Архив - 29 Ноя, 2014 - Хыпар

29 Ноя, 2014

Вулама хăнăхтармашкăн пуян çÿлĕк çителĕксĕр

Çакна ашшĕ-амăшĕн, учительсен... асрах тытмалла. Черетлĕ командировкăна Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси еннелле пуçтарăннă чухне пĕр шухăш канăç памарĕ: чăвашла калаçакан ачасене хальхинче курайăп-ши?

29 Ноя, 2014

Тăван килти пекех туяççĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин йывăрлăха лекнĕ хăйĕн çыннисене пăрахмасть, хÿтте илсе пурнăçне тулăхлатма, йывăр шăпине çăмăллатма тăрăшать: кирлĕ тĕк сиплевпе, реабилитаци мелĕпе тивĕçтерет, социаллă учрежденире тăван кил ăшшине парнелет.

29 Ноя, 2014

“Çыннăн пĕлÿ, ĕçлеме пултараслăхĕ пур тăк - вăл çухалса каймасть”

"Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУОна, республикăри чи пысăк та лайăх аталанса пыракан агрохолдингсенчен пĕрне, Чăваш Енре çеç мар, Раççейĕн чылай кĕтесĕнче те лайăх пĕлеççĕ, вăл кăларакан продукцие хапăлласах туянаççĕ.

29 Ноя, 2014

Ксения Столбова - пирĕн ентеш

Чăвашсен хушшинче маттур, чăтăмлă, харсăр, хăюллă пике нумай. Çак кунсенче унашкаллисенчен тата тепри пирки илтрĕм. Тĕрĕссипе, малтанах пĕлнĕ-ха, анчах унра чăваш юнĕ чупни пирки шухăшлама та пултарайман.

29 Ноя, 2014

Чăваш хĕрĕсем - чи маттуррисем

Чăн та, хĕрарăмсем пур енĕпе те арçынсенчен пултаруллăрах та хастартарах пулнине тахçанах çирĕплетнĕ. Çавăнпа юлашки çулсенче пикесем спортра пысăк çитĕнÿсем тунинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. ЧР Спорт министерствинче иртнĕ савăнăçлă мероприятире те çак шухăшах палăртрĕç.

29 Ноя, 2014

Мăрьерен тĕтĕм тухсан - ял пурăнать!

Журналистика анинче икĕ теçетке çула яхăн ĕçлесе çĕр-çĕр яла /çав шутра республика тулашĕсенчисене те, Çĕпĕртисене те/ çитсе курнă, анчах Вăрнар районĕнчи Юлапăш пеккине курманах! Унта пырса кĕрсенех чунра сÿ! пулса кайрĕ.

29 Ноя, 2014

Раççейре - иккĕмĕш, тĕнчере - пĕрремĕш

Пирĕн ентешсем Гамбургран медальсемпе таврăннă

Ноябрĕн 21-23-мĕшĕсенче Германири Гамбург хулинче кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Эльба шывĕ хĕрринче вырнаçнă мăнаçлă спорт керменĕнче 34 çĕршыври 550 яхăн атлет вăй виçнĕ.

29 Ноя, 2014

Вăл çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Вăл райцентрта тĕл пулсан çынна сывлăх сунса ĕç-хĕл, пурнăç çинчен ыйтса пĕлмесĕр иртмест. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче палламан çын та сахал пулĕ унăн. Ваттипе - ватăлла, çамрăкпа - çамрăкла, ачапа ачалла пулма пĕлет вăл. Районта кашни мероприятирех курма пулать ăна.

29 Ноя, 2014

Хĕл сиввинчен ăшăнма кĕрсен...

Кунта, Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси ял тăрăхĕнче, вĕсен çемйине пĕлмен çын çук. Алевтина Павловнăпа Викторин Иванович Ивановсем пĕрлешсе çемье чăмăртанăранпа кĕçех 55 çул çитет. Кил хуçи сакăр теçетке çултан иртнĕ, унăн мăшăрĕ çавăнталла талпăнать пулин те ватлăх амакĕсемпе тăлланса ларман-ха. Ĕмĕр тăршшĕпех картиш тулли выльăх тытнăскерсен кил хушшинче паян та янавар чылай. Ача-пăча йышлă çуратса ÿстернĕ те - çитĕннĕçемĕн вĕсем тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ. Валерий кăна, Çĕрпÿ хулинче тымар янăскер, тăван ашшĕ-амăшĕн килĕнче тăтăшах пулать.

29 Ноя, 2014

«Юхăма хирĕç» хуларан хулана çÿрĕ

Культура çулталăкĕнче республикăра вуншар проект пурнăçа кĕчĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă курав пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн. Сăмахăм - регионсенче ÿнер искусствине аталантарас тĕллевпе пуçарнă "Хĕрлĕ хапхасем /Юхăма хирĕç" проект çинчен. "Сарăту - Тольятти - Ĕпхÿ - Хусан - Шупашкар - Мускав" маршрутпа иртекенскере Чăваш Ен ăшшăн йышăннă.

Страницы