“Çыннăн пĕлÿ, ĕçлеме пултараслăхĕ пур тăк - вăл çухалса каймасть”
"Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУОна, республикăри чи пысăк та лайăх аталанса пыракан агрохолдингсенчен пĕрне, Чăваш Енре çеç мар, Раççейĕн чылай кĕтесĕнче те лайăх пĕлеççĕ, вăл кăларакан продукцие хапăлласах туянаççĕ. Комбинат хатĕрленĕ кăлпасси-шăрттан çĕршывра иртекен сумлă конкурс-куравсенче тăтăшах медаль çĕнсе илет. 1957 çулхи октябрь уйăхĕнче йĕркеленнĕ предприяти ял хуçалăхĕнче те пысăк çитĕнÿсем тăвать. Акă çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе вăл кашни çулах "Агро-100" клуб - республикăри чи лайăх 100 предприяти - йышне кĕрет, кăçал ку рейтингра 3-мĕш вырăн йышăннă. АУО пĕлтĕр те, кăçал та ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн тата производствăпа экономика енĕпе пысăк кăтартусем тунăшăн Ял хуçалăх ĕçченĕсен республикăри уявĕнче Диплома тата укçан премие тивĕçнĕ.
Яланах малтисен йышĕнче пулма, конкуренцие çĕнтерсе пыма предприяти ĕçченĕсене мĕн пулăшать-ха. Ял хуçалăхĕнче тĕл пулакан чăрмавсене сирес тĕллевпе мĕн тăваççĕ. Çывăх вăхăтра мĕнле проектсене пурнăçа кĕртесшĕн. Çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврăмăр Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕпе, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Николай АЛИВАНОВПА. Калаçăва кăçалхи ĕçе тишкернинчен пуçларăмăр.
- Кăçал акакан çĕр лаптăкне палăрмаллах ÿстертĕмĕр. Паянхи кун 10 пин ытла га çĕрпе усă куратпăр. 5600 га тĕш тырă акрăмăр. Пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпе 20 пин ытла тонна тĕшĕлерĕмĕр, вăтам тухăç - 1 гектартан 27 центнер, - терĕ Николай Владимирович. - Кăçал 2 пин га куккурус акрăмăр, çав шутран 1300 га - çапса тĕшĕлемешкĕн, 700 га - силослăх. Октябрĕн 17-мĕшĕччен, пăрлă çумăр çăвиччен, кашни гектартан 50 центнер ытла пухса кĕртрĕмĕр, ун хыççăн тухăç кăштах чакрĕ. Ятарласа куккурус вырмалли жаткăсем туянни ĕçре нумай пулăшать. 5,5 пин тонна фуражлăх куккурус хатĕрлерĕмĕр. Çавăн пекех 17 пин тонна силос хатĕрлеме усă куртăмăр. Пирĕн 3 сысна комплексĕ, 1 ĕне комплексĕ. Çав выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлетпĕр, саппас та пултăр тесе тăрăшатпăр.
Хамăр производствăна - кăлпасси, çурма фабрикат, тушенка тума - сысна ашĕпе 100: тивĕçтеретпĕр, ĕне какайĕ пирки вара апла калаймăн. Çавăнпа мăйракаллă шултра выльăх фермисене пысăклатса пыратпăр. Акă кăçал 300 пуç вырнаçмалăх самăртмалли комплекса хута ятăмăр. Халĕ пирĕн мăйракаллă шултра выльăх шучĕ - 2 пин ытла. Сăвакан ĕнесен шутне те ÿстеретпĕр. Пĕлтĕр ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен йышĕ 550-ччĕ, кăçал - 900 пуç /республикăри чи пысăк кăтарту ку. - Авт./. Паянхи кун куллен 15 тонна сĕт ăсататпăр, чи пахалăхлă сортпа. Выльăх шутне ÿстернĕрен çĕр лаптăкне те пысăклатма тивет. Çавăнпа çулсерен пиншер гектар усă курман çĕре çаврăнăша кĕртме тăрăшатпăр.
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев выльăх-чĕрлĕх фермисене, ял хуçалăх ытти обCектне тăвассипе тата юсаса çĕнетессипе çыхăннă проектсене ĕçе кĕртме чĕнсе калать. Эсир çакнашкал проектсемпе тăтăшах ĕçлетĕр. 2013 çулта çĕнĕ сушилка хута ятăр. Çывăх вăхăтра тата мĕн тума палăртатăр?
