Мĕнлерех вăл - паянхи арçын?
Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн статистиксем Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Енĕн вăтам арçыннин сăнне уçăмлатма шухăшларĕç. Мĕнлерех вăл?
Тÿрех палăртмалла: пирĕн республикăри арсем хăйсемпе интереслентерме пултараççĕ: кашни 1000-шĕ пуçне 1148 хĕрарăм тивет. Вĕсен йышĕ 579 пинпе е халăхăн 47 проценчĕпе танлашать. Пысăк пайĕ /58 процент/ - хула çынни, чи йышли - вăй питти ÿсĕмрисем /390 пинĕн е 67 процент/, чи сахалли - ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмĕнчен аслăраххисем, унашкаллисем 78 пинĕн /14 процент/.