаммофоска хушса тымарланнă хунавсене пĕр хутчен шăвармалла.

Çу каçиччен хунавсем 40 см ÿсеççĕ. Шăшисем, çурхи юр шывĕ нумай лексе сиенлесрен кĕркунне лаптăк йĕри-тавра пĕр кĕреçе тарăнăш канав чавмалла. Çуркунне ÿсен-тăрана питомника куçарса лартмалла. Ăна иртнĕ çулхи пекех пăхмалла. Ку лаптăкра хунавсем 2 çул лараççĕ. Вĕсем 120 см çÿллĕш е ытларах та ÿсеççĕ. Тĕмĕн вулли 14-16 мм хулăнăш пулать, тымарĕ лайăх аталанать.

Унтан хунава питомникран яланхи вырăнне куçарса лартма юрать.

Сливăн мĕн пур сорчĕ çак мелпе лайăх ĕрчет. Лартнă сапансенчен 70: яхăн чĕрĕлет. Канада тата Уссури сорчĕсем 40-60: чĕрĕлеççĕ.

Чие тымарĕн сапанĕсем сахалрах чĕрĕлеççĕ - 25-35:. Чиен Владимирски, Шубинка, Горьковски, Надежда Крупская, Гриот сортсем вара - ăнăçлăрах. 50 сапанран 20 тĕм хунавланса çитĕнет. Ку - 40:-па танлашать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.