- Хальхи вăхăтра ĕлĕкхи пек ĕçленипе малалла каяймăн. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕсенче - йăлтах çĕнĕ технологисем. Тĕслĕхрен, 900 ĕнене 5 доярка сăвать. Пĕр чарăнмасăр ĕçлекен çĕнĕ сушилка 1 сехетре 50 тонна тырă типĕтет. Вырма вăхăтĕнче вăл кунне 500-шер тонна тырă йышăнчĕ, унта 3 çын ĕлкĕрсе пычĕ. Шухăшласа пăхăр-ха, 50 «КамАЗ» тырра 3 çын пĕр талăкра типĕтсе, алласа, склада кĕртсе хурать. Йĕтемре вара мĕн чухлĕ çыннăн ĕçлеме тиветчĕ! Малашлăх планĕсем пысăк. Эпир 2 çул каялла Тутарстанран 1 пин ĕне вырнаçмалăх комплекса - тума пуçланăскере - туянтăмăр, хамăр пата илсе килтĕмĕр. Тепĕр çул юр кайсанах унпа ĕçлеме пуçласшăн. 2010 çулта амăшĕ çумĕнчен уйăрнă сысна çурисене çитĕнтермелли цех /3700-е яхăн пуç вырнаçмалăх/ хута янăччĕ, çитес çул шăп çавăн пеккине тепре тума пуçласшăн. Красноармейскинче те çакнашкал цех хăпартасшăн.
- Кăçал Чăваш Енĕн пĕрремĕш комбайнне - АГРОМАШ бренчĕпе Красноярскăн Шупашкарта çĕнĕрен çуралнă «хир карапне» - туянтăр. «Пĕрремĕш номерлĕскерпе» тырă выртăр-и. Вăл хăйне ĕçре мĕнле кăтартрĕ?
- Çĕнĕ «АГРОМАШ 4000» комбайн питĕ лайăх ĕçлерĕ. Нимĕçсен «CLAAS», белоруссен «Палесье», «Ростсельмаш» комбайнĕсенчен пĕрре те юлмасть вăл, хакĕ вара чылай йÿнĕрех. Тырра пучахра хăвармасть, улăма та лайăх вĕтетет. Вырман малтанхи кунĕсенчех хире тухман пулин те унпа 1700 тонна тĕш тырă çапса илтĕмĕр. Çакнашкал комбайна малашне те кăларас тăк эпир тепĕр иккĕ туянма хирĕç мар. Техника паркне çулсеренех çĕнетсе пыратпăр. Çĕре акма хатĕрленĕ чухне икĕ сменăпа ĕçлетпĕр, çавăнпа агрегатсем пĕрре те пушă тăмаççĕ. Ĕç калăпăшĕ чăнласах та пысăк. Механизаторсем çителĕклĕ, вĕсем пурте тенĕ пекех çамрăк, 40 çултан иртнисем çукпа пĕрех. Çураки вăхăтĕнче кашниех кунне 1,5-2 пин тенкĕ таран ĕçлесе илме пултарать. Вырмара та малтан палăртнинчен тырă ытларах çапсан 50 пин тенкĕ премие тивĕçеççĕ. Комбайнерсене мухтас килет. Акă Николай Тихонов куккуруспа пĕрле 4912 тонна тырă çапса тĕшĕлерĕ. Вăл районта та, Чăваш Енре те 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Сергей Аввакумов, Олег Краснов та ырă сăмаха тивĕçлĕ.
- Производство пирки мĕн калама пултаратăр?
- Юлашки икĕ çулта производствăна укçа-тенкĕ нумай хыврăмăр. Кăçал 5 грамлă пельмень тăвакан çĕнĕ лини /Итали/ туянса вырнаçтартăмăр. Ку çимĕç ачасемшĕн меллĕ. Кăлпассие чĕрĕлле тĕтĕмлекен цеха анлăлатрăмăр, çавна май ăна хатĕрлессине икĕ хут ÿстертĕмĕр. Хамăрăн сысна ашĕ çителĕклех пулнине маларах асăнтăм. Продукци хатĕрленĕ чухне усă куракан ĕне ашĕн 25: - хамăр çитĕнтерни, ыттине вара Оренбург облаçĕнчен, Тутар, Пушкăрт, Мордва республикисенчен илсе килеççĕ. Чăваш Енри хуçалăхсемпе уйрăм çынсенчен те мăйракаллă шултра выльăх йышăнатпăр, укçине çав кунах тÿлетпĕр. Ассортимента пуянлатсах пыратпăр. Хальхи вăхăтра 200 тĕрлĕ продукци кăларатпăр. Çак кăлпасси-катлета, çурма фабрикатсене кашни кунах 20 машина «Санар» лавккасене, суту-илÿ ытти точкине, çав шутрах федераци сечĕсене, илсе каять. Хамăрăн «Санар» лавккасен шучĕ - пĕтĕмпе 40 ытла, çĕннисене татах уçасшăн. Вĕсене продукципе кашни кунах тивĕçтеретпĕр, укçи тепĕр куннех каялла таврăнать - питĕ меллĕ. АПК ĕçĕсен пĕтĕм циклне хутшăннăран - выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернинчен тата ун валли апат хатĕрленинчен пуçласа çак аш-какайран продукци туни, асăннă çимĕçе лавккасене çитерни таран - пире конкуренцие çĕнтерме çăмăлрах. Комбинат кăларакан катлет-пельмень Ульяновск, Чулхула, Мускав облаçĕсене тата ытти çĕре те ăсанать. Хамăрăн продукципе Мускавра йĕркеленĕ «Ылтăн кĕркунне» курава кăçал та хутшăнтăмăр. Шăрттан - ылтăн, тепĕр 5 тĕрлĕ кăлпасси бронза медальсене çĕнсе илчĕç.
