Комментировать

29 Ноя, 2014

«Юхăма хирĕç» хуларан хулана çÿрĕ

Культура çулталăкĕнче республикăра вуншар проект пурнăçа кĕчĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă курав пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн. Сăмахăм - регионсенче ÿнер искусствине аталантарас тĕллевпе пуçарнă "Хĕрлĕ хапхасем /Юхăма хирĕç" проект çинчен. "Сарăту - Тольятти - Ĕпхÿ - Хусан - Шупашкар - Мускав" маршрутпа иртекенскере Чăваш Ен ăшшăн йышăннă.

Проект тата тепĕр ĕçе - регионсен хушшинчи "Юхăма хирĕç" конкурса - йĕркелеме пулăшнă. Унта хутшăнма 500 ытла художник кăмăл тунă, 6000 произведени тăратнă. Экспертсем вара 500 ытла ĕç суйласа илнĕ тата 27-не çĕнтерÿçĕ тесе пĕлтернĕ. Вĕсене И.Е.Репин, Н.И.Фешин, З.К.Церетели, М.В.Нестеров ячĕллĕ премисемпе чысланă.

Пирĕннисем те пур вĕсен хушшинче. СССР Художниксен союзĕн членĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Карачарсков И.Е.Репин премине тивĕçнĕ. Ăна çак премие курава уçнă май савăнăçлă лару-тăрура проект ертÿçи, Раççей Художниксен пултарулăх союзĕн президенчĕ, Раççей Ÿнер академийĕн чăн членĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Константин Худяков пачĕ.

Кăçалхи курава федерацин Атăлçи округĕнчи 12 регионти ÿнерçĕсем хутшăннă. Ÿнер музейĕнчи экспозицире - Хусан, Сарăту, Самар, Ижевск, Киров, Пермь, Пенза, Чĕмпĕр, Ĕпхÿ, Чулхула, Мускав, Питĕр, Шупашкар хулисенчи 100 яхăн художникĕн произведенийĕсем. Сăмах май, Чăвашран "Юхăма хирĕç" конкурса 28 ÿнерçĕ хутшăннă, 14-шĕ конкурс витĕр тухнă.

Худяков çавăн пекех проект пĕлтерĕшĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Ăна вăл çапларах хаклать: "Паянхи ÿнерçĕсем актуаллă, пурнăçпа çыхăннă произведенисем ÿкереççĕ. Пирĕн тĕллев - вĕсене куракансем патне çитересси". Ун сăмахне çирĕплетсе ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов çак шухăша палăртрĕ: "Курав общественноçăн пысăк пайне, пултарулăх интеллигенцийĕпе студентсене чăннипех кăсăклантарасса шанатăп".

Курав Шупашкарта декабрĕн 5-мĕшĕччен ĕçлет.

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.