Комментировать

29 Ноя, 2014

Ксения Столбова - пирĕн ентеш

Чăвашсен хушшинче маттур, чăтăмлă, харсăр, хăюллă пике нумай. Çак кунсенче унашкаллисенчен тата тепри пирки илтрĕм. Тĕрĕссипе, малтанах пĕлнĕ-ха, анчах унра чăваш юнĕ чупни пирки шухăшлама та пултарайман. Сăмахăм Сочири Олимпиадăра пăр çинче спорт енĕпе мăшăрпа ярăнакансен команда зачетĕнче ылтăн медаль илнĕ, уйрăм мăшăрсен хушшинче кĕмĕле тивĕçнĕ Ксения Столбовăпа Федор Климов пирки. Вĕсен спорт карьери ăнăçлă аталанса пырать.

Ентешĕмĕрĕн кун-çулĕпе çывăхрах паллашма пире унăн кукашшĕн ачалăхри юлташĕ - Етĕрне районĕнчи Анат Ачакра пурăнакан Михаил Петров - пулăшрĕ. Михаил Петрович пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем Тури Ачак ялĕнчи çичĕ класлă шкулта пĕрле вĕреннĕ. Ун хыççăн Ачак ачисем Хучашри вăтам шкула кайнă, анчах та Зиновий Васильева /Ксюшăн кукашшĕне çапла чĕнеççĕ/ кĕçех Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинчи интернат шкула куçарнă. Сăлтавĕ - амăшне ултă ачине вĕрентсе воспитани пама питĕ хĕн пулни / ашшĕ, вăрçăран аманса таврăннăскер, йывăр чирленĕ/. 1961 çулта вĕсене Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялне куçарнă.

Зиновий Васильевичăн малашнехи шăпи мĕнле килсе тухнă-ха. Ун пирки вăл ачалăхри тусĕ патне çапла хыпарлать, « 1963 çулта шкул пĕтерсен пĕтĕм класĕпе комсомол путевкипе ĕçлеме кайрăмăр. Тепĕр икĕ çултан çара илчĕç. Ленинградри тинĕс-çар флотне лекрĕм... Салтак хыççăн та унтах юлтăм, «Красный Треугольник» завода вырнаçрăм. Унта 23 çул ĕçлерĕм. Çав вăхăтрах техникум пĕтертĕм. 1974 çулта Хисеп Палли ордена тивĕçрĕм. Çемье çавăртăм, хĕрпе ывăл, икĕ мăнук пур. Шел, йывăр чире пула мăшăрăм 43-рех çĕре кĕчĕ. 1999 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм, çапах та ĕçлетĕп-ха...»

Зиновий Васильевич çырăвĕнче Ксения тата унăн амăшĕ Лена пирки те çырса кăтартнă.

Ксюша Ленинградрах 1992 çулта çуралнă иккен. Улттăра пуçласа коньки çине тăнă. Малтанхи вăхăтра пĕччен ярăннă, 2006 çултанпа - мăшăрпа. «Çак тапхăрта мĕн кăна тÿссе ирттермерĕмĕр пулĕ, - тет Зиновий Васильевич. - Савăнмалли те, кулянмалли те пайтах пулнă. Урине те хуçрĕ, алли-урине кăвакартса пĕтерни пирки асăнма та кирлĕ мар. Тренировкăсене ирхине тата шкул хыççăн каçхине амăшĕ илсе çÿретчĕ. Тĕлĕнетĕп, Лена мĕнле чăтрĕ-ши. Паллах, эпĕ те май килнĕ таран пулăшнă-ха. Çапах та Ксюшăн çитĕнĕвĕнче тренерсен çеç мар, чи малтанах амăшĕн тÿпи пысăк тесшĕн.

Вăл хăйĕн тымарĕсене лайăх пĕлет. Эпĕ ăна Чăваш Ен, тăван ялăм пирки нумай каласа кăтартнă. Пушă вăхăт тупăнсанах мăнукăма тăван çĕрĕм-шывăма илсе килме ĕмĕтленетĕп. Шел, хальлĕхе май çук-ха, вăхăтне спортпа ирттерет тата института вĕренме çÿрет».

Анат Ачакра Васильевсен тăван килĕ чапа тухнă мăнукне кĕтсе илме хатĕр. Унта çуллахи вăхăтра Зиновий Васильевичăн йăмăкĕ, Шупашкарта пурăнакан Зоя, пырса çÿрет, пахча çимĕç çитĕнтерет. Зиновий Васильевич хăй тăван ялĕнче кăçалхи сентябрьте пулнă.

Интернетра Ксения Столбова пирки чылай пĕлтĕм. Сочири Олимпиада хыççăн май уйăхĕнче куçне операци тутарнă иккен. Грецире каннă вăхăтра ювелир салонне кĕрсен ăна унта ĕçлекенсем палласа илнĕ. Çакскерсем пирĕн ентеше асăнмалăх мăй çине çакмалли илемлĕ вăчăра парнеленĕ, кулон варринче пилĕк çаврашка - Олимп вăййисен палли.

Ксюша кăмăлĕпе çирĕп, вĕри иккен, хĕрсе кайма та пултарать. Унăн партнерĕ Федор Климов вара пачах урăхла - лăпкă каччă. Çапла пулни вĕсене килĕштерсе ĕçлеме май парать-мĕн.

Хам енчен çакна хушса каласшăн, хальхи вăхăтра Тури Ачак вăрманĕнче çемье туризмне аталантарас тĕлĕшпе пысăк проект пурнăçа кĕртеççĕ. Унта пырса çÿрекен туристсем валли ятарлă маршрутсем те хатĕрлĕç. Сăмахран, Тури Ачакри тата Ярапайкасси музейĕсене çыхăнтараканнине. Ман шухăшăмпа, асăннă маршрута Олимп чемпионкин кукашшĕ пурăннă çурт умĕн те ирттермелле пек. Çапла тăвас тесен çурт патне пыракан çулăн пĕр пайне асфальт сараймасан та вĕтĕ чулпа тикĕслеме тивĕ.

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.