- Николай Владимирович, яланах малтисен шутĕнче пулмашкăн çăмăлах мар, çапах эсир ертсе пыракан коллектив тăтăшах чи маттуррисен йышне кĕрет. Ку енĕпе мĕн пулăшса пырать?
- Хамăр ĕçе юратни. Маншăн, тĕслĕхрен, кану кунĕсем çук. Эпĕ кашни кунах ирхи 5 сехетре тăратăп та 6-ра ĕçе килетĕп. Çынсем киличчен алă пусмалли документсене тишкеретĕп, ял хуçалăхĕпе çыхăннă журналсене вулатăп. Шăматкун та ĕçе ирех васкатăп. Вырсарникун фермăсем тăрăх çÿретĕп. Ĕç ăнса пырсан - выльăх-чĕрлĕх ÿт йĕркеллех хушсан, сĕт сăвасси ÿссен, сип-симĕс калча пĕр тикĕс шăтса тухса тухăç ăнса пулсан, ытти кăтарту та лайăхлансан, хамăр мĕн палăртни йăлтах пурнăçлансан тата тăрăшарах ĕçлес килет, ывăнни те туйăнмасть. Çынсем ĕç условийĕсемпе кăмăлли те хăпартлантарать. Тепĕр чухне кунне 4 сехет çеç çывăрма май килет, çапах вăй-хал таçтан тупăнать - каллех хирсем, фермăсем тăрăх çÿретĕп.
- Эсир Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Пурнăçăра ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн ÿкĕнместĕр-и?
- Пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме килĕшет мана. Хамăн пурнăçăмпа кăмăллă эпĕ. Мăшăрăм, унăн ĕçĕ те çак отрасльпех çыхăннă, ăнланать, мана хавхалантарса пырать. Ачасем ĕçе хăнăхса ÿсчĕр тесе тăрăшатпăр. Чи кирли - вĕсене пĕлÿ парса хăвармалла. Çыннăн пĕлÿ, ĕçлеме пултараслăхĕ пур тăк - вăл кирек мĕнле саманара та çухалса каймасть.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ
- Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усратăр-и?
Кăçал 100 кăвакал çитĕн-тертĕмĕр. Романовский ăратлă 10 сурăх усратпăр. Унсăр пуçне брама, кохинхин, орпингтон ăратсенчи 100 чăх пур.
- Чун киленĕçĕ пур-и?
Пулла çÿреме юрататăп. Хам тытнă чи пысăк пулă - 16 килограмлă карп. Сунара кайма кăмăллатăп. Кун сиктерсе мулкач, тилĕ тытни те пулнă. Ушкăнпа пĕрле хир сысни, пăши, кашкăр тытнă. Шел, пулла кайма, сунара çÿреме вăхăт сахалрах.
- Çынра хăш пахалăха ытларах хаклатăр?
Çынлăха. Вăл ватăпа ватă пек, ачапа ача пек пулма пĕлнине.
- Кумир пур-и?
Кумирах темелле-ши. Анне Анастасия Николаевна маншăн яланах ырă тĕслĕхчĕ. 4 класс çеç пĕтернĕ пулсан та малашлăха курса тăратчĕ. Шел, 78 çулччен çеç пурăнчĕ.
- Юратнă апат...
Рассольник. Иккĕмĕш блюдăсенчен - аш-какайран хатĕрленисем.
- Хăш уява ытларах кăмăллатăр?
Çемье çавăрнă куна - июнĕн 21-мĕшне.
Комментировать